Главная > сельскоехозяйство (Страница 2)

Пахча çимĕçпе тимлесси кăткăс, анчах та рентабеллĕ ĕç

Пахча çимĕç туса илессипе районта Шпаков хресчен-фермер хуçалăхĕ кăна ĕçлет. Олег Васильевич пахча çимĕç уйĕсене çулсерен ÿстерсе пыма тăрăшать. Енчен те иртнĕ çулта купăстана 6 гектар çинче çитĕнтернĕ пулсан, кăçал унăн лаптăкне 12 гектара çитересшĕн. - Пахча çимĕçпе ĕçлесси питĕ кăткăс, анчах та рентабеллĕ ĕç», - палăртать фермер. Олег Шпаков хунав

Подробнее

Хĕвел çаврăнăш уйĕсем илемĕпе кăçал та тыткăнлĕç

Уй-хирте хĕрÿ ĕççи пынă тапхăрта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата асăннă пайăн тĕп эксперт специалисчĕ Валерий Долгов тăтăшах района тухса çÿреççĕ, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче пулса çур аки еплерех пынипе паллашаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем Ухман тата Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕсене

Подробнее

Çурхисем сиенленмен

Ака уйăхĕн пуçламăшĕ ăшă кунсемпе савăнтарма тытăнчĕ те ял хуçалăх ĕçченĕсем уй-хир ĕçне пуçăнчĕç. Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕ, сăмахран, районта акана пĕрремĕш тухакансенчен пĕри пулнă. Ака уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне фермер çур акине вĕçленĕ. Урпа анисем Валерий Никоновăн 220 гектар йышăнаççĕ. Тăпра ăшне элита вăрлăх варса хăварнă. Çак кунсенче çурхисен шăтаслăхне районтан

Подробнее

Районти хуçалăхсем çурхи ĕçсене пуçăнчĕç

Кăçал уй-хир юртан питех те ир тасалчĕ. Çанталăк кăмăлĕ вылянчăк тăрать пулин те çĕр пĕчĕккĕн пиçсех пырать. Çавна май техника уйра ака уйăхĕн пуçламăшĕнчех йышлăн курăнма пуçларĕ. Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕ Валерий Долгов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал акана пирĕн районта хуçалăхсем ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче тухнă. Вăл

Подробнее

Кĕрхисене апатлантарма тухнă

Çурхи çанталăк питех те вылянчăк. Сивĕ хĕлпе çуркунне хăйне евĕр вăйă выляççĕ тейĕн. Пĕри ниепле те парăнаймасть, тепри вара, темле çине тăрсан та, вăя кĕреймест. Халĕ те çаплах пулса тухрĕ. Çĕр пичĕ юртан тасалса çитнĕччĕ кăна - шурă «утиял» уй-хире тепĕр хутчен хупăрласа илчĕ. Юр çуса лартиччен «Канмаш» агрофирма тата

Подробнее

Кĕрхи калча сиенленмен

Юнкун район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата асăннă па-йăн тĕп специалисчĕ Валерий Долгов АСК «Канаш» тата «Агрофирма «Канмаш» хуçалăхсене çитсе килнĕ, вĕсем вырăнта кĕрхи калчасен пахалăхĕпе паллашнă. Районта кĕрхи культурăсене 5990 гектар çинче акса хăварнă пулнă. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри

Подробнее

Çур аки çывхарать, хире тухма хатĕр-и?

Хĕллен юлашки уйăхне кĕтĕмĕр. Кĕçех çурхи хĕвел çĕр питне юртан тасатĕ те уй-хирте ĕççи шавĕ кĕрлеме тытăнĕ. Хальлĕхе çĕр ĕçченĕн чунне çĕклекен сасса хуçалăхсен тырă кĕлечĕсемпе техника гаражĕсенче илтме пулать. «Пионер» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн машинăпа трактор паркĕнче çывхаракан çурхи ĕçсене виçĕ ушкăнпа хатĕрленеççĕ. Пĕрремĕш ушкăна Иван Иванов ертсе пырать,

Подробнее