Понедельник, 18 ноября, 2024
Главная > Публикации > Районти сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ çĕнелет

Районти сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ çĕнелет

Çак кунсенче район больницинче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Канашлăва ЧР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Ирина Виноградова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов хутшăнчĕç. Сергей Шерне тĕп тухтăр вырăнти сывлăх сыхлавĕн ĕç-хĕлĕпе тата Канаш районĕнче «сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ пурнăçа кĕнипе туллин паллаштарчĕ. Пирĕн хаçат валли интервью пачĕ.

— Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн хальхи вăхăтри медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли виçĕ шайлă модель йĕркеленĕ. Унпа килĕшÿллĕн Ф.Г. Григорьев ячĕллĕ район больници пĕрремĕш шайри медицина организацийĕ шутланать. «Инфекци чирĕсем», «Гериатри» профильсемпе медицина пулăшăвĕпе район шайĕнче тивĕçтереççĕ, травматологи, хирурги, неврологи, кардиологи, гастроэнтерологи чирĕсемпе, ача çуратма Канаш хула больници йышăнать. Ятарлă, çÿллĕ шайри медицина пулăшăвĕ илме чирлĕ çынсене Шупашкарти сиплев учрежденийĕсене яратпăр.
Районти сывлăх сыхлав системи çумне çирĕплетнĕ халăхăн йышĕ 2018 çулхипе танлаштарсан 6,9 процент чакнă. Анализ тунă хыççăн çакă халăх (студентсем) урăх вырăна пурăнма куçнипе, Канашри предприятисенче ĕçлекенсем ĕç вырăнĕнчех медтĕрĕслев е диспансеризаци тухнипе çыхăнни палăрчĕ.
Районти халăхăн 74,4 процентне фельдшерсем пăхса тăраççĕ.
Юлашки икĕ çулта демографи кăтартăвĕсем районта йĕркеленсе пыраççĕ: ача çураласси иртнĕ çулхипе пĕр шайра, 10,4-10,6 (2019 çулта 367 ача çуралнă), 2018 çулхинчен 3 ача сахалрах. Вилекенсен хисепĕ 4 процент сахалланнă, пĕр пин çын пуçне 15,7 процентпа танлашнă.
— Сергей Александрович, паллă ĕнтĕ, кирек мĕнле ĕçре те кадрсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Сирĕн патра ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех?
— Коллективра паян 78 врач (тивĕçтерÿлĕх 22,7 проц.) ĕçлет, медицинăн вăтам персоналĕ — 283 çын (81,9 проц.). «Земство тухтăрĕ» программăпа 2019 çулта 2 специалист ĕçлеме килчĕ. Çак программа ĕçлеме пуçланăранпа, 2012 çултанпа, районти сывлăх сыхлавĕн тытăмне 61 тухтăр килнĕ, вĕсенчен 39-шĕ паян кунчченех кунта чирлисене сиплеççĕ. 2018 çултан пуçласа «Земство фельдшерĕ» программăпа 3 фельдшер ĕçлет.
— Пирĕн районта çулленех çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хута каяççĕ. Çакă ялта пурăнакансемшĕн питĕ лайăх вĕт-ха. Вĕсем пирвайхи медицина пулăшăвне вырăнтах илме пултараççĕ.
— «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2019 çулта Канаш енре хальхи вăхăтри çĕнĕ тăватă фельдшерпа акушер пунктне хута ятăмăр: Маякра, Вăрăмпуçĕн- че, Ушанарта, Тури Юнтапара. 2013 çултанпа район территорийĕнче пĕтĕмпе 22 çĕнĕ ФАП туса лартнă, вĕсене пурне те çĕнĕ йышши оборудованипе тивĕçтернĕ. Ялсенчи сиплев учрежденийĕсем пурте пĕрешкел илемлĕ, вĕсенче хăтлă, çутă, ăшă, газпа ăшăнаççĕ.
Кăçал пирĕн тăрăхра тепĕр виçĕ ФАП тума палăртнă: Асхвара, Аслă Мамире, Вăрман Енĕшре. Апла пулсан ку тăрăхра пурăнакансем патне те хальхи вăхăтри медицина пулăшăвĕ çитетех.
Унсăр пуçне 2018 çултанпа районта куçса çÿрекен фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет, вăл ятарлă автобусра вырнаçнă. Паянхи кунччен вăл ФАП çук пĕчĕк ялсене çитсе 4178 çыннăн сывлăхне тĕрĕслерĕ: юнри сахăр (3971 çын), холестерин (3971) шайне виçме, тонометри (4171), онкоцитологи (2423) валли анализсем илнĕ, 4178 çынна ЭКГ тунă. Вырăна тухса ирттернĕ тĕрĕслев вăхăтĕнче 906 çын юн пусăмĕ, 139 çын юнри сахăр шайĕ, 171 çын холестерин виçи пысăк пулнипе аптăрани палăрнă.
— Юлашки çулсенче районти сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ку таранччен пулман пысăк юсав ĕçĕсем туса ирттерме пултартăр. Больница корпусĕсем, территорийĕ пĕтĕмпех улшăнчĕ тесен те юрать.
— 2018-2019 çулсенче районăн тĕп больницинче тĕплĕ юсавпа строительство ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр. Малтанхи çулхине ача çуратмалли корпус пулнă çурта тĕпрен юсаса терапи уйрăмне унта куçартăмăр. Ăшă трассине, котельнăйсене, поликлиника, хирурги корпусĕн тăррисене, ФАПсемпе врач амбулаторийĕсене çĕнетрĕмĕр. Пĕтĕмпе 29567860,39 тенкĕ усă курнă.
Пĕлтĕр малтан терапи корпусĕ пулнă çурта тĕпрен юсаса инфекци уйрăмне унта куçартăмăр. Унсăр пуçне больницăн лифтне те çĕнетсе хута ятăмăр, Анат Сурăмри, Вăтакас Кипечри врач амбулаторийĕсене, Кивĕ Ахпÿрт-ри, Хучелти ФАПсене юсанă. Стоматологипе функциллĕ диагностика уйрăмĕсенче, хирурги корпусĕнче те пысăк ĕçсем тунă. Сиплев корпусĕсене тулаш енчен кăна мар, шалтан та пĕтĕмпех çĕнетнĕ. Кăна валли 77894573,35 тенкĕ уйăрнă.
Сывлăх сыхлав учрежденийĕсене çĕнетессипе ĕçсем вĕçленмен-ха. Кăçал, сăмахран, хирурги уйрăмне юсаса пĕтермелле. Çĕнĕ сĕтел-пукан, краватьсем туянмалла, больница территорине хăтлăлатмалла: видеосăнав камерисем, шлагбаум вырнаçтармалла, машинăсем лартмалли вырăн тумалла, картасене ылмаштармалла. Çеçпĕлти медпункта тĕпрен юсамалла. Пĕтĕмпе 18355904 тенкĕ пăхса хăварнă.
— Пысăк тав сире, Сергей Александрович, калаçушăн.

Ирина АНДРЕЕВА

Надежда ЧЕБУКОВА, Яманкассинчи ФАП заведующийĕ:
— Яманкассинчи медпунктра эпĕ 2011 çултанпа ĕçлетĕп. Ял варринче вырнаçнă ФАП çуртне иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче тунă пулнă. Ăна май пур таран хăтлăлатма тăрăшнă пулин те вăхăт иртнĕ май çурт кивелнĕ.
2015 çулхи август уйăхĕнче ялта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Ăна уçнă çĕре питĕ нумай çын пухăнчĕ. Çак çĕнĕлĕхшĕн, паллах, пурте савăнчĕç: эпĕ те, ял-йыш та.
Çĕнĕ япала çĕнех ĕнтĕ: кунта халĕ питĕ хăтлă, ăшă, çутă. Çынсене йышăнма та меллĕ. Врачсем килсен те çынсене ларма-тăма вырăн çителĕклĕ. Ăшă шыв, санузел пур. Çаксем пĕтĕмпех ĕçе çăмăллатаççĕ. ФАПăн аптеки малтанхипе танлаштарсан пуян, куллен кирлĕ эмелсем яланах пур кунта. Çынсем мĕн ыйтаççĕ, вăхăтра илсе килсе паратпăр.
Тухса çÿреймен çынсем, çулталăка çитмен пĕчĕк ачасем патне килĕсене каятăп. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма тăрăшатăп. Хамăн ĕçе питĕ юрататăп. Яманкасси халăхĕпе те кăмăллă, ырă чунлă, пулăшма хатĕр çынсем пурăнаççĕ кунта. Хальхи вăхăтра дистанци мелĕпе «Ял çыннисен сывлăхне сыхласси» курсра вĕренетĕп.

Галина ПАВЛОВА, Вăрăмпуçĕнчи ФАП заведующийĕ:
— Иртнĕ кĕркунне пирĕн ялта та çĕнĕ сиплев çурчĕ уçăлчĕ. Ăна эпир пурте питĕ кĕтрĕмĕр. Юпа уйăхĕнче çĕнĕ те илемлĕ, çутă та хăтлă фельдшерпа акушер пункчĕ кунта хăйĕн пирвайхи пациенчĕсене йышăнчĕ. Ял çыннисем медпункта чирлесен кăна мар, эмел туянма та, пĕр-пĕринпе курса калаçма та килеççĕ. Çĕнĕ те ăшă çуртра ĕçлеме лайăх паллах. Пирĕн пата кашни уйăхрах педиатр, район больницинчен тухтăрсем килсе ачасен, çитĕннисен сывлăхне тĕрĕслеççĕ. Юн пусăмне, юнри сахăр шайне виçеççĕ, кама мĕнле медпулăшу кирлине палăртаççĕ.
Питĕ килĕшет мана кунта ĕçлеме, ĕçе хаваспах çÿретĕп. Ял çыннисем те кăмăлпах килсе çÿреççĕ. Медоборудовани, пепкесене, хĕрарăмсене пăхмалли вырăн таврашĕсем — пĕтĕмпех çĕнĕ. Уйрăмах хĕлле çуртра ăшă пулнăшăн, ăшă шыв пурришĕн савăнатпăр. Малтан кунашкал услови пулман вĕт. Тепĕр хут калатăп, питĕ килĕшет мана ял çыннисен сывлăхне пăхса тăма. Çакăн пек илемлĕ ФАП туса панăшăн республика, район ертÿлĕхне чунтанах тав.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *