Ĕмĕр сакки сарлака теççĕ халăхра. Анчах мĕн сарлакăш-ши вăл? Кам виçсе пăхнă-ши ăна? Паллах, кусем ытарлăн каланă сăмахсем. «Манăн ĕмĕрĕн сакки 90 çулпа танлашать, пурăнмалли тата мĕн чухлĕ юлчĕ-ши? — пуçларĕ хăйĕн сăмахне Ушанар ялĕнче пурăнакан Перасковия Павловна. — 90 çул çын кун-çулĕнче вăрăм тапхăр, мĕн пулса иртни пĕтĕмпех асра, чĕрере упранать».
Чăнах та, мĕн кăна тÿсме тивмен-ши çак хĕрарăма пурнăçра; Вăрçă хĕн-асапне те тутанса курнă, хуйха-суйха та чăтса ирттернĕ. Çапах та савăнăçпа телей те пулнах.
Сăмах çумне сăмах хушса вăрçă çулĕсене аса илтĕмĕр. «Ачалăхăн чи телейлĕ, чи савăнăçлă вăхăтĕнче çĕнтерĕве çывхартассишĕн ĕçлерĕмĕр. Вăрçăн пирвайхи кунĕсем асрах. «Вăрçă, вăрçă пуçланнă! — кăшкăраççĕ урамра. Хăшĕсем çĕр çине выртса макăрчĕç. Темиçе кунтанах ял пушанса юлчĕ, арçынсем фронта кайрĕç. Колхоз ĕçĕсем ватăсемпе хĕрарăмсем тата ачасем çине тиенчĕç.
Аттепе пичче те вăрçа кайрĕç. Пичче ял урамĕсемпе салтак юрри юрласа сыв пуллашрĕ. Телее, иккĕшĕ те вăрçăран таврăнчĕç. Павлов Василий Павлович, манăн пичче, халĕ 95 çулта, Шупашкар хулинче ывăлĕн çемйипе пурăнать. Орден-медальне типтерлĕ упрать.
Вăрçă вăхăтĕнче бригадир хушнипе манăн аннепе тепĕр хĕрарăм ĕçлекенсем валли кунне икĕ хутчен çăкăр пĕçернĕ. Бригадир çăкăрсене виçсе илнĕ, колхозниксене те виçсе панă. Унсăр пуçне ĕçлекенсене тăвар улми, çăмах яшки пĕçерсе çитернĕ. Вăрçă çулĕсенче никам та алă усса ларман, хуйхăрса ларма та вăхăт пулман, ĕçре пиçĕхнĕ, туптаннă. Çапла ÿсрĕмĕр эпир аслисемпе пĕрле, тертпе, хуйхăпа хăвăрт çитĕнтĕмĕр.
Упăшки, ывăлĕ, пиччĕшĕ, шăллĕ вилни çинчен хут килсен татăлса йĕрекен хĕрарăмсемпе хĕрсене курма питĕ йывăрччĕ. Кунашкал усал хыпар яла кăвак конвертпа килетчĕ.
Вăрçă чарăннă кун ял халăхĕ уйра акара пулнă. Мана яла шыв ăсма ячĕç. Ялти трибунăна хĕрлĕ хăмачпа сарнине куртăм-ха. Мĕншĕн ун пек тăваççĕ-ши тесе интерес- лентĕм. «Вăрçă чарăннă», — теççĕ. Эпĕ шыв илмесĕрех уя чупрăм. Вăрçă чарăнни çинчен пĕлтерсен пĕр-пĕрне ыталаса йĕме тытăнтăмăр. Ĕçлеме пăрахса яла чупрăмăр. Ялта çак ятпа митинг иртрĕ.
Вăрçă пĕтнĕ хыççăн паттăрсем яла таврăнма тытăнчĕç. Пурте мар, чылайăшĕ вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Çĕршыв-ра мирлĕ ĕç пуçланчĕ, çав шутра пирĕн Калинин ячĕпе хисепленекен хуçалăхра та. Семен Петрович Петрова колхоз председательне суйласан хуçалăх вăй илчĕ. Вăл колхозшăн та, халăхшăн та питĕ тăрăшса ĕçлерĕ.
Эпĕ кăштах та пулин укçа ĕçлесе илес тесе Мускава кайрăм. Стройкăра вăй хутăм. Ĕçлеме çав тери йывăрччĕ, мĕнпур ĕçе алă вĕççĕн тăваттăмăр. Ун хыççăн тăван яла таврăнтăм.
Хамăн пулас мăшăрпа Луккапа паллашрăм. «Юратнă çыннăм, эсĕ манăн мăшăрăм пулас пулсан сана алă çинче çĕклесе тĕнчене кăтартăттăм», — терĕ. Хирĕçлемерĕм. 1951 çулта çемье çавăртăмăр. Лукка питĕ ăслă çынччĕ. Тавра пĕлÿçĕ, историк, ĕмĕрне шкулта ĕçлесе ирттерчĕ. Пĕрмай çыратчĕ. Ватăсем те, хĕрарăмсем те таçтан-таçтан ун патне ăна-кăна ыйтса пĕлме килетчĕç. Аслă шкулсенче вĕренекенсене ют чĕлхепе çыру ĕçĕсем тума пулăшатчĕ мăшăрăм. Килен-каяна тем çырса пама та тиветчĕ унăн. «Питĕ тархасласан та çăхав çырса çылăха ан кĕр», — теттĕм ăна.
Лукиян Ивановичпа иксĕмĕр виçĕ ывăл çуратса ÿстертĕмĕр. Асли Николай Шупашкарта пĕр заводра вăй хучĕ, халĕ те ĕçлет-ха. Час-часах килсе пулăшать мана, кил-тĕрĕшри юсав ĕçĕсене те вăлах тăвать. Иккĕмĕш ывăл, Сергей, — çыравçă, журналист, доцент, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Писательсен союзĕн членĕ, нумай çул «Хресчен сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ пулчĕ. Сергей Павлов — нумай-нумай кĕнеке авторĕ.
Кĕçĕн ывăлăн Володьăн шăпи телейсĕр пулчĕ, сарăмсăр вилчĕ, пирĕн чуна амантса хăварчĕ, — кун-çулĕпе, çемйипе тĕплĕн паллаштарчĕ Перасковия Павловна.
Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа кăçал 75 çул çитет. Ăру хыççăн ăру ылмашăнĕ. Çапах та 1941 çулхи çав тери пысăк хуйхăпа çухатусем тата 1945 çулта куççуль витĕр килнĕ Аслă Çĕнтерÿ савăнăçĕ нихăçан та асран тухмĕç.
Ольга ТЕРЕНТЬЕВА
Çĕнĕ Чалкасси ялĕ