«Раҫҫей хӑмли» конференцие 19 регионтан тӗрлӗ шайри экспертсем килсе ҫитнӗ пулнӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче «симӗс ылтӑн» лаптӑкӗпе ҫӗршывӗпе малта пулнӑ республикӑран вӗренес текенсем паянхи кун та йышлӑн.
Алтайри патшалӑх университечӗ ҫак тӗллевпе Чӑваш аграри университечӗпе килӗшӳ ҫирӗплетнӗ.
Ҫур ӗмӗр ытла пӗр ҫул сиктерми хӑмла ӳстерекен хуҫалӑхсем ҫӗнӗ сортсемпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Техӗмлӗ ҫимӗҫе тӗрлӗ продукцире усӑ курма пуҫлас кӑмӑллисем пур.
Чӑваш Енре вара хӑмла пахчисен лаптӑкне 2 пин гектар таран анлӑлатасшӑн.

