Понедельник, 4 ноября, 2024
Главная > Публикации > Чи кирли — çынсем сывлăхлă пулни

Чи кирли — çынсем сывлăхлă пулни

Çĕр çинче чи хисеплĕ, чи çынлăхлă профессисенчен пĕри — тухтăр ĕçĕ. Врачсем кашни кун сывлăх хуралĕнче тăраççĕ, эпир вĕсем патне пулăшу ыйтма пыратпăр, шур халатлă ĕçченсенчен ыр кăмăллăхпа ăнлану кĕтетпĕр. Ăста алăллăскерсем ют ыратупа пăлханăва хăйсем çине илсе çынна пурнăç тата сывлăх тавăрса параççĕ. Тухтăрсем сиплеççĕ кăна мар, çынна ĕненÿпе шанăç парнелеççĕ, хăйсен чунĕн пĕр пайне пире парса шанăçпа ĕненÿ кĕртеççĕ.
Районти Ф.Г. Григорьев ячĕллĕ тĕп больницăн терапи уйрăмне Марина Головина çамрăк тухтăр ертсе пырать. Марина Чулкăмака ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кукашшĕпе куккăшĕ тухтăрсем пулнăран хĕр-упраç та сывлăх сыхлав сферине суйласа илнĕ. Марина Николаевна 2006 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ. 2012 çулта райбольницăра терапевтра ĕçлеме пуçланă. 2011 çулта мăшăрланнă, çемьере икĕ ача çитĕнет.
—  Район больницинче ĕçлеме килĕшет мана. Коллектив ăшшăн кĕтсе илчĕ. Нумай çул тăрăшакан врачсен сĕнÿ-канашне шута илетĕп. Чирлĕ çынсене сипленме, ура çине тăма пулăшатпăр.
«Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнни мана пысăк пулăшу кÿчĕ. Эпир Канаш хулинче хваттер туянтăмăр. Çапах та хальлĕхе ялтах пурăнатпăр-ха. Кунта, тем тесен те, сывлăш уçăрах та усăллăрах.
Ялти сиплев учрежденийĕн- че ĕçлесе те çитĕнÿ тума, карьера пусми тăрăх çĕкленме пулать. Пирĕн больницăра вакансисем пур, çавăнпа çамрăксене вĕренсе пĕтерсен яла таврăнма сĕнетĕп, — тет Марина Николаевна.
— Терапи уйрăмĕнче эпĕ 2017 çулта ĕçлеме пуçларăм. Малтан Канаш хулинче ĕçленĕ, унта урăхларах лару-тăруччĕ. Малтанлăха йывăрччĕ, халь хăнăхса кайрăм та — урăх ниçта та куçас килмест. Медицина училищи хыççăн урăх енĕпе каясшăнччĕ, çапах та медицина енне туртăм пысăкрах пулчĕ пулинех, халĕ сĕре килĕшет. Хам Тури Сурăмра çуралса ÿснĕ, Атнаша качча тухнă.
Коллектив лайăх пирĕн. Врачсем çирĕп ыйтаççĕ, мĕн пĕлменнине ăнлантарса параççĕ. Марина Николаевна та, Людмила Николаевна Краюшкина аслă медсестра та пысăк опытлă медиксем, вĕсенчен нумай вĕренсе пыратăп, — тет Александра Григорьева медсестра.
— Марина Николаевнăпа ĕçлеме питĕ хавас эпĕ. Сĕре пултаруллă врач. Пациентсем те савăнаççĕ çакăн пек тухтăрсем пулнăшăн. Эпĕ тата терапи уйрăмне юсаса çĕнетнĕ çурта куçарнăшăн питĕ савăнатăп. Юсав хыççăн кунта, хăвăрах куратăр, мĕнле хитре, çĕнĕ сĕтел-пукан, оборудовани нумай туянса пачĕç! Ăшă, çап-çутă, хăтлă. Кун пек условисенче ĕçлес килет. Медсестрасем, уборщиксем пурте кăмăллă. Чăваш Ен Правительстви те, хамăр район ертÿлĕхĕ те сывлăх сыхлавне аталантарас тесе тăрăшни тÿрех сисĕнет. «Земство тухтăрĕ» программăпа килнĕ Марина Николаевнăпа Ольга Михайловна çамрăк врачсем нумай çул ĕçлемеççĕ пулин те вĕсен пĕлĕвĕ пысăк пулни сисĕнсе тăрать.
Шăхасан больници çĕнелсе улшăнса пырать тесе çирĕплетсех калама пултаратăп. Сергей Александрович Шерне тĕп врач та нумай тăрăшать, — ăшшăн палăртрĕ хăйĕн шухăшне районăн тĕп больницинче 45 çул, вĕсенчен 39 çулне аслă медсестрара, ĕçлекен Людмила Николаевна Краюшкина.

Ирина ВЛАДИМИРОВА
Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *