Иртнĕ эрнере районти вĕренÿ тытăмĕшĕн савăнăçлă пулăм пулчĕ. Вăрăмпуçĕнчи тĕп шкулта çĕнĕ спорт залĕпе столовăй уçăлчĕç.
Ку таранччен шкулта спорт залĕ çуккипе физкультура урокĕсене ялти клубăн залĕнче ирттернĕ пулнă. Пĕр çĕртен тепĕр çĕре çитсе урока ĕлкĕрме меллех пулман. Халĕ вара ачасене лайăх аталанма шкулта мĕнпур услови пур.
Чăваш Республикин «Вĕренĕве аталантарасси» программипе килĕшÿллĕн 2019 çулхи май уйăхĕнче строительство ĕçĕсене пуçланă. Ăна валли республика бюджетĕнчен 26 566,1 пин тенкĕ, вырăнти хыснаран 1 398,2 пин тенкĕ уйăрнă. Объекта «Геолог» подряд организацийĕ хăпартса хута янă.
Хăнасене шкул директорĕ Лариса Иванова кĕтсе илчĕ, шкул территорийĕпе кăтартса çÿрерĕ. Чăн та, хĕллене пăхмасăр пур çĕрте те тирпейлĕ, илемлĕ. Шкул таврашне хăтлăлатнă, çулсемпе тротуарсене асфальт сарса якатнă, таврипех тимĕр карта тытса çавăрнă. Пахча çимĕçе упрама путвал та пур.
Шкул çурчĕ çумне тĕксе тунă спорт залĕн корпусне хĕрлĕ хăю касса уçнă хыççăн пурте шала кĕчĕç.
Вăрăмпуç тĕп шкулĕнче 24 çын ĕçлет, вĕсенчен 14-шĕ — педагог. Хальхи вăхăтра кунта 80 ача вĕренет, 36 шăпăрлан ача садне çÿрет.
Шкула пуçтарăннисене çĕнĕ çурта кĕнĕ ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренÿ управленийĕн начальникĕ Светлана Иванова, Вăрăмпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Степанов саламларĕç. Строительство ĕçне хастар хутшăннисене Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕç. «Геолог» ООО директорĕ Сергей Елисеев шкул директорне спорт залĕн символла уççине пачĕ. Лариса Александровна савăнăçне пытармарĕ: Вăрăмпуç шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсен, ял çыннисен тахçантанпах ĕмĕтленнĕ пысăк ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнишĕн пурне те — Чăваш Ен Правительствине, республикăн Патшалăх Канашĕн депутатне Юрий Попова, район администрацийĕн пуçлăхне Владимир Степанова, ачасен ашшĕ-амăшне — чунтанах тав турĕ.
Спорт залĕ пысăк, çÿллĕ, питĕ çутă, илемлĕ. Арçын ачасемпе хĕрачасене валли физкультура урокĕнче, тренировкăсенче хывăнса тăхăнмалли уйрăм пÿлĕмсем. Столовăйĕнче те шутсăр хăтлă, пĕтĕмпех çĕнĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Альбина Семенова, физкультура учителĕ Ирина Антонова, Ирина Петрова повар шкулти çĕнĕлĕхсем пысăк хавхалану кÿнине савăнсах каласа пачĕç.
Пуринчен ытларах, паллах, ачасем савăннă. Халĕ вĕсем физкультура урокĕнче кăна мар, уроксем хыççăн юлса хăйсен вăй-халне çирĕплетме пултараççĕ. Çак кунах шкул ачисем хушшинче «Хаваслă стартсем» иртрĕç.
Ирина АНДРЕЕВА