«Пурнăç пурăнасси — уй урлă каçасси мар», «Ватă çын — тăватă çын» текен каларăшсем питĕ авалах çуралнă-тăр. Ĕмĕрсем иртсен те вĕсен пĕлтерĕшĕ чакмасть. Ватă çын пурнăç пурăнса курнăран ăс-хакăлпа пуян. Вăл мĕн тусан мĕн пулассине пĕлет. Ахальтен каламан пулĕ ватти пур та латти пур тесе.
Пирĕн районта вăрăм кун-çуллă çын сахалах мар. Вĕсем хăйсен пархатарлă ĕçĕпе çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулса тăнă. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçипе Эльвира Яковлевăпа чунпа ватăлма пĕлмен ватăсем çинчен сăмах пуçартăмăр та.
— Эльвира Васильевна, эсир районти кашни ветерана пĕлетĕр тесен те йăнăш мар пулĕ. Вĕсене юбилей ячĕпе саламлама вырăна час-часах тухса çÿретĕр.
— Чăн та, пирĕн район хă-йĕн вăрăм ĕмĕрлĕ çыннисемпе мухтанма пултарать. Канаш енре ватă çынсене юбилей ячĕпе киле пырса саламласси йăлана кĕнĕ. Эпир ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле юбиляра Раççей Президенчĕн салам çырăвне, парне паратпăр. Вырăнти культура ĕçченĕсем юрă-ташăпа хавхалантараççĕ.
2019 çулта районта 78 мучипе кинемей хăйсен сумлă çавра çулне паллă тăвать: иккĕшĕ 100 çул тултараççĕ. Шуркассинчи Анна Терентьевна Терентьева 104 çулта пурнăçран уйрăлса кайрĕ.
Хальхи вăхăтра районта 100 çултан иртнĕ виçĕ çын пурăнать, иккĕшĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă: Евдоким Егорович Егоров Катек ялĕнчен, Михаил Осипович Еремкин Сухайкассинчен. Иккĕшĕ те 101 çула ярса пуснă, ăс-тăнĕ çивĕч.
95 çулхи юбилейпа 17 ветеран, 90 çула çитнĕ ятпа 58 ватă патне салам çитермелле.
— Аслă ÿсĕмри çынсен йышĕ куллен хушăнса пырать. Паян ĕçлекенсем ыран пенсие тухаççĕ. Тин кăна аллă урлă каçнăччĕ — паян сакăр вуннăра. Эсир ÿсĕм тăрăх кашни çыннах шута илсе пыратăр вĕт-ха.
— Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта вăрăм ĕмĕрлĕ юбилярсен йышĕ татах пысăкланчĕ. Шăхасан выççăлккинче пурăнакан Роза Георгиевна Зверева, Ухман ялĕнчи Иван Петрович Семенов, Уçырмари Мария Николаевна Викторова, Малтикасри Анастасия Андриановна Иванова, Перасковья Алексеевна Алексеева, Мария Ивановна Иванова (Сител), Ăвăспÿрт Кипечри Анастасия Ефремовна Ефремова, Петр Федорович Михайлов, Кивĕ Шелттемри Нина Демьяновна Васильева, Тури Сурăмри Анастасия Терентьевна Терентьева, Ямашри Калерия Клементьевна Алексеева, Малтикасри Зинаида Степановна Осиповăпа Анна Артемьевна Филиппова, Уçырмари Любовь Алексеевна Ивановăпа Нина Ивановна Иванова, Çĕнĕ Ахпÿртри Екатерина Спиридоновна Якимова, Катекри Николай Александрович Александров, Шăхальти Наталия Федоровна Алексеева, Аччари Евгения Елизаровна Кириллова, Вăрăмпуçĕнчи Василий Николаевич Платонов 90 çул тултарнă ятпа тăванĕсене кĕрекене пухрĕç. Çатăрка çырми ялĕнчи вăрçă ветеранĕ Ольга Яковлевна Яковлева, Чакаçри Мария Константиновна Константинова, Юмансарти Анна Никитична Никитина, иккĕмĕш Хурамалти Елизавета Архиповна Васильева, Ăвăспÿрт Кипечри Ольга Ивановна Григорьева 95-мĕш çуралнă кунне паллă турĕç.
Юбилярсем кашни ялта тенĕ пекех пур. Эпир вĕсене пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх, ачисен юратăвĕпе хисепне курма сунатпăр.
— Эльвира Васильевна, пысăк тав Сире калаçушăн.
