Главная > Артемий Мясников (Страница 3)

Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи алхаснă çулсенче чылай Совет салтакĕ паттăрла пуç хунă. Вĕсен ÿчĕсем ют çĕрте тăванла вил тăприсенче выртса юлнă. Анчах та ячĕсем манăçа тухман. Тăван тăрăхра пурăнакан çывăх çыннисем киле таврăнайман паттăрсене чылай çул иртсен те шыраса тупаççĕ. Вырăскас Пикших ялĕнче çуралнă Василий Павлов Тă-ван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă

Подробнее

Канашри элеватора çĕнĕ хăватпа ĕçлеттерсе ярасшăн

Эрнекун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Канашри элеваторта пулнă, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пуçланă пĕлтерĕшлĕ стройкăна вĕçне çитермелли çинчен каланă. Канашри элеватора çĕршыври улшăну тапхăрĕнче хăпартма тытăннă, тырă калăпăшĕ çитсе пыманран проекта чарса лартнă. Унтанпа вăтăр çул иртнĕ, çак вăхăтра тырă склачĕсемпе линисем кивелнĕ. Элеватора икĕ çул хушшинче юсаса çĕнетме тата анлăлатма

Подробнее

Стройка ĕçĕсемпе паллашнă

Янкăлч салинче çĕнĕ шкул çĕкленет. Унта 165 ача пĕлÿ пухма пултарĕ, тата тепĕр 40 вырăн кĕçĕн çулхи пепкесем валли пулĕ. Шкула «Вĕренÿ» Наци проекчĕн «Ял территорисен комплекслă аталанăвĕ» патшалăх программипе килĕшÿллĕн хăпартаççĕ. Çак тĕллевпе хыснаран 275 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Пĕлÿ çурчĕ килес çул çурла уйăхĕнче хута каймалла. Стройка ĕçĕсемпе нумаях пулмасть

Подробнее

Канаш райповĕн апат-çимĕçне пысăк хак панă

Канашри райпон общество апатланăвĕн ăстисем республикăри чăваш наци кухнин «Вкусы Чувашии» фестивалĕнче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çак уява республикăри Экономика аталанăвĕн министерстви, Чăвашпотребсоюз тата Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ йĕркелесе ирттернĕ. Фестивальре Чăвашпотребсоюзăн предприятийĕсемпе организацийĕсем пĕр-пĕрин хушшинче хăйсем хатĕрлекен апат-çимĕçĕн пахалăхĕ тата унăн тути тĕлĕшĕпе тупăшма пултарнă. Апат-çимĕç ăстисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег

Подробнее

Чакаçсем мала тухнă

Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Физкультурник кунĕнче, Асхва ялĕ çывăхĕнчи «Урожай» стадионта Канашри муниципаллă округăн территори пайĕсен çуллахи спартакиади иртнĕ. Кăçалхипе ăна 21-мĕш хут йĕркеленĕ. Спортсменсем çăмăл атлетика енĕпе, шывра ишессипе, алă вăйне виçессипе, кире пуканĕ тĕкессипе, волейболла, мини-футболла выляссипе, винтовкăран тĕл перессипе, канат туртассипе тата шашкă вăййинче тупăшнă. Ăмăртăва пуçтарăннисене муниципалитет пуçлăхĕн çумĕ

Подробнее

Уя пырса саламланă

Катек ялĕнче пурăнакан Михаил Петров аллă çул ытла руль умĕнче. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа вăхăт чылай иртнĕ пулин те вырма тапхăрĕнче ăна çулсерен комбайн штурвалне тытса пынине курма пулать. Кăçал Михаил Петрович 77 çул тултарчĕ. Çурла уйăхĕнче çуралнă май унăн менелникĕ яланах тырă пуссинче иртет. Ăста механизатора çуралнă кунпа уя пырса саламласси

Подробнее

Сухан вăрăран йышлă çитĕннĕ

«Канмаш» агрофирмăра ял хуçалăх ĕçченĕсем тыр-пулпа техника культурисене пуçтарнипе пĕрлех севок сухан уйĕнче те ĕçлеççĕ. Кăçал çак пахча çимĕçе хуçалăхра вăрăран 10 гектар çинче туса илнĕ. Çывăхри ялсенче пурăнакансем ăна çу каçипе çум курăкран тасатнă, ятарлă агрегат шăрăх çанталăкра шăварса тăнă. Тăрăшни сая кайман, сухан шултра тата йышлă çитĕннĕ. Ачча ял территорийĕнче

Подробнее

Уява тÿперен парашютпа сиксе кĕтсе илчĕç

Юнкун, çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче, пирĕн çĕршывра пурăнакансем Сывлăш десант çарĕсен кунне паллă турĕç. «Çунатлă» гварди паттăрĕсем кирек хăш вăхăтра та, кирек мĕнле ларура та мухтавлă та шанчăклă вăй шутланнă. Вĕсем «Пирĕнсĕр пуçне никам та!» принципа халĕ те çирĕп тытса пыраççĕ. Канаш тăрăхĕнче Сывлăш десант çарĕсен кунне халалланă уяв кăçал хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса

Подробнее

Шкулсен таврашĕсем хăтлăланаççĕ

Канаш тăрăхĕнче «Чăваш Енри шкул системисене çĕнетесси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕлÿ çурчĕсен таврашĕсене хăтлăлатаççĕ. Вырăскас Пикших шкулĕн территорине капăр сăн кĕртме хыснаран 12 миллион ытла тенкĕ укçа уйăрнă. Подрядчик палăртнă ĕçсене вĕçлесе пырать, строительсем пысăк лаптăк çинче брусчатка сарнă, спорт лапамĕн никĕсне хатĕрленĕ. Энтрияль шкулĕ валли 8 миллион ытла тенкĕ пăхса хăварнă.

Подробнее

Халăх пуçарăвне яланах ырласа йышăнаççĕ

Канашри муниципаллă округра вырăнти пуçару программине кĕнĕ проектсене ĕçе кĕртсе пыраççĕ. Кăçал валли ятарлă комисси ялта пурăнакансем хăйсем хутшăнма кăмăл тунă 75 проекта ырласа йышăннă. Иртнĕ çулта вĕсен шучĕ 67-пе танлашнă. Халăх пуçарăвĕ вырăнта еплерех пурнăçланса пынине муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов тăтăшах объектсене тухса хак парать. Нумаях пулмасть вăл Атнаш тăрăхне

Подробнее