Хаклă хĕрарăмсем!
Сире Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!
Ҫуркуннехи ҫак уяв этемлĕхĕн илĕртӳллĕ ҫурри ҫине ытарайми пăхса хавхаланмалли сăлтав пулса тăрать.
Ҫутҫанталăк сире илем, пысăк ăс-хакăл пернеленĕ. Эсир ырăлăхпа тимлĕхе сăнарлатăр, тĕнчене ачашлăхпа, юратупа пуянлататăр.
Эпир хамăрăн республикăри хĕрарăмсемпе тивĕҫлипе мăнаҫланатпăр.
Эсир ĕҫре те, килте те хăвăрăн пултарулăхăра туллин ҫирĕплететĕр: профессире, пултарулăх, общество ĕҫĕнче ҫитĕнӳсем тăватăр, кил хуҫалăхри пысăк тиеве хăвăр ҫине илетĕр, ачасене воспитани паратăр, ҫемье вучахне упратăр.
Паян вăрҫă ҫулĕсенчи ăру хĕрарĕмĕсене уйрăммăн тав тăвас килет. Вĕсем арҫынсемпе пĕрле Ҫĕнтерĕве туптанă, фронтра хăйсене хĕрхенмесĕр ҫапăҫнă, тылра ĕҫленĕ.
Сире сывлăх, ырлăх, уяв чухнехи ҫĕкленӳллĕ кăмăл, чи ҫутă ĕмĕтсене пурнăҫлама сунатăп.
Эпир cире юрататпăр. Телейлĕ пулăр!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн
тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев
Дорогие женщины!
От всей души поздравляю вас с Международным женским днем!
Этот весенний праздник является особым поводом выразить восхищение прекрасной половиной человечества.
Природа наделила вас красотой и жизненной мудростью. Вы являетесь воплощением доброты и чуткости, наполняете мир нежностью и любовью.
Мы не перестаем восхищаться женщинами нашей республики.
Вы в полной мере проявляете себя на работе и дома: достигаете вершин в профессии, в творчестве, в общественной деятельности, справляетесь с огромным грузом забот в быту, воспитываете детей, поддерживаете семейный очаг.
Особые слова признательности хочется сказать сегодня женщинам военного поколения, которые вместе с мужчинами ковали Победу, самоотверженно сражались на фронте и работали в тылу.
Желаю вам здоровья, благополучия, праздничного настроения и исполнения самых заветных желаний.
Мы любим вас. Будьте счастливы!
Временно исполняющий обязанности
Главы Чувашской Республики Олег Николаев