«Единая Россия» партин «Российское село» проекчĕ пулăшнипе пурнăçа кĕрекен «НИМЕ – халăх бюджечĕ» программа республикăри ялсемпе хуласене хăтлăлатма пулăшать. Ялсенче пурăнакансем çак программăна уйрăмах активлăн хутшăнса хăйсем пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кÿреççĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене юсаса çĕнетеççĕ.
Канаш муниципалитет округĕнче те çак программăна хутшăнса нумай ĕç тăваççĕ. Сăмахран, нумай пулмасть çеç Çĕнĕ Пинер ял клубĕ таврашĕнчи картана çĕнетнĕ. Ял çыннисем клуб территорийĕ илемленнĕшĕн питĕ хавас.
Çак программа пулăшнипе Çĕнĕ Шелттем ялĕнче те ырă улшăнусем пулса иртнĕ. Унта ял масарĕн картине çĕннипе улăштарнă, çĕнĕ хапха вырнаçтарса лартнă. Ял халăхĕпе территори уйрăмĕн администрацийĕ пĕрле тăрăшса çывăх çыннисем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна палăрмаллах хăтлăлатнă. Куратпăр ĕнтĕ, «НИМЕ – халăх бюджечĕ» программа пĕрле пуçтарăнса пысăк пĕлтерĕшлĕ пуçарусене пурнăçа кĕртме май парать. Ытти ялсенче пурăнакансем те унта хутшăнса пурнăç пахалăхне ÿстерес тĕллевпе чылай ĕç тăваççĕ.

