Понедельник, 18 ноября, 2024
Главная > Публикации > Унăн ĕçне республика шайĕнче хак панă

Унăн ĕçне республика шайĕнче хак панă

Нумаях пулмасть хаçат редакцине çыру килчĕ. Ăна Афган вăрçине хутшăннă ветерансем янă. Вĕсем çырура хăйсен союзне чылай çул ертсе пынă Герман Николаевăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса кăтартнă, хаçат тусĕсене те паллаштарма ыйтнă.

«Пирĕн çывăх юлташ, Герман Петрович, афганецсен ветеранĕсен союзне 2009 çултан пуçласа 2019 çулччен ертсе пычĕ. Çак тапхăрта вăл пĕлтерĕшлĕ чылай ĕç туса ирттерчĕ. Оборонăпа массăллă ĕçсен уйăхлăхĕнче районти кашни шкула çитсе килме тăрăшатчĕ, çамрăксемпе патриотизм темипе калаçусем ирттеретчĕ. Шкул ачисем вăрçă çулĕсенчи аса илÿсене тимлĕн итлесе ларатчĕç, çак синкерлĕ пулăма сивлеме вĕренетчĕç, малашлăхра яланах мирлĕ пурнăçпа пурăнассине ăша хыватчĕç.
Герман Николаев Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Тăван шкула нумай пулăшу кÿме пултарчĕ вăл. Çар мухтавĕн стендне çĕнетрĕ. Унта Тăван çĕршывăн вăрçине хутшăннă паттăрсемпе пĕрлех тыл ĕçченĕсен хушамачĕсене те палăртса хăварчĕç. Вăл тăрăшнипе тăван ялĕнче чикĕ юпи палăк туса лартрĕç. Çакăн пек юпасем халĕ Уçырма, Анат Сурăм, Энтрияль тата Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнче те пур.
Пирĕн союза ертсе пынă тапхăрта Афган вăрçинче пуç хунă салтаксен амăшĕсене пулăшу тата тимлĕх кÿнĕ. Канашри Афганецсен скверне йĕркене кĕртес ĕçе хутшăннă, субботниксем йĕркеленĕ. Ветерансем валли ăмăртусем ирттернĕ, вĕсене хăй те хастар хутшăннă. Унăн ĕçне республика шайĕнче пысăк хак парса Тав хучĕпе наградăларĕç.
Хальхи вăхăтра Герман Петрович афганецсен ветеранĕсен союзĕн председателĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пырать. Пушă вăхăтра купăс калама ăста, гитара та аван калать, сăвăсем çырать. Уявсенче купăсне тăсса ярса пире юрлаттарать, ташлаттарать.  Яланах сывлăхпа тăр, юлташăм.

Хисеплесе афган вăрçин ветеранĕсем»

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *