Ялта пурăнакансемшĕн кÿлĕ-пĕве пурри пĕлтерĕшлĕ. Çакă пушар хăрушсăрлăхĕпе те тÿрремĕнех çыхăннă. Пушар машини çывăхри кÿлĕрен вăхăтра шыв тултарса килме пултарни инкеке пысăк çухатусемсĕр сирсе яма пулăшать. Шыв пурри ял кĕтĕвĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ, выльăха шăрăх çанталăкра вăхăтран вăхăта пĕве çумне пырса шăвармаллах. Çуллахи кун ĕçлесе ĕшĕннĕ хыççăн уçăлтаракан шыва кĕрсе çăвăнса тухни мĕне тăрать тата. Пулăçăсем те ял çумĕнчи кÿлĕ-пĕвешĕн савăнаççĕ, пулă тытма таçта аякри ялсене çÿремелле мар-çке. Çавăнпа та вырăнти шыв управĕсене сыхласа хăвармалла тата тасалăхра тытмалла. Юшкăнпа тулнă тата çÿп-çап ăшне путнă ăшăх çырма хăй патне камах илĕрттĕр.
Иртнĕ кану кунĕнче Сухайкассинче пурăнакансем ялти пĕвене тасатма тухнă. Çак пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Павел Семенов йĕркеленĕ. Сухайкассисем субботнике ирех пуçăннă, кăнтăрлахи шăрăх çанталăк та чăрмав кÿмен вĕсене. Ачасем те айккинче пăрăнса юлман, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле юнашар тăрса ĕçленĕ.
Çÿп-çап кÿлĕ хĕрринче питех те нумай пуçтарăннă. Малтанлăха ял çыннисене ăна тасатса пĕтересси те иккĕлентернĕ. Анчах та халăхра: «Куç хăрать те алă тăвать», — теççĕ. Тасатнă лаптăк пĕчĕккĕн ÿссех пынă, йĕркелĕхпе тирпейлĕх куçа илĕртме пуçланă.
Шывра выртакан çÿп-çапа резин кимĕпе кĕрсе илнĕ, пысăкраххисене ятарлă техникăпа туртса кăларнă. Водолазсем пĕве тĕпне анса пăхнă. Кÿлĕре халĕ пĕр шикленмесĕр шыва кĕме пулать.
Пĕрлехи ĕç курăмлă тата ÿсĕмлĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕвене тасатса йĕркене кĕртме хутшăннисене тав тăвать.
Артемий МЯСНИКОВ