Главная > канашен (Страница 5)

Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕç

Чăваш Енри ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăра ĕçлесе пурăнакан хĕрĕх ытла çемьене çурт-йĕр сертификачĕсем панă. Социаллă тÿлеве тивĕçнисен хушшинче Канаш тăрăхĕнчен икĕ çемье пулнă. Савиновсем - Вăрăмпуç тăрăхĕнче, Федоровсем вара Вăтакас Кипеч ял территорийĕнче пурăнаççĕ. Сертификатпа усă курса вĕсем хăйсем тĕллĕн çурт хăпартма е хатĕррине туянма пултарĕç. Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма асăннă

Подробнее

Нумай ĕç тăвакан çемье центрĕ уçăлнă

Эрнекун Канаш хулинче нумай ĕç тăвакан çемье центрĕ уçăлнă. Вăл Канашри халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен центр çумĕнче вырнаçнă. Центра уçма Чăваш Енри ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова тата Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов хутшăннă. Центр «пĕр чÿрече» меслечĕпе ĕçлĕ. Унти специалистсем çемьесене йывăр лару-тăрура алă пама, тĕрлĕ документ

Подробнее

Хĕл мучи парнисемшĕн тупăшнă

Карăклăри спорт шкулĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе турнир иртнĕ. Унта 2012-2014 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем пуçтарăннă. Вĕсем Хĕл Мучи парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Çамрăксене уявпа округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов саламланă. Карăклăна спортсменсем Канаш тăрăхĕнчен кăна мар, кÿршĕллĕ ытти округран та йышлăн килсе çитнĕ. Кавир çине вара пĕтĕмпе 160 кĕрешÿçĕ тухнă. Вĕсене тупăшура

Подробнее

«Хавхалану» клуб пысăк хавхаланупа ĕçлет

Кăçал юпа уйăхĕнче эпĕ - Шăхаль ялĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ тата вырăнти культура çурчĕн массăллă мероприятисен йĕркелÿçи Венера Васильева пĕрле калаçса аслă ÿсĕмрисен клубне уçма шутларăмăр. Венера Николаевна ăна «Вдохновение» ят парас терĕ. Эпĕ: «Питĕ лайăх, чăвашла «Хавхалану», кăмăл-туйăм çĕкленĕвĕ», - терĕм. Тĕрĕссипе каласан, эпир - ватăсем, килте ларса йăлăхсах çитрĕмĕр.

Подробнее

В Канаше состоялось открытие Семейного МФЦ

Семейный МФЦ - это новый формат работы, куда любая семья может обратиться с вопросами, связанными с жизнедеятельностью семьи, будь то психологическая помощь либо организация досуга, образования, спортивного, культурного воспитания детей, решения правовых вопросов. «Отличие от имеющихся форм работы в том, что здесь в рамках формата единого окна можно решить любой вопрос,

Подробнее

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă

Юнкун Канашри муниципаллă округра черетлĕ пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Ял-салара пурăнакансемпе тĕл пулма Шупашкартан Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин килсе çитнĕ. Администраци çуртĕнче округ пуçлăхĕпе Сергей Михайловпа информаци кунĕнчи тĕп темăсене сÿт-се явнă хыççăн ушкăн ертÿçисем çула тухнă. Хальхинче вĕсем ялта пурăнакансемпе килес çулхи коммуналлă тÿлев

Подробнее

Çĕнĕ лавкка уçнă

Пратьякас Енĕш ялĕнче Канашри райпо çĕнĕ лавкка уçнă. Çак савăнăçлă пулăмпа вырăнта пурăнакансене Чăваш Республикин потребительсен обществин союзĕн председателĕ Валерий Павлов тата округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов саламланă. Ял халăхĕ тахçантанпах кĕтнĕ суту-илÿ çуртне рабочисем виçĕ уйăхра хăпартса хута яма пултарнă. Канашри райпо председателĕ Валентина Козлова пĕлтернĕ тăрăх, лавккана çынсене кирлĕ мĕн пур

Подробнее

Çĕнтерĕве пĕрле çывхартатпăр

Кĕтнĕ Çĕнтерĕве Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă паттăр ентеш-салтаксемпе пĕрле çывхартатпăр. Вĕсем валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса ăсататпăр, кунсерен кĕлĕ вулатпăр. Аса илтеретпĕр, «Салтаксене - пулăшу» ыр кăмăллăх акци малалла пырать. Эппин, кашни çак тĕллевлĕ акцине чун-чĕре ыйтнипе хутшăнса Çĕнтерĕве пĕрле çывхартĕ. Гуманитари пăлăшăвĕ пуçтарассипе Мăкăр ялĕнче пурăнакансем те пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Хальхипе

Подробнее

Тăхăр ушкăн тупăшнă

Шăхасанти «Импульс» спорт шкулĕнче баскетбол енĕпе ăмăрту иртнĕ. Турнира 16 çула çитмен каччăсем хушшинче йĕркеленĕ. Мала тухассишĕн округри чи вăйлă баскетболистсен тăхăр шкул команди тупăшнă. Çивĕч кÿрешÿре пĕрремĕш вырăна Шăхасан шкулĕн спортсменĕсем çĕнсе илнĕ. Вăтакас Татмăш каччисем иккĕмĕш вырăна тухнă. Шуркассисем виççĕмĕш пулнă. Çĕнтерÿçĕ командăна - Кубок, мала тухнисене медаль грамота

Подробнее

Çитĕнекен ăрушăнырă тĕслĕх вырăнĕнче

Мăкăр ялĕ хисеплĕ те ĕçчен çемьесемпе пуян. Вĕсем çитĕнекен ăрушăн кашниех ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Çур ĕмĕр ытла алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне ăнланса тăнăç пурнăçпа киленекенсем те сахал мар. Паян хаçат тусĕсене Мурашкинсен çемйипе паллаштарас терĕм. Мария Петровнăпа Моисей Самойлович пурнăç çулĕпе 58-мĕш çул пĕрле килĕштерсе утаççĕ. Вĕсем виçĕ хĕре кун çути парнелесе пурнăçăн

Подробнее