Главная > Артемий Мясников (Страница 2)

Техникăна — шанчăклă управ

Çулсерен, уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен, ял хуçалăх техникипе тепĕр çулччен усă курмаççĕ. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем ăна управа лартаççĕ. Палăртмалла, çак пĕлтерĕшлĕ ĕç патне ял хуçалăх ĕçченĕ-сем çулсерен пысăк яваплăхпа пыраççĕ. Трактор-комбайна, çаклатса ĕçлеттермелли тĕрлĕ агрегата çуса тасатса хăтлă ангара е ятарлă лупас айне кĕртсе лартаççĕ. Тутăхма пултаракан агрегатсене

Подробнее

Асăну хăми уçнă

Ушанар ялĕнче тава тивĕçлĕ çар летчикĕн, аваиаци генерал-майорĕн, Уралпа Атăлçи çар округĕн авиаци пуçлăхĕ пулнă Евгений Иванович Васильевăн ятне сума суса асăну хăми уçнă. Çак пулăма халалланă митинга муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов хутшăннă. Канаш тăрăхĕн паллă çыннисен ячĕсене асра тытса вĕсенчен тĕслĕх илесси пирĕншĕн сăваплă тивĕç пулнине, Евгений Иванович çуралса ÿснĕ

Подробнее

Шыва кĕмелли ятарлă вырăн тăваççĕ

Çатăрка Çырми ялĕ округри пысăк ялсен йышĕнче мар, апла пулин те унта пурăнакансем пысăк проектсене ĕçе кĕртме пултараççĕ. Хаçатра нумаях пулмасть асăннă ялти хастарсем ниме бюджечĕ вăйĕпе пĕр километр та тăват çĕр метр тăршшĕ çула вакă чул сарса çирĕплетме пултарнине çырса кăтартнăччĕ. Чăн та, пĕчĕк ялта пурăнакансем пĕрлехи ĕç валли харăсах

Подробнее

Ветеринар заявкăпа килсен Сĕтпе аша, эс, ытларах илен

Чăн та, çак сăмахсене хирĕçлеймĕн. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцине е ветеринари участокне заявка хăварсан, ветеринар ял хуçалăх предприятине кăна мар, хушма хуçалăхра ĕне усракан уйрăм çын патне те ăратлă вăкăрăн вăрлăхĕпе килсе çитме пултарать. Çак тĕллевпе вĕсене ятарлă автомашинăпа тивĕçтернĕ. Ерттерме хатĕрленекен выльăх сывлăхне тĕрĕслеме специалистсене узи аппарачĕ илсе панă. Вăкăр

Подробнее

Харăсахикĕ мăшăра чысланă

Тăрăн ялĕнче пурăнакан Николаевсемпе Семеновсен çемйисене Канашри ЗАГС пайне йыхравланă. Çак кунсенче Михаил Николаевичпа Римма Евстафьевна çемье çавăрнăранпа - аллă çул, Геннадий Романовичпа Зинаида Константиновна пĕрлешни вара 55 çул çитнĕ. «Ылтăн» тата «изумруд» туйсене паллă тăвакансене округ пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Владимирова, ЗАГС пайĕн ертÿçин çумĕ Ирина Сергеева тата çывăх тăванĕсем саламланă. «Улах»

Подробнее

Хĕвел çаврăнăшĕ ăнса пулнă

Канашри муниципаллă округра хĕвел çаврăнăш пуçтарма тухнă. Палăртса хăварар, вырăнти ял хуçалăх ĕçченĕсем техника культурисене кăçал 5072 гектар çинче çитĕнтернĕ. Вĕсенчен 2100 гектарĕ - шăпах хĕвел çаврăнăш уйĕсем. Асăннă лаптăкăн пысăк пайĕпе (2070 гектарпа) «Август-Кайбицы» ĕçленĕ. Инвестор хĕвел çаврăнăшне Вăтакас Кипечпе Ăвăспÿрт Кипеч тата Шаккăл ял территорийĕсен уйĕсенче çитĕнтернĕ. Çуркунне хĕвел

Подробнее

Хунавран йывăç ÿстермешкĕн сахал мар вăй хумалла

Вырсарникун, авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче, вăрман ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăвĕç. Унччен маларах хамăр тăрăхри çут çанталăкăн капăр пурлăхне упраса хăварас тата чĕртсе тăратас енĕпе ĕçлекенсемпе вăрманта тĕл пулса калаçрăм. Унта мана Канаш лесничествине кĕрекен Сиккассинчи участок лесничествин производство участокĕн начальникĕ Николай Мурашкин илсе çитерчĕ. Çул çинче пынă хушăра Николай

Подробнее

Уйра текех кашламĕ сĕм вăрман Тыр-пул пусси куçа илĕртĕ аякран

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Канаш тăрăхĕн кашни кĕтесĕнче вăйлă хуçалăхсем ĕçленĕ. Ачча енче, сăмахран, - «Советская Армия», «Рассвет», «Победа»; Кăшнаруй тăрăхĕнче - «Россия», «Правда», «Нива», «Сормовский»; Ăвăспÿрт ялĕн çĕрĕсем çинче - «Заря»; Вăтакас Кипечре - «Урожай», «Яндоушский»; Шаккăл ялĕн уйĕсенче - «Советская Чувашия», «Аниш»; Янкăлчра - «Мир» тата «Восток»…

Подробнее

Уй-хир ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ

Уй-хирте ĕç шавĕ самантлăха та лăпланмасть. Округ-ри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем тыр-пула юлашки гектарсем çинче пуçтараççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне вĕсем 700 пин центнера яхăн тĕш тырă пуçтарса кĕртнĕ те ĕнтĕ, вăтам тухăç кашни гектар пуçне 33,9 центнерпа танлашать. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх ĕçченĕсем пушаннă уй-хирте çĕре килес çулхи тухăç валли

Подробнее

Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи алхаснă çулсенче чылай Совет салтакĕ паттăрла пуç хунă. Вĕсен ÿчĕсем ют çĕрте тăванла вил тăприсенче выртса юлнă. Анчах та ячĕсем манăçа тухман. Тăван тăрăхра пурăнакан çывăх çыннисем киле таврăнайман паттăрсене чылай çул иртсен те шыраса тупаççĕ. Вырăскас Пикших ялĕнче çуралнă Василий Павлов Тă-ван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă

Подробнее