Понедельник, 4 ноября, 2024
Главная > Новости > Раççей кунĕ — мĕнпур халăхсен туслăхĕн уявĕ

Раççей кунĕ — мĕнпур халăхсен туслăхĕн уявĕ

Чăваш Ен Раççей патшалăхĕ йышне кĕрсе çĕр-çĕр çул нумай нациллĕ çĕршывăн уйрăлми пайĕ шутланать. Тăван çĕршыв кунĕ — Раççей Федерацийĕнчи мĕнпур халăхсен туслăхĕн уявĕ, пирĕн пĕрлехи пуян истори. Пĕрлĕ хре — пирĕн вăй, культурăпа халăхсен пĕр танлăхĕнче — пирĕн хăват. Раççей – пирĕн пĕрлехи кил, çав çуртри лăпкăлăхпа йĕркелĕхшĕн эпир кашни яваплă. Раççейĕн историйĕ пуян, пирĕн мухтанмалăх тĕслĕх нумай. Иртнĕ çулсенчи паттăрла çул-йĕр асра тытса çамрăк ăрура патриотизм туйăмне аталантармалла пирĕн.

Патшалăх хăйĕн çыннисемпе хăватлă. Раççей ялавĕ çинче виçĕ тĕс, вĕсем — йĕркепе чыслăх паллисем. Пирĕн халăх Раççей ялавне ялан çÿлте тытĕ, хăйĕн çĕршывĕ пе мăнаçланса пурăнĕ.

Иван ИВАНОВ, Канаш район пуçлăхĕ:

— Ку уяв наци пĕрлĕхĕн, Раççей патшалăхĕн вăй-хăвачĕн, Тăван çĕршывăн хальхи пурнăçĕпе пуласлăхĕшĕн пирĕн пĕрлехи яваплăхăн символĕ пулса тăрать. Пирĕн çĕршыв хăйĕн суверенитетне, никама пăхăнман политика ирĕкне яланах тивĕçлипе сыхланă. Çĕршыври тата тĕнчери тĕрĕс тытăм ирĕкне эпир паян та çирĕп хÿтĕлетпĕр. Эпир, районта пурăнакансем, пирĕн пысăк çĕршывăн ытти гражданĕ пекех, хамăрăн ĕçри ăнăçусемпе Раççей аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хыватпăр. Эпир хамăрăн çитĕнÿсемпе Раççей ят-сумĕпе унăн аслăлăхне татах ÿстерме, хамăрăн чи лайăх тĕллевсене пурнăçа кĕртме пултарасса шанатăп.

Геннадий БЕЛОВ, ĕç ветеранĕ, Шаккăл ял тăрăхĕн ветерансен канашĕн председателĕ:

— Пире историн нумай-нумай ĕмĕре тăсăлакан, сайра йышши культурăпа тата çут çанталăкăн питех те пысăк пуянлăхĕпе палăрса тăракан, йышлă халăхсен йăли-йĕркине типтерлĕн сыхласа упракан, тавралăх енчен калама та çук илемлĕ аслă çĕршывра пурăнма телей пÿрнĕ. Раççее чунтан юратни тĕрлĕ наци йышĕн-чи тата политика тĕлĕшĕнчен расна шухăш-кăмăллă çынсене пĕр тĕвве пĕрлештерет. Раççей патшалăхĕн çирĕп- лĕхне вăйлатас ĕçе тата унăн кал-кал аталанăвне хăйĕн хастар ĕçĕпе тата пултарулăхĕ пе витĕмлĕ тÿпе хывасси — кашни гражданинăн тивĕçĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *