Вторник, 5 ноября, 2024
Главная > Публикации > Килти пек ăшă та хăтлă

Килти пек ăшă та хăтлă

Пур çын та хăйĕн ĕмĕрне телейлĕ те сывă пурăнса ирттересси пирки ĕмĕтленет, анчах та ватлăх яланах пĕр пек килмест. Кам хăйĕн кун-çулĕн юлашки тапхăрне ачисемпе мăнукĕсен хÿттинче те тăнăçлăхра пурăнса, вĕсен юратăвне туйса ирттерет, кам вара çÿçсем шуралсан, ÿт пĕркеленчĕкпе витĕнсен ватлăхпа куçа-куçăн пĕччен тăрса юлать. Çамрăк чухне пĕчченлĕх хăратмасть: ĕçе çÿретĕн, выльăх-чĕрлĕх усратăн, çынпа хутшăнатăн, ватăлнă çемĕн вара çын час-часах тухса çÿрейми, алли-ури итлеми пулать, сывлăхĕ те хавшать. Çумра кам та пулин пулсан юрать-ха, анчах ватăсем хăйсен чирĕсемпе, халсăрлăхĕпе пач пĕччен тăрса юлнă тĕслĕх те сахал мар. Хăшĕ ачи-пăчи çукран, теприсем вара ачисем пур çĕртенех тăлăх, вĕсен тĕпренчĕкĕсем ашшĕ-амăшне пăхасси хăйсен тивĕçĕ тесе шутламаççĕ. Çакăн пек йывăр условисене кĕрсе ÿкнĕ кинемейсемпе мучисем пирĕн районта та пур. Анчах та патшалăх вĕсене йывăрлăхра пĕччен хăвармасть, хăйĕн хÿттине илет, ватлăхне лăпкă та канлĕ пурăнса ирттерччĕр тесе Ваттисен çурчĕсене вырнаçтарать.

Канаш районĕнче ваттисене пăхакан виçĕ стационар уйрăмĕ ĕçлет: Сиккассинче, Пайкилтре тата Çеçпĕлте. Сиккассинчи ваттисен çурчĕ 1992 çулхи раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче уçăлнă, унăн заведующийĕ — Ираида Николаевна Данилова. Çеçпĕлти станционар уйрăмĕ 1997 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче хута кайнă, фельдшерпа акушер пункчĕпе пĕр çуртра вырнаçнă. Ăна Вера Ивановна Иванова ертсе пырать. Пайкилтри ваттисен çурчĕ 1997 çулхи кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче пирвайхи хут ватăсене йышăннă. Заведующи ĕçĕсене Ираида Филипповна Павлова тăвать.
Пур стационар уйрăмĕнче те кунта пурăнакансем валли хăтлă та лайăх условисем туса панă. Кашни пÿлĕмре сĕтел-пукан, тумбочкăсемпе шкаф, телевизор вырнаçтарнă. Ватăсене пĕр-пĕринпе пуçтарăнса шăкăл-шăкăл калаçма, юратнă передачăсене пĕрле ларса пăхма ятарлă пысăк пÿлĕм пур. Тăван килĕ вырăнне пулса тăнă çуртра ватăсене вăхăтра тутлă та сиплĕ апат çитереççĕ, сывлăхне те тухтăрсем час-часах тĕрĕслеççĕ. Ваттисен çурчĕсенче хÿтлĕх тупнисен пурнăçне савăк та çутă самантсемпе пуянрах тăвас тесе кунта ĕçлекенсем час-часах тĕрлĕ мероприяти, тĕлпулу ирттереççĕ, çавра çулĕсене уявлаççĕ. Кинемейпе мучисене савăнтарма, паллă кунсемпе саламлама ача садне çÿрекенсем, шкулта вĕренекенсем, вырăнти культура ĕçченĕсем, ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе пуçлăхĕсем, Канашри халăха социаллă пулăшу кÿрекен центрăн ĕçченĕсемпе директорĕ час-часах килсе çÿреççĕ. Ялти библиотекарьсем те ватăсене манмаççĕ, вĕсене тĕрлĕ йышши литература кÿрсе параççĕ, кĕнекерен, хаçат-журналтан татăк тăратмаççĕ. Ватăсене пăхакан стационарсенче
хÿтлĕх тупнисене пурнăçран ан юлччăр, районта, республикăра, çĕршывра, тĕнчере мĕн пулса иртнине пĕлсе тăччăр тесе хаçат-журнал çырăнса параççĕ.
Пушă вăхăтра кунта пурăнакансем шашкăлла, доминолла выляççĕ, ĕçсĕр ларма пултарайман кинемейсем çыхма, тĕрлеме, арлама пултараççĕ. Витаминсемпе пуян та тутлă апат сĕтелтен ан татăлтăр тесе стационар территорийĕсенчи пахчара тĕрлĕ пахча çимĕç лартса çитĕнтереççĕ, вĕсене ватăсем те пăхма, çум курăкран тасатма, шăварма пулăшаççĕ. Кашни çулах субботниксем ирттереççĕ, клумбăсем чавса хатĕрлеççĕ, тĕрлĕ тĕслĕ чечек акса ÿстереççĕ. Ватăсем хăйсен вăхăтне усăллă та кăсăклă ирттерме, хăйсем малтан тăван килĕсенче пурăнса тунă ĕçсене пурнăçлама пултараççĕ. Çавăн пекех социаллă ĕçченсем хăйсен хÿттине илнĕ кинемейпе мучисене кашни эрнере мунча кĕртеççĕ. Пĕччен юлнă ватăсене кунта вăй хуракансем юратупа та ăнланулăхпа, ăшăлăхпа та çепĕçлĕхпе кăна хупăрлаççĕ.
Ваттисен çуртĕнче пысăк та ырă чунлă, пурнăçăн йывăр условийĕсене лекнĕ çынна ăнланма, ăна пулăшма, илтме, уншăн пăшăрханма пултаракан, хăйсен ĕçне пĕтĕм чунтан юратакан çынсем кăна ĕçлеме пултараççĕ, вĕсем тăлăхсемшĕн ачи-пăчи, тăванĕ вырăннех пулса тăраççĕ, хуйха-суйха пĕрле пайлаççĕ.
Паянхи кун тĕлне Пайкилтри стационар уйрăмĕнче 18 ватă патшалăхăн социаллă пулăшăвĕпе усă курать: 11 арçын та 7 хĕрарăм. Вĕсен вăтам ÿсĕмĕ 75 çулпа танлашать, çав шутран учетра 11 ивалидпа 1 тыл ветеранĕ тăрать. Çеçпĕлти уйрăмра 14 çын хÿтлĕх тупнă: 8 арçынпа 6 хĕрарăм. Вĕсен вăтам ÿсĕмĕ — 73 çул. Вĕсен йышĕнче 4 инвалидпа 2 ĕç ветеранĕ. Сиккассинчи ваттисен çуртĕнче 16 тăлăх кинемейпе мучи пурăнать: 6 арçынпа 10 хĕрарăм. Вăтам ÿсĕмĕ — 73 çул. Вĕсен шутĕнчен 5 инвалидпа 2 тыл ĕçченĕ.

 

Тамара ФЕДОРОВА (ТИХОНОВА):
—  Эпĕ 1952 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пукăртан ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. 10-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн «Мир» колхозра дояркăра вăй хутăм, лайăх тăрăшса ĕçленĕшĕн мана Мускава 4-мĕш съезда та ячĕç. 22 çула çитсен Çĕнĕ Ачча каччипе Анатолий Федорович Федоровпа мăшăрлантăм, вара «Советская Армия» колхозри ĕне фермине ĕçлеме куçрăм та унта мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех дояркăра вăй хутăм. «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçрĕм.
Пурнăçра пĕтĕпех тикĕс шуса пыратчĕ. Анчах вăхăт иртсен мăшăрăм çĕре кĕчĕ. Пирĕн ача-пăча пулманран вăл вилнĕ хыççăн пач тăлăха тăрса юлтăм, час-часах чирлеме пуçларăм. Хама хам пăхма йывăр пулнăран ирĕксĕрех Сиккассинчи ваттисен çуртне куçма тиврĕ. Кунта эпĕ 2016 çулхи чÿк уйăхĕнчен пурăнатăп. Мана пĕтĕмпех килĕшет, социаллă ĕçченсемпе тухтăрсем питĕ тимлĕ пăхса тăраççĕ, пирĕн сывлăхпа, кăмăл-туйăмпа кăсăкланаççĕ. Кунта ĕçлекенсем çав тери кăмăллă та ăшă, çепĕç чунлă çынсем, нихăçан та усал сăмах каласа кÿрентермеççĕ. Пирĕн пурнăçа илемлетес тесе тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ, çуралнă кунсен ячĕпе те саламлаççĕ, уявсем туса параççĕ. Вĕсем пирĕн ачасем вырăнĕнчех.
Эпир пурăнакан пÿлĕмсем хăтлă, çутă, ăшă, пĕтĕм услови пур. Стационар территорийĕнче илемлĕ те таса, кунта тĕрлĕ тĕслĕ чечексем, пахча çимĕç, çырла тĕммисем ÿстереççĕ. Эпĕ хама лăпкă та аван туятăп, тавтапуç социаллă ĕçченсемпе Ираида Николаевнăна. Вĕсем пирĕн пурнăçа илем кÿреççĕ, ырă самантсемпе пуянлатаççĕ.

Владимир ПЕТРОВ:
— Ваттисен çуртне лайăх пурнăçран лекмеççĕ пулин те кунта килсе пурăнма тĕллев тытнă çыннăн кун-çулĕ мĕнле иртни пирки каласа хăварсан тĕрĕс пулать тесе шутлатăп. Вĕсен кунĕ ытти çынсенни пекех ирхи апат-ран пуçланать. Кунта пĕтĕмпех тăван килти пек, анчах хваттерсем вырăнне иккĕн пурăнмалли пÿлĕмсем. Кашниех хăйĕн хыççăн пуçтарса, тирпейлесе тăрать.
Ваттисен çуртне лекнĕ çынсен историйĕ пурин те пĕрешкелрех: е ачи-пăчипе килĕштерменни, е тăванĕсем çукки. Станционара çынсем ватлăха пула çеç мар, сывлăхĕ хавшакланнипе лекеççĕ. Эпĕ 2-мĕш ушкăн инваличĕ. 1960 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шăхасан салинче кун çути курнă. Çĕçпĕл Мишши ячĕллĕ шкула вĕренсе пĕтерсен Совет çарĕнче хĕсметре тăтăм. Салтакран килнĕ хыççăн слесарь-сантехникра вăй хутăм, унтан газоэлектросварщика вĕренсе тухрăм. Эпĕ халăх контролĕн пайташĕ пулма та тивĕçнĕччĕ. Сывлăха пула инвалида тухрăм, хама пăхма йывăр пулнăран Çĕçпĕлти ваттисен çуртне куçрăм. Мана кунта веçех килĕшет. Кунта эпĕ хамăн çемьене тупрăм.
Çуртри лайăх та ырă хутшăнусене тытса пыма, вĕсене аталантарма кунти социаллă ĕçченсем питĕ тăрăшаççĕ. Пире яланах ăшă сăмахсемпе лăплантараççĕ, кăмăла çĕклентереççĕ. Уйрăм заведующийĕнче нумай çул Иванова Вера Ивановна ĕçлет, вăл пурин валли те вырăнлă та кирлĕ сăмах тупать, кашнинех ăнланма та пулăшма тăрăшать. Данилова Людмила Викторовна повар тутлă апатпа савăнтарать. Пысăк тав Данилова Раиса Валериановна тата Порфирьева Любовь Петровна социаллă ĕçченсене пире ăнланса та юратса пăхнăшăн. Вĕсен пархатарлă та йывăр ĕçĕ çинчен нумай каласа пама пулать. Эпĕ вĕсене пурне те ырăлăх, сывлăх, телей сунатăп. Ку çуртри çынсем яланах туслă та лăпкă пурăнччăр. Кунта вучах нихăçан та ан сÿнтĕр, тата нумай-нумай çул пире ăшăтса пурăнтăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *