Кашни çын çĕр çине килнĕ пулсан хăйĕн ĕмĕрĕнче пурнăçăн тĕрлĕ тапхăрĕнче пулса курать: ачалăх, çамрăклăх, ватлăх.
Ачалăх — шухăшсăр, тăпăртатса тăракан тиха пек иртсе каять. Çамрăклăх илемлĕ, юратуллă, вăйлă, ăмăртса чупакан çил çунат пек.
Ватлăх… Эсĕ мĕнлерех иртетĕн-ши?
Ман шутпа, лăпкă та вăркăш, чуна канлĕх паракан ăшă çил пек, васкамасăр, кашни сăмахпа киленсе те йăпанса, ачасемпе тата мăнуксемпе савăнса иртмелле.
Манăн асанне Яковлева Нина Павловна кăçал çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче 81 çул тултарчĕ. Мĕнле ырă та ла-йăх çын вăл. Унăн ултă ача, вун тăватă мăнук та пĕр кĕçĕн мăнук. Асанне хăйне телейлĕ хĕрарăм тесе шутлать. «Укçара мар телей, — тет вăл. — Ачасем хисеплесен, мăнуксем юратса «асанне» тесе хăнана килсех тăрсан чун тата çамрăкланать».
Хура-шурне те нумай курмалла пулнă асаннен. Ашшĕсĕр çамрăклах юлнăскерĕн арçын ĕçне те, хĕрарăмăнне те пурнăçлама тивнĕ. Тыррине те вырнă, вăрманне те каснă, çапах, асанне каланă тăрăх, савăнма та вăхăт тупнă: вăййа тухнă, улахра ал ĕç тунă.
Ял каччипе пĕрлешсе çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă. Юратнă ĕç те суйласа илнĕ. Ялти кашни киле çĕнĕ хыпарсем, саламсем илсе çитерме васканă. Нумай вăхăт, 34 çул, çумăр-и, çил-тăман-и, шартлама сивĕ-и — вăл яланах почтальон сумккине çакса ял тăрăх тухса утнă. «Мана хамăр тăрăхра ял-йыш кăна мар, йытти-кушакки те паллать», — тесе кулатчĕ вăл. Ку вара чăн сăмах. Ялта ман асаннене пурте пĕлеççĕ. Ăна хисеплесе Нинук аппа тесе чĕнеççĕ.
Нихăçан та пуç усмасть вăл, унăн кашни ачи, мăнукĕ валли ырă, ăшă сăмах пур. Пире, мăнукĕсене, нихăçан та парнесĕр кăларса ямасть. Унăн яланах пире валли тутлă та пылак çимĕç пур.
Çак сумлă çула çитсе те асанне пĕр кун та ĕçсĕр лармасть. Эпир пĕр ĕçе те унсăр тумастпăр. «Асанне, ларса кан-ха», — тесен те вăл пирĕнпе пĕр тан тăрса ĕçлет, тепĕр чухне пиртен те ирттерет. Унăн аллинче ĕç вылять тейĕн. «Ачасем, ĕç çынна илем кÿрет, ан кахалланăр, ан ÿркенĕр», — ăс парать вăл пире. Эпир ун тĕслĕхне кура пĕр-пĕрин патне пулăшма çÿретпĕр. Ăслă, пурнăçра кирлĕ нумай япалана вĕрентет вăл пире.
Эпĕ асаннене питĕ-питĕ юрататăп, унпа мухтанатăп. Эпĕ ăна пĕтĕм чун-чĕререн лăпкă та канлĕ ватлăх сунатăп.
Нина ЯКОВЛЕВА