Ака уйăхĕн пуçламăшĕ ăшă кунсемпе савăнтарма тытăнчĕ те ял хуçалăх ĕçченĕсем уй-хир ĕçне пуçăнчĕç. Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕ, сăмахран, районта акана пĕрремĕш тухакансенчен пĕри пулнă. Ака уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне фермер çур акине вĕçленĕ.
Урпа анисем Валерий Никоновăн 220 гектар йышăнаççĕ. Тăпра ăшне элита вăрлăх варса хăварнă. Çак кунсенче çурхисен шăтаслăхне районтан комисси килсе тĕрĕслерĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов вăрăсем çирĕп тымар янине, çанталăк ăшăтсассăнах симĕс кавир евĕр шăтса тухасса палăртрĕ. Эппин, пăшăрханма кирлĕ мар, юрлă сивĕ кунсем çурхисене сиен кÿмен.