Канаш çĕрĕ пултаруллă, хăйсен пархатарлă ĕçĕпе ят-сум çĕнсе илме пултарнă ывăл-хĕрĕпе чăнласах мухтанма пултарать. Мĕн чухлĕн вĕсем пирĕн: çĕр ĕçченĕсем, çыравçăсемпе поэтсем, тухтăрсемпе учительсем, ученăйсем…
Çак кунсенче философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент, этнологипе социаллă тĕпчевсен пайĕн ертсе пыракан наука сотрудникĕ, Раççей аслă професси вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Ильин район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Степановпа тĕл пулнă.
Иван Егорович Атнаш ялĕнче çуралса ÿснĕ, ялти сакăр класлă шкул хыççăн Шăхасанта вăтам пĕлÿ илнĕ, 1978 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Çак çултанпах Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлет. 2001 çултанпа социологи тата нацисем хушшинчи хутшăнусен пайне ертсе пырать.
1985 çулта Иван Ильин «Совершенствование социально-профессиональной структуры и облика аграрных работников физического труда (на материалах Чувашской АССР)» темăпа дисертаци хÿтĕленĕ. 100 ытла наука ĕçĕ, çав шутра 6 монографи, çырнă. Аграрири çивĕч ыйтусене тишкерессине пысăк тÿпе хывнăшăн И. Ильинăн «Великий перелом в чувашском селе. Результаты и следствия аграрной реформы» статйине «регионти социологи» номинацире чи лайăх публикаци тесе хакланă.
Тĕлпулура район администрацийĕн ертÿçипе ентеш ученăй социологи ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.