«Пехет» агромаркетра Ҫырла фестивалӗ иртнӗ. Чӑваш Республикин Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫырлана ҫакӑн пек пысӑк тимлӗх уйӑрни ахаль мар.
Санкцисем пуҫланиччен ҫырлан 80 процентне чикӗ леш енчен илсе килнӗ. Ҫырла ӗҫне вӑйлатма ятарлӑ утӑмсем туса ирттернӗ. Чи малтанах кӑмӑл пуррисене «Фермер шкулӗнче» вӗрентсе кӑларнӑ, ҫӗршыври чи лайӑх хуҫалӑхсене илсе кайса кӑтартнӑ, грант пулӑшӑвӗпе тивӗҫтернӗ. Ҫапла, виҫӗ ҫулта 70-е яхӑн ҫырлаҫӑ хӑйӗн ӗҫне пуҫарса янӑ.
Фестивалӗн 1-мӗш кунӗ «Пехет» агромаркетра иртнӗ, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӑл «Ивушка» питомникра малалла пынӑ.

