Йăлмачча тăрăхĕ çемье ăшшине упракансемпе, несĕлсен йăлине ăруран ăрăва парса пыракансемпе чăннипех те мăнаçланать. «Ырăлăх, юратупа телей причалĕ» ятпа йĕркеленĕ çемье уявĕнче пурнăç çулне пĕрле такăрлатакан мăшăрсене чысларĕç. Акă Николай Яковлевичпа Нина Александровна Яковлевсем çемье чăмăртанăранпа кăçал 60 çул çитнĕ, Михаил Трофимовичпа Манефа Михайловна Ананьевсем, Ананий Васильевичпа Елена Валентиновна Васильевсем 55 çул, Владимир Федоровичпа Лида Зайнулловна Васильевсем 35 çул, Олег Петровичпа Алиса Михайловна Гурьевсем 25 çул пĕр ĕмĕт-тĕллевпе килĕштерсе пурăнаççĕ.
Кашни мăшăрăнах çемье историйĕ пуян та интереслĕ. Анчах вĕсене пĕрлештерсе тăракан тĕвĕ те пур: тăван яла, çĕр ĕçне юратни.
Яковлевсем 1956 çулта пĕрлешнĕ, аслă ывăлĕ çуралнă хыççăн мăшăр пĕр хушамат илнĕ. Николай Яковлевич пурнăç тăршшĕпех водительте ĕçленĕ, Нина Яковлевна бригадăра вăй хунă. 4 ачана çутă кун пилленĕ, тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ. Паян 8 мăнукĕпе, 3 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ.
Манефа Михайловнăпа Михаил Трофимович Ананьевсем изумруд туя паллă турĕç. мăшăр колхозра бригадăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вĕсен ăру йăхне 3 ачипе 3 мăнукĕ малалла тăсаççĕ.
Васильевсем — Ананий Васильевичпа Елена Валентиновна — ăнланупа килĕшÿре 55 çул кун кунлаççĕ. Елена Валентиновна малтан фермăра доярка пулнă, кайран уй-хир бригадине куçнă. Техникăна юратакан Ананий Васильевич вара трактористра вăй хунă. 5 ачипе 5 мăнукĕ тата 5 кĕçĕн мунăкĕ ашшĕ-амăшне, кукашшĕ-кукамăшне, аслашшĕ-асламăшне хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарма тăрăшаççĕ. Лида Зайнулловнăпа Владимир Федорович Васильевсем инçетри Кемĕр облаçĕнчи пĕр заводра ĕçленĕ чухне паллашнă. Юрату хĕмĕ кунтан-кун вăй илсе пынă. Çамрăксем ĕмĕр вĕçне çитиччен пĕрле утма сăмах панă. Шăп та лăп 35 çул каялла пулнă ку ĕç. 1979 çулта мăшăр тăван тăрăха куçса килнĕ, кунта тĕпленнĕ. Кил-çурт çĕкленĕ, ача-пăча çитĕн-тернĕ. Лида Зайнулловна фермăра вăкăрсем пăхнă, Владимир Федорович вара трактор рулĕ умне ларнă, газовик та пулнă.
Олег Петровичпа Алиса Михайловна Шупашкарта заводра ĕçленĕ чухне пĕр-пĕрне куç хывнă. Чĕресенче вут хыпса илнĕ, юрату кунсерен вăй илсе çирĕпленнĕ. Алиса Михайловна мăшăрĕпе Йăлмаччана куçса килнĕ. кунта вĕсем çирĕп хуçалăх йĕркеленĕ, хресчен-фермер хуçалăхĕ уçнă. Ĕçчен те телейлĕ мăшăрăн икĕ ача, ачисем иккĕшĕ те вĕренеççĕ.
Çемье пурнăçĕнчи юбилярсем Хисеп кĕнеки çине алă пусрĕç, пĕр-пĕрне ăшшăн саламларĕç, çемье вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕç.
Мăшăрсене паллă датăпа район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Степанов ячĕпе хулари ЗАГС пайĕн ертÿçин çумĕ Ирина Сергеева саламларĕ, вĕсене Тав çырăвĕ, парне пачĕ. Ăш пиллĕ сăмахсем çумне Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Аввакумов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Валерий Анисимов, ачисемпе мăнукĕсем хушăнчĕç. Катекри «Шевле» халăх фольклор ушкăнĕн артисчĕсем кашни мăшăр ячĕпе çепĕç юрăсем шăрантарчĕç.
Çакна çирĕплетсех калама пултаратăп: çакăнта паллаштарнă çемьесем хăйсен ачисемшĕн кăна мар, пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Вĕсем пурнăç йывăрлăхĕсене пăхмасăр хăйсен хушшинчи юратăва, ăнланăва, хисепе упраса хăварнă, ача-пăча çуратса ÿстерсе ура çине тăратнă.
Ирина СЕРГЕЕВА, ЗАГС пайĕн пуçлăхĕн çумĕ