Арăмна макăртса, ачуна хăварса
Тухса кайнă вăрçа эс, аттеçĕм.
Тăшмана аркатса, сывлăхна хавшатса
Киле килнĕ кайран эс, аттеçĕм…
Вăрçă!.. Мĕн тери хăрушă сăмах! Паянхи кун та çак сăмаха илтсен чун сехĕрленет, ÿтри юн шăнса каять, çÿç вирелле тăрать. Мĕн чухлĕ çын телейне аркатман-ши, мĕн чухлĕ çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлман-ши çав тискер вăрçа пула… Мĕн чухлĕ терт, асап, нуша кăтартнă тăнăç пурнăçпа пурăнма кăна пуçланă халăха 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывшăн пынă хăрушă вăрçă.
Эпир паянхи кун хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă вăрçă салтакĕсене, тылра çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми-канми тăрăшнă хĕрарăмсемпе стариксене, ачасене хурланса та мăнаçланса аса илетпĕр, тав сăмахĕсем калатпăр. Килте юлнă çывăх çыннисене яланах асра тытни салтаксене тата та хĕрÿллĕрех, хастартарах çапăçма пулăшнă, вăй панă. Вĕсем тăшмана çĕнтерсен çеç тăван киле ыррăн-сыввăн таврăнма пулассине пĕлнĕ.
Манăн сире хамăн аттен, Канаш районĕнчи Анат Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Сергеев Мирон Сергеевичăн, пархатарлă кун-çулĕпе паллаштарас килет.
Манăн атте 1913 çулхи августăн 26-мĕшĕнче нумай ачаллă кил-йышра çуралнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Канашри чукун çул деповĕнче ĕçленĕ. 1934 çулта вĕсен çемйи Йĕпреç районĕнчи Костер ятлă пĕчĕк вăрман поселокне пурăнма куçнă. 1936 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче ăна çара илсе кайнă. Унта вăл 1938 çулхи декабрь уйăхĕччен чукун çул çинчи 3-мĕш эксплуатаци полкĕнче пăравус машинисчĕн пулăшаканĕ пулнă.
Вĕсен çемйинчен вăрçа тÿрех иккĕнтан тухса кайнă: аслă ывăлĕ Иван тата вăталăххи Мирун. Иван Сергеевича 1941 çулхи июнĕн 24-мĕш кунĕнче мобилизаципе вăрçа илсе кайнă. Часах вĕсен килне аманнă хыççăнхи йывăр сурансене пула 1941 çулхи июлĕн 29-мĕшĕнче Иван вилни çинчен хут килнĕ.
Вăрçă пĕтнĕ хыççăн юхăнса юлнă хуçалăха ура çине тăратмалла пулнă. Кунта та пирĕн атте малтисен ретĕнче тăрăшнă. Вăл колхоз председателĕнче те, платникре те ĕçленĕ. Çирĕп хуçалăх тытса тăнă.
Мирон Сергеевич 1941 çулхи августăн 1-мĕшĕнче вăрçа тухса кайнă. Вăл малтанхи кунтан пуçласа 1942 çулхи январь уйăхĕччен 12-мĕш прожектор полкĕнче прожекторист, унтан 1942 çулхи декабрь уйăхĕччен 1079-мĕш зенит артиллерийĕн полкĕнче тупăран тĕллекенни пулнă. Кайран вара 1945 çулхи сентябрьччен 8-мĕш гварди çарĕнчи 23-мĕш ятарлă уйрăм ВНОС ротинче службăра тăнă, Берлина çитнĕ, рейхстага илнĕ çĕре хутшăннă. Сталинград хулишĕн пынă çапăçура контузи илнĕ. 1945 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче демобилизациленнĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче кам кăна пулман-ши пирĕн атте: прожекторист, тупăпа тĕллекен, сăнавçă телефонист, ВНОСри Тĕп постра çыхăну енĕпе ĕçлекен дежурнăй. Хăйне шанса панă кашни ĕçех Сергеев Мирон Сергеевич хĕрлĕ армеец тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлнĕ, тивĕçлĕн те тĕплĕн пурнăçласа пынă, яланах çар дисциплинине çирĕппĕн пăхăнса тăнă. Командовани хушнă кашни задание нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр питĕ лайăх кăтартусемпе, тÿрĕ кăмăлпа, пĕтĕм чунне парса пурнăçласа пынă. Сталинградшăн пынă çапăçусенчен пуçласа Çурçĕр Донецпа Днестр юхан шывĕсем таранах, Ново-Николаевск хули патĕнче нимĕç захватчикĕсен фронтне татнă чухне те Мирон Сергеевич яланах малтисен ретĕнче пулнă, паттăррăн çапăçнă. Совет çарĕн пысăк çапăçĕвĕсенче яланах зенит çарĕн çыхăну линийĕсене хăй тĕрĕсленĕ.
1944 çулхи çуркуннепе çулла Ковель хули патĕнче нимĕç çарĕсен фронтне татнă чухне тата 1945 çулта Висла юхан шывĕн сулахай çыранĕшĕн пынă çапăçусенче гвардин кĕçĕн сержанчĕ Мирон Сергеев кăнтăрла та, çĕрле те тăшманăн минăпа чыхнă вырăнĕсене пăхмасăр ВНОС посчĕсене çыхăнупа тивĕçтернĕ.
Тăван çĕршывшăн пынă юнлă вăрçăра хастарлăхпа паттăрлăх кă- тартнăшăн Мирон Сергеевича 1942 çулта «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», 1944 çулта «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсемпе, 1945 çулта Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
Вăрçă пĕтнĕ хыççăн юхăнса юлнă хуçалăха ура çине тăратмалла пулнă. Кунта та пирĕн атте малтисен ретĕнче тăрăшнă. Вăл колхоз председателĕнче те, платникре те ĕçленĕ. Çирĕп хуçалăх тытса тăнă.
Пирĕн анне Степанова Мария Степановна колхоз утарĕнче утарçăра тăрăшатчĕ. Çав утар валли мĕнпур вĕллене аттен ылтăн аллисем хатĕрленĕччĕ. Анчах та аттен вăрçăра хавшанă сывлăхĕ яланах хăй çинчен аса илтерсе тăратчĕ. Çавна пулах вăл юлашки çулсенче конюха куçрĕ. Анчах та унта нумай ĕçлеймерĕ, 57 çултах йывăр чире пула пиртен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Анне ултă ачапа пĕчченех тăрса юлчĕ, атте кĕçĕннисене ура çине тăма пулăшса та ĕлкĕреймерĕ.
Эпир хамăр аттепе чăннипех мухтанатпăр та, мăнаçланатпăр та! Унăн вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхĕ, хастарлăхĕ ачисемшĕн кăна мар, мăнукĕ-семшĕн те яланах ырă тĕслĕх пулса тăрĕ. Тăван çĕре юратма, хисеплеме, унпа мăнаçланма вĕрентĕ, çĕршыва тивĕçлĕ гражданин пулса ÿсме пулăшĕ.
Тайма пуçăм сана, аттеçĕм! Çак сăваплă та пысăк çĕнтерÿре санăн пĕчĕк тÿпÿ те пурришĕн эпир тивĕçлипех мухтанатпăр!
Лариса МИРОНОВА