«Ĕç пурнăç тыткăчи», — теççĕ халăхра. Чăнахах та, пурнăçа тытса тăраканни вăл — ĕç. Çын çитĕнсе пынă май ĕçе кÿлĕнет те çав çăмăл мар лава мĕн ĕмĕр тăршшĕпе туртса пырать. Этеме пыл хурчĕпе тата кăткăпа танлаштарма пулать. Çак пĕчĕк ĕçченсем ывăнма пĕлмесĕр тăрăшаççĕ, çĕр çинчи пур чĕрĕ чуншăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăраççĕ.
Çынсенчен нумайăшĕ хăйĕн тĕп ĕçĕсĕр пуçне чун киленĕçĕ валли те пушă вăхăт тупать. Çав ăсталăха аталантарса пырать, çунат хушса малалла ăнтăлать. Чун кăмăллакан ĕçре пурнăç тĕллевне курма пĕлет.
Манăн ĕç историпе тÿрремĕнех çыхăнман пулин те унпа эпĕ яланах кăсăкланнă. Сиккассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех истори урокĕсене килĕштереттĕм. Çак предмета пире Афанасьевсем упăшкипе арăмĕ вĕрентетчĕç. Вĕсем историпе çыхăннă чи лайăх кĕнекесене килĕнчен илсе килсе вулаттарни халĕ те асăмрах.
Шкулта вĕреннĕ çулсенчех ялти ватăсен аса илĕвĕсене итлеме юрататтăм, нумайăшне çыра-çыра илеттĕм. Архив докуменчĕсем вăхăт иртнĕ май нумайлансах пыраççĕ.
Пурнăç кустăрми пĕр чарăнми малалла чуптарать, авкаланса выртакан çул çинче йĕр хăварать. Вăхăт иртнĕ май çак йĕр куçран çухалать, манăçа тухать. Асаилÿ ĕмĕрĕ вăрăм мар…
Чылайăшĕ мăн аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ çинчен пĕлмест, йăх тымарĕпе сахал кăсăкланать. Çакăн çине вăрçă инкекĕсем те пысăк витĕм кÿчĕç пулĕ.
Çамрăксене йăх тымарне тĕпчеме вĕрентесси, йăла-йĕркене ăруран ăрăва парса хăварасси ватă çыннăн тивĕçĕ тесе шутлатăп.
Вăрăм шывĕ хĕрринче вырнаçнă ялсен кун-çулĕ кăсăклă, мăнаçлă тата пархатарлă. Кивĕ Шелттем те çак ялсен йышне кĕрет. Манăн кукаçи Прокопий Кузьмич Кузьмин 1883 çулта çак ялта çуралнă, вăл йышлă Шăвăç ратнинчен пулнă.
Ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнипе кукаçине 16 çула çитсенех авлантарнă. Вăл Çĕнĕ Шелттем ялĕнчи Улакка хĕрне Маврана качча илнĕ. Вĕсем ĕмĕр тăршшĕпех пĕр-пĕрне хисеплесе, килĕштерсе пурăннă.
1906 çулта кукаçин патша çарне кайма ят тухнă. Вăл мăшăрне тата икĕ ачине хăварса салтака кайнă. Виçĕ çула пынă хĕсмет çулĕсем Пенза хулинче иртнĕ. Служба вăхăчĕсене кукаçи яланах ырăпа аса илетчĕ. Чăвашсем йышлăн пулнине, хулара суту-илÿ лайăх аталаннине калатчĕ. Чăваш хресченĕсем унта чăпта, хăмла, çăпата сутнă. Çулсерен ярмăрккасем вăйлă кĕрленĕ.
«Вырсарникун салтаксене хулана кăларсан тÿрех пасара васкаттăмăр. Унта хамăр енчи чăвашсемпе тĕл пулса калаçаттăмăр. Вĕсенчен тĕрлĕ хыпар ыйтса пĕлеттĕмĕр», — аса илетчĕ кукаçи.
Авалхи хула витĕр Сăр шывĕ юхса иртет. Хулан кун-çулĕ кăткăс, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕр айĕнчи вăрттăн çулсем пысăк çуртсене пĕрлештернĕ пулнă. Çак çулсемпе 1774 çулта Емельян Пугачев каялла чакнă чухне усă курнă. 1858 çулхи пушар вăхăтĕнче хула халăхĕ унта вут-хĕмрен пытанса чĕрĕ-сывă юлнă.
Служба вĕçленнĕ тĕле чăваш çамрăкĕсем чăн-чăн салтак пулса çирĕпленнĕ, вырăсла калаçма вĕренсе çитнĕ.
Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан кукаçи Çĕнĕ Шелттем ялĕнче пурăнакан Мардари Васильевпа тата Никифор Морозовпа фронта тухса кайнă. Ун чухне çемьере пилĕк ача çитĕннĕ.
Вĕсем Хĕвел анăç фронтĕнче тăшмана хирĕç çапăçнă. Польша чиккинче Перемышль тата ытти хуласен çывăхĕнче пынă юнлă çапăçусене хутшăннă.
Пĕр вăхăт пирĕннисем Германипе Австро-Венгри çарĕсене анăçалла ăнăçлă хăваласа кайнă. Каярахпа, патронсемпе тупă снарячĕсем пĕтсе çитнипе, вĕсен каялла чакма тивнĕ.
Салтаксем тискер вăрçăра тем те тÿснĕ. Пĕр çапăçура кукаçи йывăр аманнă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн ăна киле ăсатнă, Георги хĕрес-медальне парса чысланă.
Фронтра, çапăçу пулман вăхăтра, шелттемсем Сокулка хулинче пĕрле тăрса сăн ÿкерĕннĕ. Вăл халĕ те упранать, ăна Д. Фикс фотограф тунă. Çак сăн ÿкерчĕкри виçĕ ентеш салтак вăрçăран пурте тăван тăрăха чĕрĕ-сывă таврăннă.
1921 çулта выçлăх çулĕсем пуçланнă. Ку çемьери сакăр ачана ура çине тăратнă йывăр тапхăр шутланать. 1941-1945 çулхи вăрçă та çемьене сахал мар хуйхă илсе килнĕ. Икĕ ывăлĕ Алексейпа Александр унта хыпарсăр çухалнă, тепĕр ывăлĕ Иван, йывăр аманса таврăннăскер, сусăр пулса юлнă. Тем те тÿссе ирттерме лекнĕ кукаçин. Анчах та вăл пуçне усман, малаллах талпăннă, ĕçленĕ, ĕçленĕ…
Кукаçин ĕçченлĕхĕпе тÿсĕмлĕхĕнчен паянхи кун та тĕлĕнетĕп. Пурнăçа, çут çанталăка юратса упрама пĕлекен çын пулнă вăл. Шăпăр калама та çамрăклах вĕреннĕ.
Çĕр çулхи çирĕп юман тункатисене те кăклама ÿркенмен вăл. Тункатана çĕр айĕнчен чавса кăларма çăмăл мар паллах. Ку ĕçре кĕреçепе те, каска пăчкипе те усă курма тивнĕ. Вăрăм каштапа хирсе кăларсан тункатана тепĕр майлă çавăрса çапмалла. Тымар ури пуçланнă вырăнсене тупмалла, савăл çапса пайламалла. Çурса вакланă пайсене нуша урапипе киле турттарнă. Хĕл каçмалăх вутă хатĕр пулнă.
Кукаçи пур ĕçе те çав тери юратса, киленсе пурнăçлани маншăн паянхи кунта ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Ĕмĕр тăршшĕпех çĕр ĕçĕпе тăрмашнă вăл. Кукамайпа иккĕшĕ маттур, çирĕп, сывлăхлă ачасем çитĕнтернĕ. Пур хĕрĕ те, вĕсем пиллĕкĕн, 100 çула çити пурăннă. Пире те, шăллăмпа иксĕмĕре, вĕсемех пăхса ÿстернĕ.
Пыл хурчĕсем те тытнă кукаçи. Мĕн ватăлса виличчен йăпаннă вĕсемпе. Çак ĕçе мана та сакăр çултан явăçтарнă, хурт-хăмăрçăн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.
Пыл юхтаракан хатĕр кĕрлесе кăлтăртатни, ылтăн тĕслĕ пыл ырă шăршă кăларса çăка савăт çине йăр-йăр тăсăлса юхни куç умĕнчех. Çуллахи каçсенче вĕллерен тухакан асамлă тутлă шăрша нихăçан та манаймăн.
Выльăх-чĕрлĕхе те юратса пăхнă вăл. Вĕсемпе çынпа калаçнă пекех калаçатчĕ.
Пĕррехинче Кайăкялĕнчен вăрман урлă кунĕпех кирпĕч турттартăмăр. Лаша лекмен пирки вăкăра кÿлме тиврĕ. Вăкăрсем кутăн, усал, вăрçнине юратмаççĕ. Кукаçи васкать пулин те тÿсет, кĕтет. Вăкăр шыв ланкашкине кĕрсе тăнă та канать. Шывра чылай тăнă хыççăн тăраниччен шыв ĕçрĕ, пилĕкне авса карăнчĕ. Кукаçи васкамасăр, вăкăра ачашшăн лăпкаса: «Ну, сынок, Мишка, кайрăмăр», — тенĕ хыççăн вăл вырăнтан тапранчĕ, пуçăннă ĕçе йĕркеллех вĕçлерĕмĕр.
Пасара çÿреме те кăмăллăччĕ кукаçипе. Канаша çуран кайса çуран килеттĕмĕр. Пĕррехинче вăл пасарта патша саманинче хĕсметре пĕрле пулнă юлташне тĕл пулчĕ. 53 çул иртнĕ хыççăн икĕ ватă пĕр-пĕрне палласа илсе ыталашрĕç. Куçĕсем иккĕшĕн те шывланчĕç. Икĕ сехет ытла хавхаланса иртнине аса илчĕç вĕсем. Иван Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăннă, кустăрма тăвакан ăстаçă пулнă.
Мĕн чухлĕ асаилÿ, тĕлĕнÿ, киленÿ, пархатарлăх! Кукаçи пурнăçран тахçанах уйрăлса кайнă пулин те паянхи кун та асран каймасть. Ĕçе юратма, хаклама, хавхаланса пурăнма вăй парса тăрать.
Николай ВОРОНЦОВ
Кивĕ Шелттем ялĕ