Çĕнĕлĕхсем кĕртни вырăнлă пулĕ
Раççей волонтерĕсем - пысăк вăй. РФ Конституцине кĕртме йышăннă тÿрлетÿсен шутĕнче волонтерсем пирки те çĕнĕлĕхсем пулмалла. Алина ПАВЛОВА, райадминистрацин тĕп эксперт специалисчĕ, район волонтерĕсен юхăмĕн ертÿçи: - Çĕнĕ йĕрке, çĕнĕ шухăш, ырă пулăмсем паянхи пурнăçра питех те кирлĕ. Конституцие çакнашкал улшăнусем кĕртнине ырлатăп. Канаш районĕнче волонтер юхăмĕ лайăх аталаннă тесе çирĕплетсех калама пултаратăп.
Подробнее