Çемье — çĕршыв тĕрекĕ, мĕн пур пуçламăшĕн пуçламăшĕ. Вăл мĕн авалтанах çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Юрату та, тăнăç пурнăç та, килĕшÿ те — пĕтĕмпех çемьерен пуçланать. Çулсерен пирĕн çĕршывра утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ уява — Петрпа Феврони Муромски çветтуйсен ячĕпе Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тăваççĕ. Çак илемлĕ куна халалласа тунтикун район администрацийĕнче «Юратма та упрама пĕлер» девизпа уяв иртрĕ. Хаваслă мероприятие районти чи сумлă та тивĕçлĕ вун пĕр çемье хутшăнчĕ.
Уява пуçтарăннă нумай çул пĕрле çума-çумăн утакан тата темиçе çул каялла кăна чăмăртаннă çамрăк çемьесене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов саламларĕ. «Эпĕ сире пурне те ăшă та çутă çемье уявĕ-пе чун-чĕререн саламлатăп. Паллă çын Аркадий Павлович Айдак: «Телейлĕ çемьере виçĕ ăру пурăнать», — тенĕ. Çемье пуянлăхне хакласа, çемье йăлисемпе йĕркисене пăхăнса, атте-аннене хисеплесе пурăнакан çемьесенче ачасем ырă та пуян чунлă çитĕнеççĕ. Тĕрĕс воспитани парасси — патшалăхăн чи кирлĕ задачисенчен пĕри. Эсир хăвăрăн тĕрĕс те таса, нумай çул пĕр-пĕрне ăнланса та хисеплесе пурăннипе пуриншĕн те: кÿршĕсемшĕн те, çывăх тăвансемшĕн те, çитĕнекен ăрушăн та — паха та ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Сирĕнтен вĕренмелли те, ырă тĕслĕх илмелли те чылай, эпир сирĕнпе чăннипех те мухтанатпăр», — терĕ вăл, ялсенче пурăнакан вун пĕр мăшăра район администрацийĕн тав çырăвĕсене парса хавхалантарчĕ.
Мероприятие пухăннă хисеплĕ мăшăрсене çавăн пекех хулапа районти халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Эльвира Яковлева ăшă сăмахсем каласа саламларĕ, вĕсене çемье вучахне упрама, пĕр- пĕрне юратса та килĕштерсе тата нумай-нумай çул пĕрле пурăнма телей, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ.
Граждан тăрăмĕн акчĕ- сене çыракан пайăн специалисчĕ Ирина Морозова çур ĕмĕр тата утмăл çул килĕш- терсе, юратса, упраса, хисеплесе пурăнакан районти виçĕ çемьене: Карăклă ял тăрăхĕнчи Михайловсен, Кăшнаруй ял тăрăхĕнчи Васильевсен, Пайкилт ял тăрăхĕнчи Константиновсен çемйисене — сумлă юбилярсен кĕнекине алă пусса хăйсен юратăвне çирĕплетме сцена çине хăпарма чĕнчĕ.
Анатолий Михайловичпа Ольга Архиповна Михайловсен çемйи 1959 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче чăмăртаннă, вĕсем пурнăç çулĕпе пĕрле 60 çул утаççĕ. Мăшăр пилĕк ача çуратса çитĕнтернĕ. Ял-йышра хисепре: вĕтти те, ватти те сума сăвать. Хальхи вăхăтра иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура.
Николай Васильевичпа Зоя Николаевна Васильевсем пĕрле килĕштерсе пурăнма пуçланăранпа та кăçал 60 çул çитет, вĕсем 1959 çулхи çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче пĕрлешнĕ. Телейлĕ мăшăр икĕ хĕрпе икĕ ывăла пурнăç парса ура çине çирĕп тăратнă. Халĕ вĕсен çемйи чылай ÿснĕ: куç тулли 11 мăнукпа 10 кĕçĕн мăнук. Николай Васильевич мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Правда» колхозра трактористра вăй хунă, Зоя Николаевна фермăра выльăх-чĕрлĕх пăхнă. Çемьене ял-йыш хисеплет, вĕсен сĕнĕвĕсемпе канашĕсене шута илет.
Михаил Константиновичпа Елена Александровна Константиновсен çемйи вара кăçал ылтăн туй паллă тăвать. Мăшăр туслă, килĕштерсе, ăнланса пурăнать, ялта яланах хисепре. Вĕсем тăватă ача, виçĕ хĕрпе пĕр ывăл, пăхса çитĕнтернĕ.
Уява пухăннисен кăмăлне илемлĕ юрăсемпе Светлана Маркова тата Вячеслав Шпаков, хаваслă ташăсемпе Ольга Аристархова çĕклерĕç.
Михайловсен çемйи:
— Эпир 1956 çулта паллашнă та тепĕр виçĕ çултан пĕрлешнĕ. Çавăнтанпа пĕрне-пĕри хисеплесе, яланах пулăшса, ăнланса та килĕштерсе пурăнатпăр. Тăватă хĕрпе пĕр ывăл пăхса ÿстертĕмĕр, халĕ пирĕн 10 мăнукпа 7 кĕçĕн мăнук. Вĕсемпе савăнса пурăнатпăр.
Çамрăк мăшăрсене пĕр-пĕрне итлеме, ăнланма, хисеплеме, вăхăтра каçарма, пур ĕçе те пĕрле пурнăçлама, йывăр вăхăтра пулăшма сунатпăр, çавăн чухне кăна çемье тĕреклĕ те çирĕп пулать.
Васильевсен çемйи:
— Эпир 1959 çулта вăйăра паллашнă та çав çулах пĕрлешнĕ. Пĕрле çур ĕмĕр ытла утатпăр. Тăватă ачана çутă кун пиллерĕмĕр, халĕ кĕçĕн ывăлăн çемйипе шăкăл-шăкăл пурăнатпăр. Çамрăксене те пирĕн пекех нумай çул килĕштерсе пурăнма телей сунатпăр.
Кил-тĕрĕшре чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть, çавăнпа та тÿрех тухса кайма кирлĕ мар, каçарма пĕлмелле, упăшкана, вăл ачасен ашшĕ- çке, хисеплемелле. Хĕрарăмăн кăшт тÿсĕмлĕрех те ăслăрах пулмалла.
Константиновсен çемйи:
— Пĕр-пĕрне хисеплесе, килĕштерсе пурăннине мĕн çитет. Чăннипе каласан, пирĕн харкашма, вăрçăнма вăхăт та пулман, çемье пуçĕ кунĕн-çĕрĕн ĕçре вăй хунă, пĕрле пулнă вăхăта эпир усăллă та шăкăл-шăкăл калаçса, ĕçлесе ирттерме тăрăшнă.
Пĕр ялтан пулсан та эпир пĕр-пĕрне пĕлсех кайман. Пулас мăшăр салтакран отпуска килсен кăна пĕр-пĕрне курса савнă, çырусем çÿретнĕ, салтакран таврăнсан пĕрлешрĕмĕр. Çемьере тÿсĕмлĕ пулмалла, ăнланса пурăнсан телей пулать.