Главная > Артемий Мясников (Страница 6)

Тимофеевсен педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 515 çул

Кăçал республикăри ĕç династийĕсене Çуркуннепе Ĕç уявĕнче чысланă. Мероприяти «Амазония» паркра иртнĕ. Тĕрлĕ сферăра çемьепе пысăк çитĕнĕве тивĕçнĕ хастарсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. Сцена çине çав кун чи лайăх 28 ĕç династийĕ хăпарнă. Вĕсен йышĕнче Канашри муниципаллă округран Тимофеевсен çемйи те пулнă. Тимофеевсен педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 515 çулпа

Подробнее

Эстафета спортсменсен пысăк йышне пуçтарчĕ

«Канаш» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ йăлана кĕнĕ эстафета çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Канашри «Локомотив» спорт шкулĕн стадионĕнче иртрĕ. Спорт уявне ĕç коллективĕсемпе ветерансем, шкул ачисемпе студентсем тата çăмăл атлетикăна кăмăллакансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Вĕсене хула администрацийĕн пуçлăхĕ Виталий Михайлов, Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕн тивĕçне пурнăçлакан

Подробнее

Çурхисене акма тухнă

Канашри муниципаллă округра ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пурте çурхи уй-хир ĕçĕсене пуçăннă. Вĕсем кĕрхи культурăсене 5546 гектар çинче апатлантарнă (планăн - 94 проценчĕ) тата 2764 гектар çинче сÿренĕ (47 процент). Сÿре çаклатнă агрегатсем нумай çул ÿсекен курăксен 4247 гектарĕ çинче нÿрĕк тытса хăварнă (99 процент), çавăн пекех курăка вăй илсе

Подробнее

Стадиона çÿп-çапран тасатнă

Тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе муниципалитетра икĕ уйăхлăх пырать. Унпа килĕшÿллĕн администраци ĕçченĕсем «Урожай» стадионта субботник йĕркеленĕ. Асхва ялĕ çумĕнчи капăр вырăнта çулсерен пысăк массăллă мероприятисем иртеççĕ, вĕсене курма аякри хăнасем йышлăн килеççĕ. Муниципаллă служащисем стадион таврашĕнче тата çул айккипе 20 михĕ ытла çÿп-çап пуçтарнă. Халĕ «Урожай» стадионта туслă йышпа уяв ирттерме те

Подробнее

Çĕр ĕçченĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене пуçăнчĕç

Канашри муниципаллă округăн ял хуçалăх ĕçченĕсем уй-хир ĕçĕсене пуçăнчĕç. Хирте механизаторсем çĕр çинчи нÿрĕк шайне тытса юлассипе тата кĕрхи культурăсене апатлантарассипе тимлеççĕ. Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче тăрăшакансем пуринчен малтан нумай çул ÿсекен курăк анисене сÿреме тухнă. «Кировец» тракторпа Андрей Никифоров çак ĕçе 100 ытла гектар çинче пурнăçланă, малалла та тухăçлă

Подробнее

Юсав ĕçĕсемпе паллашнă

Ытларикун Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров Канашри муниципаллă округра ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Вăл муниципалитет ертÿçипе Сергей Михайловпа пĕрле Ăвăспÿрт Кипеч тата Вăрăмпуç шкулĕсене çитcе килчĕ, пĕлÿ çурчĕсенче пыракан тĕплĕ юсав ĕçĕсемпе паллашрĕ. Инспекци членĕсене вырăнта подрядлă организацисен ертÿçисем, педагогсен ушкăнĕ тата ачасен ашшĕ-амăшĕ кĕтсе илчĕç. Çÿлерех

Подробнее

Йĕлтĕрçĕ марафонра палăрнă

Йĕлтĕр спортне кăмăллакан Канаш ен спортсменĕсем юр кайиччен хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ шайри ăмăртура тĕрĕслесе пăхма пултарнă. Нумаях пулмасть вĕсем Киров облаçĕнче йĕркеленĕ марафон- ран таврăннă. Йĕлтĕрçĕсем унта 50 километрлă дистанцие парăнтарнă. Ăмăртăва Раççейри хĕрĕх ытла регионтан пине яхăн спортсмен хутшăннă. Яманкасси ялĕнче пурăнакан Василий Агусев ветерансем хушшинче ăмăртса иккĕмĕш вырăн çĕнсе

Подробнее

Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕç

Канашри муниципаллă округ администрацийĕнче çамрăк çемьесене çурт-йĕр свидетельствисемпе тивĕçтернĕ. Çемьесен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма пулăшакан ятарлă документа муниципалитет ертÿçи Сергей Михайлов панă. Хатĕр çурт-йĕр туянма е хăйсем тĕллĕн кил-çурт çавăрма паракан социаллă тÿлев свидетельствине çав кун çичĕ çемье тивĕçнĕ. Улттăшĕ ятарлă документа - «Раççей Федерацийĕн гражданĕсене хăтлă çурт-йĕрпе тата коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтересси» тата

Подробнее

Уçырма территорийĕн пайĕ

Ял варринчи урама тĕпрен юсанăУçырма ялĕн Канашская урамĕнчи автоçула «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» патшалăхăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн юсаса йĕркене кĕртнĕ. Унăн тăршшĕ 1 километр та 700 метрпа танлашнă. Çул çумĕнче çынсене утса çÿреме тротуар туса хăварнă. Культура çурчĕн картине çĕнетнĕПĕлтĕр ялти культура çурчĕн картине улăштарнă. Илемлĕ карта кирек мĕнле çурт сăнне

Подробнее

Министр образования Чувашии инспектировал ход ремонтных работ

Сегодня Канашский муниципальный округ с рабочим визитом посетил министр образования и молодежной политики Чувашской Республики Дмитрий Захаров. Дмитрий Анатольевич вместе с главой муниципалитета Сергеем Михайловым проинспектировал ход ремонтных работ в Малокибечской и Новурюмовской школах Подрядные организации на вышеуказанных объектах взятые на себя обязательства выполняют согласно утвержденному графику.

Подробнее