Вторник, 5 ноября, 2024
Главная > Публикации > Хускану илем кÿрет, сывлăха çирĕплетет

Хускану илем кÿрет, сывлăха çирĕплетет

«Илемлĕ пулас тесен — чупмалла, сывлăхлă пулас тесен — чупмалла, вăйлă пулас килсен те чупмалла», — тенĕ авалхи грексем. Куçни-хускални пирĕн организма сывă пулма пулăшать — мышцăсене аталантарать (вăл çыннăн кĕлетке виçин 45 процентне йышăнать), хул-çурăма, чĕрене, нерва, юн тымарне çирĕплетет. Унсăр пуçне хускални илемлĕ те йăрăс пÿллĕ пулма май парать.
Хускану пурне те кирлĕ: чирлисене хăвăртрах сывалма, сыввисене тата нумай çул сывлăхлă пурăнма, ачасене тĕрĕс аталанма тата ÿсме, çамрăксемпе вăтам ÿсĕмрисене — çамрăклăха нумайлăха упраса хăварма, ватăсене — çулĕсене кура мар хавхалану илме.
Мĕн чухлĕ нумайрах хускалатпăр, пирте энерги çавăн чухлĕ ытларах пуçтарăнать. Энерги тапса тăнă чухне вара çын темле ĕç тума, такама пулăшма та хатĕр.
Çамрăк, вăй-хал тапса тăнă чухне никам та чир-чĕр çинчен шутламасть. Вăл вара ăнсăртран килсе çапма пултарать. Хусканăвăн усси тата вăл чĕре чирĕсемпе кĕрешессине мĕнле витĕм кÿни çинчен Канаш районĕн тĕп больницин кардиолог врачĕпе Владимир Игнатьевпа калаçатпăр.
— Владимир Анатольевич, статистика кăтартăвĕсем тăрăх юлашки çулсенче чĕре тата юн çаврăнăш системин чирĕсене пула пурнăçран уйрăлнă çынсен йышĕ нумайланни курăнать. Мĕнпе çыхăннă-ха çакă?
— 20-мĕш ĕмĕрте тĕнчери нумай çĕршывшăн татăклă улшăну саманчĕ пулса иртнĕ: çынсен кун-çулĕ палăрмаллах вăрăмланнă. 1998 çул тĕлне вăл вăтамран 60 çулпа танлашнă. Çителĕксĕр апатланни, инфекци чирĕсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнма пăрахнă, 60-мĕш çулсенчен пуçласа вĕсен вырăнне чĕре чирĕсем йышăннă. Вĕсем хă-вăрт аталанса пыни чĕре тата юн çаврăнăш системин чирĕ- сен эпидемийĕ çинчен калаçма хистенĕ. 21-мĕш ĕмĕрте те ку лару-тăру ытлашши ылмашăнман. Чĕре чирĕсем, вĕсенчен 2/3 пайĕ чĕрен ишеми чирĕ, инсульт, перифери артерийĕсен атеросклерозĕ, çынсем вилнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри шутланаççĕ.
— Чиртен сыхланас тесен, чи малтанах, мĕн тумалла-ха?
— Чирсен пирвайхи профилактики халăхăн пур сийĕшĕн те пĕрешкел: халăхăн сывă пурнăç йĕркине йĕркелемелле, медтĕрĕслевсем вăхăтĕнче тупса палăртнă чирсем малалла аталанассине чармалла.
Чирсен иккĕмĕш профилактики — чире малтанхи тапхăрта тупса палăртмалли медицина, социаллă, санитарипе гигиена, психологи тата ытти мерăсен комплексĕ.
Чĕрен гипертонипе, самăр чирĕпе тата атеросклерозпа çыхăннă чирĕсене профилактикăлас тата эмелсĕр сиплес тĕлĕшпе çыннăн чи малтан пурнăç йĕркине улăштармалла: пирус турма пăрахмалла, ытларах хускалмалла, тĕрĕс апатланмалла, самăррисен кĕлетке виçине чакармалла, юн пусăмне тĕрĕслесе тăмалла.
— Сиенлĕ йăласем сывлăха ырă витĕм кÿменни такамшăн та паллă. Çапах «гипертониксем» вĕсенчен уйрăлма васкамаççĕ-тĕр-ха?
— Пирус туртни чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсене аталанма пулăшакан сăлтав пулнине тахçанах тĕпчесе палăртнă. Табак тĕтĕмĕнчи сиенлĕ хутăшсем юн тымарĕн стенкисене вăйлă сиенлеççĕ. Пирус туртакан çынсен, туртманнисемпе танлаштарсан, атеросклероз 5-6 хут нумайрах аталанать. Сахал туртатăп (талăкра 1-4 пирус) текенсем те инкекрен пăрăнса юлаймаççĕ: чĕре чирĕпе вилес хăрушлăх 2 хут пысăкланать. Туртнине пула ÿпке ракĕ аталанма пултарнине тепĕр хут аса илтерме кирлех-ши тата? Кун çинчен тăтăш калаçатпăр мар-и — анчах та чылай чухне çынсем асăрхаттарăва хăлхана чикме шутламаççĕ те. Инкек килсе çапсан тин больницăсем тăрăх çÿреме пуçлаççĕ. Пирус туртма пăрахас текене участокри терапевт та пулăшаять, пациентăн кăмăлĕ кăна пултăр.
— Хускану туни çынна мĕн тума кирлĕ-ха? Ĕçе вĕçле те диван çине тăсăлса вырт. Çапла кашни кун. Канлĕ вĕт-ха.
— Çын пултарнă таран вăй-хал ĕçне тусан çакă ăна усă кăна кÿрет. Кăштах йывăр ĕçлени ним тумасăр пурăннинчен лайăхрах паллах. 10 е ытларах минут ÿт-пĕве пур енлĕн аталантарса сывлăха çирĕплетнин витĕмĕ те куç кĕрет. Чи ансат та тухăçлă мелсенчен пĕри çапах та — çуран утни. Кунта хăвăртлăх мар, мĕн вăхăт тата миçе çухрăм утни пĕлтерĕшлĕ (пĕр заняти 30 е ытларах минута пымалла)!
Чĕре чирĕсене профилактикăламалли тĕп условисенчен пĕри — тĕрĕс апатланни. Апат-çимĕç калорилĕхне чакарса кĕлеткен ытлашши виçине пĕчĕклетмелле. Çакна вара выльăх çăвĕпе (сало, услам çу, сысна ашĕ, кăлпасси) пуян апатсене сахалрах усă курсан кăна тума пулать. Апат рацонĕнче сĕт, ĕне выльăх тата чăх-чĕп ашĕ, сыр, пулă, çăмарта пулсан аванрах. Кунне 500 грамм ытла пахча çимĕç, улма-çырла çимелле.
Кĕлеткен ытлашши виçине çăмăллăнах палăртма пулать. Виçене кĕлеткен çÿллĕшĕ çине икĕ хутчен пайламалла та — кĕлетке йывăрăшĕн индексĕ паллă пулать. Пулнă число 25-рен пысăкрах е тан пулсан сирĕн хăвăрăн кĕлет-кĕрпе тăрăшсах ĕçлемелле — калори шутласа лармалла мар. Йывăрăш пысăк пулсан — порцие чакармалла. Ăна тума йывăр мар: ирхи, кăнтăрлахи е каçхи апат çине пăхăр та ăсра тарелка çинчи апатăн 1/3 пайне айккине илсе хурăр. Макарон хунă пайне илсен, паллах, лайăхрах (çавăн пекех çăкăра, çĕр улмине, кондитер изделийĕсене, пылак сĕткенсене), салата вара хăварăр. Ăна çини сирĕн кĕлеткешĕн сиенлĕ мар.
— Гипертони чирĕ паян вăй питти, çамрăк çынсен пурнăçне те кĕскетет. Унран мĕнле те пулин сыхланма пулать-и?
— Раççейре гипертони чирĕ çитĕннĕ çынсен хушшинче 40 процента яхăн сарăлнă. Юлашки 20 çул хушши уйрăлмасăр çак шайра тăрать.
Чĕре тата юн çаврăнăш системин чирĕсенчен вилнин сăлтавĕсенчен пĕрремĕш вырăнта юн пусăмĕ пысăк пулни тăрать.
Юн пусăмне икĕ цифрăпа виçнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ: «çÿлти» тата «аялти». Пусăм 140/90 кăтартуран пĕчĕкрех пулсан норма шутланать. Ку кăтартуран пысăкрах тăк — гипертони чирĕ аталанать. 130-139/80-89 виçе норма пулин те чылайăшĕшĕн пысăк, юн пусăмне куллен контроллемелле. Сирĕн терапевт «гипертони чирĕ» тесе диагноз лартрĕ пулсан вăхăта тăсмасăр сипленме тытăнмалла.
Пирус туртма пăрахни, тĕрĕс апатланни, кĕлеткен йывăрăшне чакарни, тăвар, алкоголь сахалрах усă курни, вăй-хал ĕçĕпе пурăнни юн пусăмне чакарма пулăшаççĕ. Артери гипертонийĕ вăраха кайнă чир пулнине асра тытăр. Ăна пĕр сиплев курсĕпе те, вăхăтран вăхăта сипленипе те ирттерме çук. Паян вара пациентсенчен нумайăшĕ шăпах çакнашкал меслетпе сываласшăн. Ĕнсе ыратать-и е пуç çаврăнать, хăсас килет-и е сăмсаран юн каять, е чĕре таврашĕнче хĕсет — çынсем юн пусăмне виçеççĕ, пысăк пулсан — эмел ĕçеççĕ. Кăтарту пĕчĕкленчĕ тĕк 2-3 кунтан эмел ĕçме чарăнаççĕ. Питĕ тĕрĕс мар тăваççĕ? Ахăртнех, урăх нимĕнле чиртен те (сахăр диабечĕсĕр пуçне) артери гипертонийĕнчен сипленнĕ пек вăрах сипленмелле мар. Эмелсене врач мĕнле çырса панă — çавăн пек йĕркепе ĕçмелле. Çакă инфарктран, инсультран, чĕрен ытти чирĕсенчен сыхланма пулăшать.
— Владимир Анатольевич, пысăк тав сире тĕплĕ те усăллă калаçушăн. Ĕçĕрсем ăнса пыччăр. Хăвăр та сывлăхлă пулăр.

Ирина АНДРЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *