Кĕскен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çинчен. Леонид Германович Хучел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма 2010 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче суйланнă. Хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн халăх ăна иккĕмĕш сасăлавра та шаннă. 2015 çулта пуçлăх пулма тепĕр хутчен суйланнă хыççăн Леонид Иванов паянхи кун та ял тăрăхне ертсе пырать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче ĕçлеме пуçличчен вăл «Хучель» тулли мар яваплă пĕрлĕхре тĕп агрономра тăрăшнă. Тăван хуçалăха 1990 çулта ĕçлеме килнĕ, агроном тивĕçĕсене пурнăçласа пынă.
Леонид ИВАНОВ,
Хучел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Пирĕн ял тăрăхне ултă ял кĕрет: Хучел, Микушка, Алешево, Муллавар, Хунав тата Ямăрса. Вырăнти çĕрсем çинче «Хучель» тулли мар яваплă пĕрлĕх, Алексей Григорьев фермер тата хушма хуçалăх тытакансем ĕçлеççĕ. Çакна та палăртма кăмăллă, пирĕн ял тăрăхĕнче усă курман çĕр лаптăкĕ-сем çук. Алешевăри фермер Алексей Юрьевич, сăмахран, республика конкурсне хутшăнса ĕне ферми тума икĕ миллион ытла тенкĕлĕх грант çĕнсе илчĕ.
Хучел ял тăрăхĕнче пĕтĕмпе 870 хуçалăх, вĕсенче 1387 çын тĕпленсе пурăнать, çак йышран 300-шĕ — ачасем. Вырăнта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе çулсерен пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттеретпĕр. 2018 çулта Алешевăри нумай ачаллă Алексеевсен çемйине Хучел ялĕнче хăтлă çурт лартса патăмăр.
Çулсене юсаса йĕркене кĕртессине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр. 2018 çулта вырăнти пĕлтерĕшлĕ тата ял хушшинчи çулсене юсама 1115000 тенкĕ тăкакланă. Хучел ялĕнчи Центральнăй, Алешевăри Чкалов, Первомайски, Хунав ялĕнчи Центральнăй тата Мулавар ялĕнчи Центральнăй урамсене йĕркене кĕртнĕ. «Ял территорийĕсен çирĕп аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн Хучел ялĕнчи Медвежья тата «70 лет Победы» урамсене юсанă.
Микушка ялĕнче шыва кĕмелли ятарлă вырăн йĕркеленĕ. Урамри çутă хатĕрĕсене энергие перекетлеме пулăшакан лампăсем çине куçарнă. Кашни ялтах ача-пăча площадки тунă. Хучел ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса сквер уçнă, унта ял тăрăхĕнчи пилĕк ял паттăрĕсене халалласа палăксем вырнаçтарнă.
Вырăнти пуçару мелĕпе те ĕçлетпĕр. Кăçал çак программăпа Алешево ялĕнчи масар тавра карта тытма пуçланă, Хучел ялĕнчи Восточная урамра ача-пăча площадки хута кайĕ. Вырăнти çитĕнÿ йăлтах хамăртан, ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен килет. Çакна кашни ăнлансан, пурнăçа лайăх енне улăштарма тÿпе хывсан ырă улшăнусем куç умĕнче пулĕç.
Юлашки çулсенче ял тăрăхĕнче пулса иртнĕ çĕнĕлĕхсем çинчен ытти специалистсем каласа кăтартĕç.
Людмила ИВАНОВА,
Хучелти вĕренÿпе культура центрĕн заведующийĕ:
— Ялти клуб кивелнĕ хыççăн культура вучахĕ шкул çуртне куçрĕ. Таврари ялсенче культура учрежденийĕсем çук пирки çамрăксем кунти вĕренÿпе культура центрне кашни канмалли кунах йышлăн пуçтарăнаççĕ. Вĕсем валли уявсемпе тематикăллă каçсем тăтăшах йĕркелесе ирттеретпĕр. Çĕнĕ çул умĕн ял тăрăхĕн администрацийĕ çĕнĕ аппаратура туянса пачĕ. Халĕ залра юрă-кĕвĕ таса та илемлĕ янăрать. Çамрăксен канăвне интереслĕрех тăвас тата çĕнĕлĕх кĕртес тĕллевпе ял тăрăхĕн администрацийĕ бильярд кабинечĕ уçса пачĕ, унта ятарлă сĕтел вырнаçтарчĕ, кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе туллин тивĕçтерчĕ. Çитес вăхăтра клуб шкул çуртĕнчен уйрăлса тухĕ. Çĕнĕ çурт валли çĕр лаптăкне пăхса хăварнă, вăл икĕ хутлă пулĕ, унта 100 çын вырнаçма пултарĕ. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Иванов ятарлă документсене хатĕрлесе çитерессипе ĕçлет.
Юрий ГРИГОРЬЕВ,
Алешево ялĕнчи депутат:
— Пирĕн ял пысăках мар, аллă çурта яхăн кăна. Эпĕ ялтан суйланнă пĕртен пĕр депутат. Çак тивĕçе 15 çул пурнăçласа пыратăп. Халăх йышĕ пысăках мар пулин те питĕ туслă, пур ĕçе те хастар хутшăнать. Вырăнта пурнăçламалли тĕрлĕрен ĕç вара тупăнсах тăрать. Кăçал вырăнти пуçару мелĕпе ял масарне карта тытса çавăрас терĕмĕр. Хальлĕхе тимĕр юпасем лартса 300 метра яхăн сетка рабица картăмăр. Ку ĕç малалла пырать. Çак тĕллевпе Алешево тата Ямăрса ялĕсенче пурăнакансем 41 пин те 752 тенкĕ укçа пуçтарса пачĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕ 62 пин те 628 тенкĕ уйăрчĕ. Çак мелпех ялти пĕвене тасатма палăртатпăр. Пур ĕçе те пĕр харăс пурнăçлама май çук, çапах та май килнĕ таран хамăр пурăнакан вырăнта йĕрке туса пыма тăрăшатпăр.
Леонилла ИЛЬИНА,
Хучел шкулĕн директорĕ:
— Шкул çумĕнче пĕчĕк пепкесем валли ятарлă ушкăн 2002 çулта ĕçлеме пуçларĕ. Ушкăна 10 ача çÿретчĕ, вĕсем малтанхи çулсенче унта кĕске вăхăт кăна тăратчĕç. 2015 çулта район администрацийĕ тата ял тăрăхĕ пулăшнипе пĕлÿ çурчĕ çумĕнче шкулчченхи иккĕмĕш ушкăна уçма май килчĕ. Юсав ĕçĕсем туса ирттерме тата кирлĕ хатĕр-хĕтĕр туняма укçа-тенкĕпе район бюджетĕнчен тивĕçтечĕç. Паянхи кун «ача садне» 30 ача çÿрет, ушкăнсем тулли. Пĕчĕкскерсене пилĕк специалист пăхать, 2015 çулта икĕ çамрăка ĕçе явăçтарма май килчĕ. Вĕсен ĕçĕпе ачасен ашшĕ-амăшĕ питĕ кăмăллă. Ача сачĕ те шăпăрлансемшĕн шкул пекех иккĕмĕш кил шутланать, çавăнпа вĕсен ачалăхĕ çутă та интереслĕ тата пĕр кăлтăксăр ирттĕр тесе ырми канми тăрăшатпăр.