Суббота, 2 ноября, 2024
Главная > Публикации > Асхва ял тăрăхĕ

Асхва ял тăрăхĕ

Сергей Иванов,
ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Вырăскас Пикших ялĕнчи Ленин урамĕнчи асфальт çул вăхăт иртнĕ май юхăнса пĕтрĕ. Ăна юсаса йĕркене кĕртес ыйтăва ялта пурăнакансем кашни пухура тенĕ пекех çĕклетчĕç. Çак çул район администрацийĕн балансĕ çинче тăрать. Сасăлавçăсен наказне пурнăçа кĕртес тĕллевпе юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче асăннă çула асфальт сарса якатма пуçланă. Юсав ĕçĕсене «Транспортник» тулли мар яваплă пĕрлĕх пурнăçлать. Подрядчик çула Культура çурчĕ çумĕнчен пуçласа Молодежная урам таран пĕр километр тăршшĕ асфальт сарса якатĕ.
Кăçал авăн уйăхĕнче Асхва ялĕнчи Тĕп урама вак чул сарса çирĕплетнĕ. Юсав ĕçне 34-мĕшпе 22-мĕш çуртсем хушшинче пурнăçланă, çул 180 метр тăршшĕ çĕнелнĕ. Çула чул сарса çирĕплетессипе Андриан Степанов уйрăм предприниматель ĕçленĕ.
Сасăлавçăсен наказне пурнăçа кĕртессипе Аслă Мами ялĕнче те ĕçсем туса ирттернĕ. Тĕп урампа Свобода урамне, сăмахран, йывăç каçăпа çыхăнтарнă, халĕ çынсен таçтан аякран çаврăнса çÿремелле мар.
2018 çулта Аслă Мами ялĕнче хоккей курупки туса лартнă. Çак ĕçе ялти çамрăк хастарсем пуçарнă. Ял старости, район депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ П. Федотов пулăшнипе вĕсем хăйсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пултарнă. Спорт объектне вĕсем пĕр эрнере хута яма пултарнă, ĕçрен тата вĕренÿрен пушă вăхăтра тухса ĕçленĕ.
Кăçал Çĕнтерÿ кунĕнче Асхва ялĕнче Афганистан çĕрĕ çинче интернационалла тивĕçе пурнăçланă чухне пуç хунă салтаксен Иван Сергеевпа Сергей Семенов ячĕсене асра тытса асăну хăми уçнă. Çак мероприятие çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан паллă ентешĕмĕрсем хутшăннă.
Вырăнти пуçару мелĕпе ял тăрăхĕнче кăçал тăватă ача-пăча площадки йĕркеленĕ. Килес çул ачасем валли выляса аталанмалли ятарлă тата тăватă вырăн хута яма палăртатпăр.
Коммуналлă хытă каяшсене ял тăрăхĕнчен пуçтарса тухма 20 вырăн тунă, вĕсенче пластикран хатĕрленĕ — 12, тимĕртен тунă 35 контейнер вырнаçтарнă.
Асхва тăрăхĕнче ултă фермер шутланса тăрать, вĕсем 1150 гектар çинче ака-суха тăваççĕ. Вырăнти çĕрсем çинче çавăн пекех пысăк ял хуçалăх предприятийĕсем те ĕçлеççĕ.

Владимир ГАВРИЛОВ,
Асхва ялĕн старости:
— Староста пулма мана кăçал нарăс уйăхĕнче суйларĕç. Эпĕ Афган вăрçи витĕр тухнă салтак. Хамăр ялти Иван Сергеевпа пĕрле службăра пулнă. Вăл тăван тăрăха чĕрĕ-сывă таврăнаймарĕ. Манăн кÿршĕ Сергей Семенов та Афган вăрçине хутшăннă, вăл та унта ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Вĕсен ячĕсене асра тытса кăçал Аслă Çĕнтерÿ уявĕнче пысăках мар палăк çинче асăну хăми уçрăмăр. Пограничниксен кунĕнче лавккапа клуб хушшинче чикĕ юпи вырнаçтартăмăр.
Килес çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитет. Çак паллă кун тĕлне ялти паттăрсене асăнса лартнă палăка çĕнетесшĕн, вĕсен хушамачĕсене мрамор çине куçарасшăн. Палăк çумĕн-че «сÿнми çулăм» та пулĕ. Çăлтăрĕ хатĕр, çулăм çак вырăнта пысăк уявсенче çунĕ, çут çанталăк газне балонпа тивĕçтерĕпĕр.
Вырăнти пуçару мелĕпе Асхвара ача-пăча площадки вырнаçтартăмăр. Умри тĕллев-ĕмĕт пысăк, хамăр тăрăшсан мĕн палăртнине пурнăçа кĕртсе пырасса шанатпăр.

Андрей АРСЕНТЬЕВ,
усламçă:
— Эпĕ Вырăскас Пикших ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ Шупашкар хулинче пурăнатăп. Унта эпĕ хамăн ĕçе йĕркелесе янă. Тăван ялтан тухса кайни 30 çул çитрĕ пулин те ăна нихăçан та манман, манас та çук. Çуралнă тăрăха тăтăшах килсе çÿретĕп, вырăнта пурăнакансене вăй çитернĕ таран пулăшма тăрăшатăп. Чечексемпе ĕçленĕ май кашни пысăк уяврах ветерансен, вĕрентекенсемпе воспитательсен тата юбилярсен кăмăлне çĕклетĕп.
«Вĕри точкăсенче» пуç хунă ентешĕмĕрсене асăнса ялта палăк вырнаçтарма спонсор пулăшăвĕ патăм. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, Çурçĕр Кавказра тата Афганистанра пулнă ветерансен ячĕпе часавай тума палăртатăп. Никĕсне хывнă ĕнтĕ, çитес вăхăтра строительствăн тĕп ĕçĕсене пуçăнăпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *