Республикăра хальхи вăхăт тĕлне «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа 433 проект пурнăçа кĕртнĕ, вĕсенчен 411-шĕ ялсенче, 22-шĕ хуласенче. Программа пуçаруллă çынсене пурăнмалли условисене лайăхлатма, ял-хуласене хăтлăлатма пулăшать.
Хальхи вăхăтра 2027 çулта пурнăçа кĕртмелли проектсене хатĕрлес енĕпе ĕç пырать. Муниципаллă округсенче заявкăсене пăхса тухаççĕ, авăн уйă- хĕн 18-мĕшĕнче вара «Чувашия онлайн» порталта сасăлав пуçланать.

