Пирĕн хаçатăн иртнĕ çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнчи номерĕнче «Унăн кукашшĕ Канашра сипленнĕ» ятпа статья пичетленнĕччĕ. Унта Дон çинчи Ростовран пирĕн хулана кукашшĕ Андрей Черненко сипленнĕ госпитальсем çинчен мĕн те пулин пĕлес тесе килнĕ Алла Борисовна Стасева çинчен каласа кăтартнăччĕ. Шырав ĕçĕ Алла Борисовнăн кукашшĕн альбомĕнчи сăн ÿкерчĕкрен пуçланнă. Сăн ÿкерчĕкре — икĕ çамрăк хĕр. Хыçала çапла çырса хунă: «На память больному лейтенанту Черненко Андрею от медсестер эвакогоспиталя 3070 Васильевой Шуры и 3062 Андреевой Оли. Помни, не забывай. 10 января 1944 года». Ростовран килнĕ хăна сăн ÿкерчĕкре асăннă эвакогоспитальсен номерĕсем тăрăх Питĕрти тата Подольскри архивсенче çак госпитальсем Канашра ĕçленине шыраса тупать. Канашра вăл госпитальсем вырнаçнă хула больницинче, Ача-пăча пултарулăх çуртĕнче тата 8-мĕш шкулта пулса курать. Анчах мĕнле шăпа пулнă-ши сăн ÿкерчĕкри хĕрсен; Тен, вĕсен ачисене шыраса тупма пулать?
Çак тĕллевпе эпĕ хула больницине çул тытрăм. Унта вăрçă çулĕсенче 3062-мĕш эвакогоспиталь ĕçленĕ. Ку сиплев учрежденине халалланă стенда чĕре чирĕсене сиплекен уйрăмра тупрăм. Анчах Андреева Оля е Шура Васильева çинчен нимĕнле информаци те çук. Çак стенда хатĕрленĕ аслă медицина сестри Светлана Геннадиевна Васильева та мана нимĕнпе те савăнтараймарĕ. Вăл каланă тăрăх, больница архивĕнче эвакогос- питаль çинчен документсем пачах çук.
3070-мĕш эвакогоспиталь пулнă Ача-пăча пултарулăх çуртĕнче унăн директорĕ Золотова Наталья Витальевна ман ума темĕн хулăнăш фотоальбомсем кăларса хучĕ: «Кунти документсем хулара ĕçленĕ икĕ госпиталь ĕç-хĕлне туллин çутатса кăтартаççĕ. Вĕсене Канашри пĕрремĕш шкулта учительте ĕçленĕ Нинель Соловьева пухнă. Вăл ертсе пынă «Шырав» клуб членĕсем Совет Союзĕн тĕрлĕ кĕтесне, Канашра сипленнĕ воинсем патне, çар комиссариачĕсене 1 пин çурă ытла çыру янă».
Пĕр архив докуменчĕ çинче «Негуторова-Васильева Александра Васильевна. Пр. Ленина, 8, кв. 5» тесе çырнине тупрăм. Тен, аманнă лейтенанта парнеленĕ сăн ÿкерчĕкри Шура Васильеван адресĕ?
Электрошăнкăрав тÿми çине темĕн чухлĕ пуссан та 5-мĕш хваттере уçакан пулмарĕ. Сас-чĕве илтсе юнашар хваттертен тахçан пĕрле фотолабораторире ĕçленĕ Светлана Васильева тухрĕ. Ăна Ростовран Алла Стасева илсе килнĕ сăн ÿкерчĕке кăтартрăм: «Акă ку, çÿлерех тăраканни, чăнах та Шура аппа. Вăл вилни чылай пулать. Малтан упăшки вилчĕ, тепĕр вунă çултан — хăй. Вĕсен ача пулман. Хваттерне сутнă. Шура аппан хреснай хĕрĕ, Нина Григорьевна Семенова, кÿршĕ районти Тăрмăшра пурăнать.
Иртнĕ çулхи декабрĕн пĕр хĕвеллĕ кунĕнче Тăрмăша çул тытрăм: «Яла кĕрсен тÿрех «Уют» магазин патне çитĕр те сулахаялла пăрăнăр, пĕр 200 метртан сулахаялла кайăр, унтан камран та пулсан ыйтса Нина Григорьевна пурăнакан çурта тупатăр», — тенĕччĕ мана телефонпа Тăрмăш ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем. Чăнах та, шыракан тупать теççĕ халăхра.
Нина Григорьевна — чипер те ăшă кăмăллă çын. Килен-каян хăнасене вăл питĕ тарават. Икĕ хутчен те курса калаçма тиврĕ Нина Семенова патĕнче. Калаçăва эпĕ диктофон çине çырса илтĕм. Вăл хăйĕн хреснамăшĕ çинчен кăна мар, хăйсен ратни çинчен те питĕ тĕплĕн, ăшă сăмахсемпе каласа пачĕ.
— Нина Григорьевна, эсир хăш енчисем пулатăр?
— Канаш районĕнчи Иккĕмĕш Хурамалтан, Мясников таврашĕсем теççĕ пире. Мясниковсен тăватă ывăл çитĕннĕ. Пурте май çук вăйлă вăйăç пулнă, вĕсен аллинче купăс выляса кăна тăнă. Кукаçи карусель тытнă.
— Укçалла ярăнтарнă пулĕ?
— Паллах, укçалла. Карусельне лашапа çавăрттарнă. «Шăматкун çур çĕр иртсе пĕрресенче каруселе Ачча пасарне илсе кайма тăватă лав çине тиеттĕмĕрччĕ, — тесе аса илетчĕ анне. — Икĕ лашипе каруселе çавăрттарнă, иккĕшĕ канса сĕлĕ çисе тăнă. Ывăнсан лашасене улăштарнă. Вырсарникун Шăхран пасарне каяттăмăрччĕ, тунтикун — Ямаша». Нурăс пасарне кайнине те аса илетчĕ анне. Вăл карусельпе ярăнакансенчен укçа пуçтараканни пулнă. Мясниковсем халăха карусель патне пыма тăваттăн купăс каласа илĕртнĕ. Тин çеç салтакран таврăннă Кушăк каччи, Кĕркури ятлăскер, укçа тÿлемесĕрех карусельпе ярăнатчĕ тет. Хăй ярăнни çитмен тата, Кушăк хĕрĕсене те тÿлевсĕрех ярăнтаратчĕ тет. «Пĕрре пыратăп — укçа памасть, тепре пыратăп, каллех укçа памасть. Чăтса тăраймарăм, пуçĕнчи салтак карттусне хывса илтĕм те петĕм пасарти халăх хушшине, — каласа паратчĕ анне. — «Ну, нухайкка лекет-ха ку хĕре хăçан та пулин», — тесе каларĕ тет каччă аннене. Вăл ман аннепе паллашасшăн пулнипе çавăн пек хăтланнă имĕш. Вара çак кунтан пуçласа тус пулса çÿренĕ вĕсем. 1930 çулта Аннапа Кĕркури çемье çавăрнă.
Кукаçипе кукамайăн тăватă ача пулнă: виçĕ хĕр те пĕр ывăл. Анне, вăл Анна ятлă, вун пиллĕкрех сухапуç тытнине калатчĕ. Вăл, асли пулнăран-ши, мĕн ачаран лашасемпе выртмана çÿренĕ. Пĕр лаши, Орлик текенни, питĕ ăслăччĕ тет. Икĕ ури çине кукленсе ларатчĕ те ун çине утланса лараттăмччĕ тет. Питĕ хытă ĕрĕхтерсе чуптарма юрататтăмччĕ тет.
Анне хыççăн — Мархва, унтан Санюк (хайхи Негуторова – В.Л). Кукамай ман Ямашран. Вĕсен ултă лаша, нумай теçеттин çĕр пулнă. Çавăнпа ял çыннисене те тара тытса ĕçлеттерме тивнĕ. Каласа парас тесен аса илмелли нумай. Кукаçи Хусанта Тăвай арçыннипе темле паллашать те унпа пĕрле ĕçлеме килĕшÿ тăвать. Кукаçи хăйĕн тыррине 12 лавпа Тăвайне турттарса пырать, лешĕн çав тырра Хусана çитерсе сутмалла пулнă. Çав 12 лав тырăшăн Тăвай çынни кукаçие пĕр чĕрес ылтăн укçа илсе килсе шутламасăр-тумасăр тыттарчĕ тет.
— Нина Григорьевна, кукаçăвăн ылтăнĕ кăштах та пулин сире лекмен-и?
— Çу-ук! Ăçта унта. Кукаçисене Совет влаçĕ раскулачить тунă. Карусельне Канашри хула паркне илсе кайса лартнă тетчĕ. Лашасене, ураписене веçех картишĕнчен илсе тухса кайнă. Икĕ хутлă ампарсене те пăсса турттарса кайнă.
