Канаш муниципалитет округĕн- че «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çул-йĕр сетьне çĕнетес енĕпе тĕрлĕрен ĕçсем пурнăçлаççĕ.
Нумаях пулмасть, акă, «Енĕш — Вăтакас Татмăш — Пукăртан — Çĕнĕ Шуртан» автоçула юсаса йĕркене кĕртнĕ. Подрядчик «ДорСтройСервис» ООО 915 метра тăсăлакан участокра çĕнĕ асфальт çул сарнă. Хăрушсăрлăха тивĕçтерес тĕллевпе автоçул хĕррисене те çирĕплетсе тухнă.

