Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа пирĕн районта çамрăксен «75 ырă ĕç» проекчĕ пурнăçа кĕрет. Иртнĕ канмалли кун Уçырма вăтам шкулĕн Çĕнтерÿ волонтерĕсем, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Людмила Пантелеймонова, ялти вулавăш заведующийĕ Ирина Махминова тата культура çурчĕн ертÿçи Юлия Николаева «Пуç таятпăр сан умра, ветеран!» ыр кăмăллăх акцине старт панă.
Çакăн йышши акцие хутшăнса вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă ветерансене тимлĕх уйăрасси кашнин сăваплă тивĕçĕ пулмалла. Мĕншĕн тесен вăрçа хутшăннă салтаксем пирĕн çутă малашлăхпа мирлĕ пурнăçшăн юн тăкнă, çитĕнекен ăрăвăн çак паттăрлăха яланах асра тытмалла.
«Пуç таятпăр сан умра, ветеран!» ыр кăмăллăх акцине хутшăннисем Кĕлтеçулĕнче пурăнакан Павел Осипович Козлов патне çитсе килнĕ. Вăл тыл ветеранĕ.
Павел Осипович 1926 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Ухман ялĕнче çуралнă. 1930 çулсен пуçламăшĕнче вĕсен çемйи Кĕлтеçулне куçса килнĕ. Каччă малтан ФЗОра вĕреннĕ, унтан Канаш хулинчи ВРЗра бронепоездсемпе танксем пуçтарас ĕçе хутшăннă. 1947 çултан пуçласа 1953 çулччен чукун çул çинче вăй хунă, каярах проводник ăсталăхне алла илнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен ВРЗăн тасатакан сооруженийĕсенче ĕçленĕ.
1958 çулта çемье çавăрнă, мăшăрĕпе иккĕшĕ хĕрпе ывăл çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ĕçри хастарлăхшăн Павел Козлова правительствăн чылай наградипе хавхалантарнă.
Хăнасем Павел Осиповича чĕрĕ чечек çыххи тата кукăль парнеленĕ. Çавăн пекех Уçырма вăтам шкулĕнче вĕренекенсем çырса хатĕрленĕ Çĕнтерÿ çырăвĕсене панă. Унтан пурте пĕрле «Катюша» юрра шăрантарнă. Ыр кăмăллăх акцине хутшăннисем сыв пуллашнă май ветерана çирĕп сывлăх тата вăрăм кун-çул суннă.
Ирина МАХМИНОВА,
библиотека заведующийĕ