Аннен йăмăкĕ Мархва (ялта ăна Наççа тесе чĕннĕ) ял Совет председательне качча тухнă. Санюк ман хреснанне пулать. 1920 çулта çуралнăскер, вăл 1938 çулта ача-пăча учрежденийĕсем валли медицина сестрисем хатĕрлекен Канашри шкула вĕренме кĕнĕ те икĕ çултан унтан вĕренсе тухнă. Санюк вăрçă çулĕсенче Канашри 3070-мĕш эвакогоспитальте ĕçленĕ. Çавăнтах вăл аманнă офицерпа, вăрçăччен Харьков облаçĕнче пурăннă Негуторенко Петр Захаровичпа паллашнă. Негуторенко хреснаннене хăйĕн сăн ÿкерчĕкне
«Дарю свою копию, если дорог оригинал» тесе çырса парнеленĕ. Çамрăксем пĕр-пĕрне юратса пăрахнă та 1945 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче Канашри ЗАГСра çырăннă.
— Мăшăрĕ ăна Украинăна илсе кайман-и?
— Кайнă. Хреснаттен çемьерен уйрăлса тухса хăйĕн çурт лартмалла пулнă. Украинăра пирĕнни пек вăрман çук, çурта йывăçран мар, саман кирпĕчрен купаламалла пулнă. Мунча та пулман вĕсен. Хреснанне кăмакара çăвăнни çинчен каласа паратчĕ. Сивĕ тăмпа хĕвел çаврăнăшĕн тунисене çара уран çăрнă чухне йывăр ĕçленипе хреснаннен хырăм ÿкнĕ. Ялĕнчен çитмĕл çухрăмри пульницана Петр Захарович мăшăрне вăкăрпа илсе кайнă. Вăкăрĕ асса кайнипе тем те курса пĕтнĕ вĕсем. Вĕсен тек ача пулман. «Айта каялла Канаша каятпăр», — тесе Негуторовсем кунта каялла таврăннă. Хреснанне, Александра Васильевна, мĕн пенсие тухичченех чукун çулпа хула пульницисенче тăрăшать. Вăл хула пульницинче ултă çул хушши аслă медсестрара ĕçлет.
Украинăран таврăнсан Негуторовсем Промогороднăй урамра çурт илеççĕ. Садĕнче чие çырли йывăçĕ питĕ нумайччĕ, вĕсем нихăçан та çырла эрехĕсĕр тăман. Аттепе анне хăнана пырсан хреснатте мана пĕрмаях кранлă пичкерен çырла эрехĕ юхтарса илме яратчĕ. Эрехĕ стакана шăпăр-шăпăр юхнине пăхма питĕ юрататтăм.
Хреснатте шÿт тума питĕ юрататчĕ. Пĕррехинче хреснанне ăна борща ăшăтмасăрах ярса та, лешĕ тÿрех «от борща уши замерзли» тесе шÿтлесе илчĕ тет. Вĕсем пĕр-пĕринпе пĕрре те харкашса-ятлаçса курман. Хреснатте Канашра пушар пайĕнче ĕçленĕ, хăрах урине татнипе ĕçе мотоколяскăпа, каярах «Запорожецпа» çÿретчĕ. Вăл питĕ хитре çыратчĕ, çавăнпах пулĕ пушар хуралĕнчен ăна паспорт сĕтелне, каярахпа ГАИне писаре ĕçе илчĕç.
— Хреснаçу миçемĕш çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ?
— 1984 çулхи февральте. Хреснанне шăп та лăп 10 çултан — 1994 çулта çĕре кĕчĕ. Хреснанне виличчен апат пырĕн ракĕпе асапланчĕ. Калаçайми пулчĕ. Эпĕ ыйтсан-тусан хуравне тетрадь çине çырса пĕлтеретчĕ. Кунне пĕр тетрадь таран çыратчĕ. Апат çиме те йывăрччĕ ăна, вара вăл хут çине «çавна туса пар-ха, çавна ту» тесе çыратчĕ. Эпĕ ăна мĕн виличченех пăхнă.
Нина Григорьевна — чипер те ăшă кăмăллă çын. Килен-каян хăнасене вăл питĕ тарават.
— Йывăр тăпри çăмăл пултăр ĕнтĕ иккĕшĕн те.
— Çапла пултăрччĕ. Вĕсем пек ырă кăмăллă çынсем сайра пулаççĕ. Иккĕшĕн те нумай нуша тÿсме тивнĕ.
— Нина Григорьевна, хăвăрăн пурнăç пирки кăштах калаçса илер-ха. Сирĕн аннĕр карусельпе ярăннăшăн укçа тÿлемен салтака Кушăк ялне качча тухнă вĕт-ха? Апла тăк, сирĕн пĕтĕм ачалăх Кушăкра иртнĕ.
— Кушăкра 4 класлă пуçламăш шкул кăна пулнă. 10-мĕш класс таран эпĕ Пасарлă Аччана çÿренĕ. 1971 çулта Вăрнарти совхоз-техникумран выльăх тухтăрне вĕренсе тухрăм. Эпĕ малтан Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕччĕ. Пичче, Вăрнарта çулталăк вĕреннĕскер: «Куç Вăрнара, пĕрле вĕренме çăмăлрах пулать», — терĕ те эпĕ куçрăм. Пичче вăйлă спортсменччĕ те - тухрĕ те кайрĕ Канашри педучилищĕне.
«Сан выльăх тухтăрĕ мар, физкультура учителĕ пулмалла», — тесе хĕтĕртнĕ те ăна такам, мана тăратрĕ те хă-варчĕ пĕччен. Манăн направленипе Томск облаçне каймалла пулнă. Подъемнăйне те илнĕ лере çитсен пĕр вăхăт пурăнма. Атте пĕлет та мана Томск облаçне янине: «Пĕртен-пĕр хĕре Çĕпĕр тăрăх çÿреттерместĕп», — тесе илнĕ укçана совхоз-техникума кайса парать. Вара мана Канашри ветлечебницăна ячĕç, унтан — «Канашский» совхоза, Хучел ялне. Ман участока 6 ял кĕнĕ: Хунав, Микушка, Муллавар, Хучел, Ямăрса, Алешево. Ун чухне питĕ нумай сысна çăмарти кастаратчĕç. Хам хĕрача та, питĕ вăтанаттăм.
Эпĕ Хучелте пулас хуняман аппăшĕ патĕнче хваттерте пурăннă. Лешĕ йăмăкĕ патне Тăрмăша кайсан ман çинчен сăмах хускатнă ĕнтĕ: апатне те пĕçерет, мунча та хутса кĕртет, килте те тирпей тытать, кĕпе-йĕм çуса парать тенĕ. Пулас упăшка ман комсомолец, хастар комбайнер пулнă. 24 çулти каччă Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутатĕнче тăнă. Вăл республикăран тăхăр çамрăка путевкăпа Венгрие курма илсе кайнине каласа паратчĕ: кашнине пĕр пек костюм тăхăнтарнă, пĕр пек галстук çактарнă тетчĕ.
1971 çулта пĕрлешрĕмĕр. Мĕнле пĕрлешрĕмĕр-ха? Пулас мăшăр, Ваня, юлташĕсемпе икĕ мотоциклпа тата çăмăл машинăпа мана илес тесех ĕнтĕ Хучеле персе çитнĕ. Эпĕ ун чухне совхоз садне улма татма кайнăччĕ. Вăл кун ман Кушăка киле каймаллаччĕ. «Айта, лар машин çине, сана Канаша çитиччен машинпа леçетпĕр», — тесе мана кĕртсе лартрĕç хайхисем. Хучел пĕви тĕлне çитсен машин рас! çавăрăнчĕ те каялла Тăрмăшалла вĕçтерчĕ. Вăт çапла вăрласа кайрĕç мана.
Виçĕ ача пăхса çитĕнтертĕмĕр. Асли Надя, иккĕмĕшĕ Димитрий, хуняçа ятне хутăмăр, уншăн питĕ савăнчĕ, вăл вăрçăран икĕ урасăр таврăннă. Дима кунтах, Тăрмăшра, çĕнĕ урамра икĕ хутлă çурт лартнă. Ашшĕ пекех ĕçчен. Икĕ ача вĕсен. Хĕрĕ вун тăххăрта. Иккĕмĕш çул Мускавра университетра вĕренет. Иккĕмĕш ачи пиллĕкмĕш класа çÿрет. Ашшĕ пекех чĕрĕ. Машинпа та, мотоблокпа та çÿреме пĕлет. Ашшĕпе сухалама та каять. Вĕсен 100 ытла гектар çĕр. Ытларах тырă акса ÿстереççĕ. Ăна упрама вăтăр метр ытла тăршшĕ ангар туса лартрĕç, ăна тата тăсасшăн-ха. Вĕсен тырă тасатмалли, типĕтмелли техника пĕтĕмпех пур. Дима хăй Канашра пушар хуралĕнче ĕçлет. Талăк ĕçлесе виçĕ талăк канать. Хĕллехи кунсенче çынсене машина юсаса парать. Ашшĕ мĕн пĕчĕкрен техникăна хăнăхтарнă та вĕсене иккĕшне те, çавăнтан вĕренсе кайрĕç.
Виççĕмĕш ача та ывăл, Григорий. Хамăн атте ятне патăмăр. Вăл çемйипе Мускавра пурăнать.
— Нина Григорьевна, каçсерен ялти культура çуртне çÿреместĕр-и?
— Çÿретĕп. Фольклор ансамблĕпе таçта та çитсе куртăмăр. Пĕлтĕр Самарăна кайрăмăр (калаçăва 2019 çулхи декабрьте çырса илнĕ), унта çичĕ районта чăвашсем пурăнаççĕ. Кăçал август уйăхĕнче Хусанта Сабантуйра пултăмăр, Кайпăç районне çитсе килтĕмĕр. Хусанта пире питĕ вăйлă хăна турĕç. Мĕнле кăна тутар апачĕ тутанса пăхмарăмăр пулĕ! Хăнасем таçтан та пухăннă: Мордваран, Çармăсран, Чечняран, Чăвашран (эпир Тăрмăшран вун тăххăрăн кайнă), Ирçерен, Белоруссирен те килнĕ.
— Нина Григорьевна, сирĕн килте хушпу, тухья нумай. Кама валли хатĕрлетĕр?
— Кăçал кăна çичĕ тухья турăм. Ĕçсĕр ларасран. Клубра эпĕ ал ĕç ăстисен кружокне ертсе пыратăп та унта çÿрекенсене хушпу тума та вĕрентетĕп. Клуба фольклор ушкăнне çÿрекенсем валли кăçал çичĕ саппун çĕлерĕм, вунă масмак тĕрлерĕм.
— Сирĕн кукаçăрпа пĕр тăвансем пурте ăста вăйăç пулнă терĕр. Вĕсене пăхса хăвăр та алла купăс тытман-и?
— Куккасем пекех ăста мар пулин те ĕçкĕ-çикĕре юрлаттарма-ташлаттарма пултаратăп. Ман кукка та, анне те купăс каланă. Ку пирĕн йăхран-йăха куçса пыракан пултарулăх пулас. Мана хăш тÿмине ăçта-ăçта пусмаллине анне вĕрентнĕ. Пĕррехинче ял халăхĕ улăхра хĕрсе кайса утă çулать. Ĕçленĕ вăхăтра мана анне тинкĕле пĕçерме киле ячĕ. Ун чухне эп шкул ачи — те виççĕмĕш класа кайнă. Киле çитрĕм, тинкĕле пĕçермелли çинчен манса кайнă. Купăс тытрăм та сысна витине кĕрсе лартăм, алăка шанлаттарса хупса сенĕкпе тĕкĕлесе хутăм. Ташă кĕввине ишетĕп кăна! Аттепе анне кăнтăрлахи апата килеççĕ. Атте купăс сасси илтет те: «Утă вăхăтĕнче кам ĕçкĕ туса ларать-ши?» — тесе калатăп тет. Анне хыçа сухан татма тухатăп тет те, купăс сасси сысна витинчен илтĕнет тет. Вăт çавăн пек сысна витинчех купăс калама вĕрентĕм.
Сакăр класс хыççăн Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кĕнĕччĕ эпĕ. Аттепе анне пăрахтарчĕç: «Хĕрĕм, ĕмĕр тăршшĕпех купăс каласа çăкăр çиеймĕн, — терĕç. — Туйсем тăрăх, салтак ăсатса çÿресе ĕмĕрне ирттерес терĕн-и? Ку ĕç сана валли мар», — тесе çине тăрсах хистерĕç те, пăрахма тиврĕ.
— Çулсем сахал мар пулин те, эсир питĕ çамрăк курăнатăр, пурнăç таппинчен юлмастăр, унпа пĕр тан утатăр. Сывлăх, ăнăçу, сунатăп сире, Нина Григорьевна!
Василий ЛАПИН
Сăн ÿкерчĕксем авторăн,
Андрей Черненкон тата
Нина Семенован архивĕнчен