Николай МАРКОВ,
ĕç ветеранĕ, Малтикас ялĕ:
— Хамăн ĕмĕре вăрăмлатас тата чунпа та ÿтпе часах ватăлас мар тесе эпĕ сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыратăп. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те кашни ир çывăрса тăрсан хам тăрăх çăлран шыв ăса яратăп. Кун пек процедура хыççăн эпĕ хама çĕнĕрен çуралнă пек туятăп, шăм-шак çемçелет, вăй кĕрет. Эмел таврашĕ- семпе те иртĕхсе каймастăп, мĕншĕн тесен вĕсем пĕр енчен сыватаççĕ, нумайрах сиен кÿреççĕ. Эпĕ чирлес пулсан та, профилактика тĕлĕшĕнчен те ÿсен-тăранран хатĕрленĕ настойкăсемпе сипленетĕп.
Çут çанталăк парнисемпе усă курма пĕлмелле. Тата чи кирли, пурнăçа тăсаканни вăл _ çынпа вăрçăнманни, никама та усал сунманни, пурне те юратни, ырлăх кăна сунни.
Василий ПЛАТОНОВ,
Вăрăмпуç ялĕ:
— Мĕн ачаран ĕçе хăнăхса ÿснĕ те ĕнтĕ эпир, халĕ те ахаль ларас килмест. Шăм-шака пĕрмаях хускатмалла, унсăрăн хытса ларать, ватăлтарать. Çак кунсенче 90 çул тултартăм _ пĕртте ватăлас килмест. Выльăх- чĕрлĕхе, кăвакалсене, чăхсене пăхатăп, вĕсене валли апат хатĕрлетĕп. Çавапа курăк çулса паратăп.
Вăрман юнашарах та _ тăтăшах унта кайса килетĕп. Вун пĕр мăшăр милĕк хатĕрлерĕм-ха. Манăн шанчăклă юлташăм пур, йытăпа çÿретпĕр. Ял тавра пăхса çаврăнатăп, фермăна, парка кĕрсе тухатăп. Хуçалăх пурнăçĕпе интересленетĕп.
Манăн шăллăм Алексей Николаевич, йăмăкăм Анна Николаевна хам пекех вăрăм кун-çуллă. Кĕскен çакна сунатăп: çынпа килĕштерсе пурăнмалла, ĕçре ÿр- кенмелле мар, сывă пурнăç йĕркине тытмалла.
Николай Александров,
Катек ялĕ:
— Çак кунсенче эпĕ 90 çул тултартăм. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни кун-çула тăсать пулĕ тетĕп. Ĕçлеме юрататăп. Уйрăмах техникăна кăмăллатăп: хамах пуçтаратăп, пăсăлсан юсатăп. Тракторпа та хамах çÿретĕп. Пурнăç тăршшĕпех колхозра механизаторта ĕçлерĕм.
Куç лайăх курать: хаçат-журнала куçлăхсăрах вулатăп, телевизор пăхатăп. Хăлха кăна япăхрах илтет.
Мăшăрпала пилĕк ача çуратса ÿстертĕмĕр. Халĕ, шел те, иккĕшĕ кăна пурăнаççĕ. Ачасем лайăх пăхаççĕ.
Евдоким ЕГОРОВ,
вăрçă ветеранĕ, Катек ялĕ:
— Эпир мăшăрпала питĕ килĕштерсе пурăннă. Эпĕ чукун çул çинче вăй хунă, вăл çамрăк чухне шкулта ачасене вĕрентнĕ, кайран фермăра ветфельдшерта ĕçленĕ. Пĕр-пĕринпе харкашса курман, ялан килĕш-тернĕ, хисепленĕ. Тарăхса сывлăха хавшатман. Япала туянас пулсан та канашласа илнĕ, укçа-тенке нихăçан та уйрăм тытман. Арăмпа шăкăл-шăкăл пурăнни, ачасем юратса, хисеплесе пăхни пурнăçа вăрăмлатрĕ пуль. 102-е ярса пусрăм вĕт. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни те хăйĕн витĕмне кÿчĕ-тĕр.
Валентина СЕМЕНОВА,
ĕç ветеранĕ, Сухайкасси ялĕ:
— Мăшăрпала килĕштерсе пурăнса виçĕ ачана çутă кун пиллерĕмĕр. Ирина, Евгения, Елена ятлă хĕрĕмсем. Пурне те тивĕçлĕ воспитани, пĕлÿ панă. Паян манăн тăватă мăнук, виçĕ кĕçĕн мăнук.
Вăтăр çул ытла «Живая защита» производство уйрăмĕнче делопроизводительте, кайран кассирта ĕçлерĕм. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче окоп та чавнă, вăрман та каснă, вутă, салтаксем валли апат та хатĕрленĕ. Вăй çитнĕ таран кил-тĕрĕшре кăштăртататăп-ха, хĕлле юр хырма, çулла пахчана тухатăп.