Четверг, 13 августа, 2026
Главная > Публикации > Пушартан сыхланма пулăшĕç

Пушартан сыхланма пулăшĕç

Чăваш Енри хăш-пĕр çемьене пушар пирки систерекен хатĕрсем тÿлевсĕр лартса парĕç. Çак хатĕрсене нумай ачаллă çемьесенче, пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенче тата социаллă хăрушлăхри çемьесенче вырнаçтарĕç. Пушар пирки систерекен хатĕре (вăл тĕтĕм тухсан сасă кăларса асăрхаттарать) вырнаçтарма республика хыснинчен 1,4 миллион тенкĕ уйăрнă. Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин Чăваш Енри управленийĕ ыйтнипе укçана Улатăр, Красноармейски тата Тăвай округĕсене валеçсе панă. Унччен çакăн пек пулăшăва ытти муниципалитетсем те тивĕçнĕ пулнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *