Главная > Публикации > Нумай-и, сахал-и — пурпĕр сиенлĕ

Нумай-и, сахал-и — пурпĕр сиенлĕ

Кунне пĕр черкке ĕçни те рак чирĕ аталанассине палăрмаллах хăвăртлатать. Спиртлă шĕвекĕн хăрушсăр виçе çук. Вăраха кайнă 60 тĕрлĕ чир ĕçкĕпе çыхăннă. Медиксем шутланă тăрăх, «виçине пĕлсе ĕçмелле» тени, ресторансемпе кафесен шучĕ ÿссе пыни рак аталанмалли сăлтавсене те нумайлатать.
Ученăйсем каланă тăрăх, спиртлă шĕвек ĕçни майĕпен-майĕпен ăс-тăна, астăвăма, ыйха çухаттарать. Куллен тата вăраххăн ĕçекен çамрăк çынсен пĕвер ĕçлеме чарăнни ытларах пулма пуçларĕ.
Çул çитменнисемпе çамрăксемшĕн паян сăра ăш хыпнине пусармалли шĕвек пулса тăчĕ. Сăра сиенсĕр тени суя. Унри хутăшсем юн тымарĕсене сараççĕ. Пĕверте юн пуçтарăнни пĕверĕн клеткисене пусать, вĕсен ĕçне пăсать, чылай чухне чарсах лартать. Çавна пула чĕре йывăррăн ĕçлеме пикенет, чĕре мышци «чĕрĕ мотор» вăйне çухатать. Юн тымарĕсенче углевод, тăвар, шыв ытлашши пулнипе тула хăвалать, çавна пула организмри сывлăхшăн кирлĕ минераллă веществосем тухса каяççĕ.
Çапах та чи хăрушши — сăрара алкоголь пурри. Çамрăк организм сăрана питĕ хăвăрт хăнăхать. Çакă алкоголизм чирĕ патне илсе пырать. Сăра арçынăн ар гормонĕсене пĕтерсе пырса хĕрарăм ар гормонĕсене çуратать. Çакă сăн-питре те, кĕлеткере те палăрать: арçынсен кăкăрсем хăпараççĕ, пĕç шăммисем сарăлаççĕ, хĕрарăмсен вара сасси хытать, пуçĕ шаклаланать.
Эрехпе сиплев тĕлĕшпе усă курни чĕре системине сиенлетет.
Хăшĕ-пĕри коньяк ĕçме кăмăллать, вăл юн тымарне сарать тет. Чĕрен ишеми чирĕпе аптракан çын шурă е хĕрлĕ эрех ĕçме тăхтаса тăрать пулсан çывăрас умĕн вара пĕр черкке коньяка тиркемест. Анчах наука тĕпчевĕсем урăххине çирĕплетеççĕ: кирек мĕнле алкоголь хутăшĕ те — чĕрешĕн, юн çаврăнăшĕн тытăмĕшĕн — наркăмăш. Этил спирчĕн пĕчĕк кăна виçи те юн пусăмĕн шайне ÿстерет. Юлашкинчен вара эрехе пула хавшанă чĕре тÿсеймест…

 

Эрехпе сиплев тĕлĕшпе усă курни чĕре системине сиенлетет.

 

Хĕрлĕ эрех алкоголизмĕнчен сывалма çав тери йывăр. Ăна пулах гепатит, чĕрен циррозĕ, полиневрит тата ытти чирсем аталанаççĕ. Шампань эрехне кăмăллакансен кун-çулĕ кĕскерех, алкоголь психозне пула вилекенсем ытларах.
Нарколог патне пулăшу ыйтма пыракансенчен ытларахăшĕ шăпах шампань эрехĕнчен пуçланă, каярах шурă эрех тыткăнне лекнĕ. «Шурă» эрех организмри шыв-тăвар ылмашăвне пăсать, «пуçа çапать», урăхла каласан наркăмăшлантарать, пуç мимине аркатать. Шампань эрехĕ алкоголизм чирне хăвăртрах аталантарать.
Çак шĕвеке тутлине пула ачасемпе хĕрарăмсем ытларах тутанаççĕ. Çавна май алкогольпе ытларах туслашаççĕ.
Пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: кирек мĕнле алкоголь шĕвекĕ те кирек мĕнле виçепе те организма усă кÿмест. Сывлăхшăн чи усăлли — эрех-сăрана пачах та ĕçменни.

 

Елена МАТРОСОВА,
районти педиатр врач

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *