Суббота, 2 ноября, 2024
Главная > Публикации > Амăшĕн капиталĕнчи улшăнусем вăя кĕчĕç

Амăшĕн капиталĕнчи улшăнусем вăя кĕчĕç

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ пуçарнипе йышăннă амăшĕн (çемье) капиталĕн программине кĕртнĕ улшăнусем çинчен РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри управленийĕн Канашри уйрăмĕн ертÿçипе Ольга Петровăпа калаçрăмăр.
— Ольга Михайловна, амăшĕн капиталне тĕпрен илсен мĕнле улшăнусем кĕртнĕ?
— Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырăва пурнăçласа 2020 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче амăшĕн (çемье) капиталне малалла аталантармалли хушма мерăсем çинчен Федераци саккунне йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн амăшĕн капиталне илме пултаракансен йышне анлăлатнă, çемьесене тивĕçекен патшалăх пулăшăвĕн суммине ÿстернĕ, программăн срокне 5 çула – 2026 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен — тăснă, укçа-тенкĕпе усă курма ирĕк паракан çĕнĕ енсене çирĕплетнĕ.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисемпе çемьере пĕрремĕш ача çурат-нă (усрава илнĕ) хĕрарăмсем те усă курма пултараяççĕ. Пĕрремĕш ача çуралсан тивекен укçа сумми — 466617 тенкĕ, иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралсан амăшĕн капиталĕ 150 пин тенкĕ ÿсет, 616617 тенкĕпе танлашать.
Çемьере пĕрремĕш ача 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен, иккĕмĕшĕ вара çак дата хыççăн кун çути курнă тăк укçа сумми тÿрех 616617 тенкĕпе танлашать.
Программăна кĕртнĕ çĕнĕлĕхсенчен чи пĕлтерĕшли апрелĕн 15-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Çак кунтан пуçласа амăшĕн капиталне тивĕçнине çирĕплетекен сертификата проактивлă формăпа, заявлени çырмасăр, пама пуçлаççĕ. Ача çуралнă хыççăн амăш капиталĕн прави тÿрех йĕркеленет, çемье вара тивĕçлĕ заявлени çырнă хыççăн çав укçапа усă курма пуçăнма пултарать. Ку енĕпе мĕн кирлине Пенси фончĕ хăех тăвать.
Сертификата памаллипе памалла маррине граждан тăрăмĕсен акчĕсен Пĕрлехи патшалăх реестрĕнчи амăшĕн СНИЛС, ача çуралнин сведенийĕсене тĕпе хурса палăртаççĕ. Апрелĕн 15-мĕшĕччен сертификата малтанхи йĕрке-пех илме пултараççĕ. Çак йĕрке ача усрава илекенсене те пырса тивет.
— Апрелĕн 15-мĕшĕ хыççăн сертификата заявленисĕрех хатĕрлесси çине куçсан амăшĕн капиталне тивĕçнине мĕнле пĕлме пулать-ха?
— Сертификат хатĕрлени çинчен Пенси фончĕн информаци системинче шута илĕнет те амăшĕн Пенси фончĕн сайтĕнчи е Патшалăх пулăшăвĕ- сен пĕрлехи порталĕнчи Харпăр пÿлĕмне (Личный кабинет) хыпар килет. Пулăшу тĕсĕсен уйрăмне кĕме ЕСИА çирĕплетнĕ учетлă запись пулмалла. Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленмен амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсене çак ĕçе маларах — ача çураличчен тума сĕнетпĕр. Кун пек тусан эсир Пенси фончĕн е ытти ведомствăсен пулăшăвĕсемпе онлайн-режимра усă кураятăр. Çапла майпа патшалăх çамрăк амăшĕсемпе хутшăнмалли меллĕ электрон формат çине куçать.
— Ольга Михайловна, чылай çемье амăшĕн капиталне çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма усă курать. Ку енĕпе мĕнле те пулин улшăнусем пур-и?
— Чăн та, укçапа усă курмалли мелсем тĕлĕшпе меллĕрех енсем кĕртнĕ. Çурт-йĕр туянас пулсан унăн ашшĕ- амăшĕпе ачасен пĕрлехи пурлăхĕ пулса тăмалла. Çĕнĕ нормăсемпе килĕшÿллĕн кил хуçи унпа усă курмалли заявленире кашнинех пай уйăрса памаллине çирĕплетет.
Тепĕр çĕнĕлĕх: çемье капиталĕпе сад участокĕнче çурт тума усă курма юрать. Чи кирлĕ услови кунта, малтанхи пекех, çĕр харпăрлăхĕн прави тата çурт-йĕр тума ирĕк пурри. Укçана ипотека кредичĕн парăмне татма усă курас тăк халĕ банка кăна каймалла, малтанхи пек банка та, Пенси фондне те çÿремелле мар.
— Амăшĕн капиталĕпе усă курассинче тата мĕнле улшăнусем пур?
— Çемье капиталне йĕркелессипе тата çак укçа-тенкĕпе усă курмалли сроксене палăрмаллах чакарма палăртнă.
Амăшĕн капиталĕнчен уйăхсерен укçа тÿлесе тăрасси вăя кĕрет. 2018 çултан пуçласа иккĕмĕш ача çуралнă çемьесенче амăшĕн капиталĕн укçине уйăхсерен паракан тÿлев пек ача çуралсанах, вăл 3 çул тултарасса кĕтмесĕрех, илме пултараççĕ.
— Ольга Михайловна, амăш капиталĕн программин ĕç-хĕл-не мĕнле пĕтĕмлететĕр?
— Çемье капиталĕн программи 2007 çулта ĕçлеме пуçларĕ. Çак çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çемьере иккĕмĕш е ун хыççăн ача çуралнă (усрава илнĕ) çемьесем патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕç. Малтанхи вăхăтра укçа сумми 250 пин тенкĕччĕ. Унпа виçĕ тĕллевпе усă курма юратчĕ: çемьен пурнăç условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн пенсийĕ валли куçарма. Каярахпа çак мелсем тата хушăнчĕç. 2016 çултан пуçласа сусăр ача валли реабилитаци хатĕрĕ туянма усă курма ирĕк пачĕç, 2018 çултан уйăхсерен тÿлев илсе тăма.
Амăшĕн капиталĕпе усă курассинче чи анлă сарăлнă мел — çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси. Кунта çемье хваттер туянма, хăй çурт-йĕр хăпартма е пая кĕрсе строительствăна хутшăнма, пирвайхи взноса тÿлеме: ипотека кредитне тÿлесе татма пултарать. Чăваш Енре амăшĕн капиталĕпе усă курса 66 пин çемье (25 млрд тенкĕ ытла) пурăнмалли условисене лайăхлатнă.
Юлашки çулсенче капиталпа ачасене вĕрентессинче те тухăçлă усă курма пуçларĕç: аслă шкулта вĕреннĕшĕн е ача садне çÿренĕшĕн.
Çемье телейĕ — ачасенче. Ача сасси илтĕнмен çуртра пушă та тунсăхлă. Çавăнпа та кашни çемье ача-пăча çуратса ÿстерсе телей куртăр. Ачасем вара ашшĕ-амăшĕ çумĕнче телейлĕ ÿсчĕр.
— Пысăк тав калаçушăн.

Ирина АНДРЕЕВА калаçнă

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *