Вероника ПАВЛОВА, Канаш район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ:
— Майăн 11-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин виçĕ çултан пуçласа 15 çул тултарнă ачасене 10 пин тенкĕ укçа тÿлесси çинчен пĕлтерчĕ. Паллах, чи малтан сăмах ачасемпе çемьесем çинчен пырать. Ашшĕ-амăшĕн яланах ачисемшĕн тăрăшмалла, халĕ вара çемье хăнăхнă тупăшсăр тăрса юлсан ăна çăмăлах мар. Çитменнине тата ашшĕ-амăшĕнчен хăшĕ те пулин ĕçсĕр тăрса юлчĕ пулсан пушшех те йывăр. Шел, кун пек те пулать.
Ачаллă нумай çемьене паян патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ. Çак тÿлев вара, чылайăшĕшĕн чăннипех те пысăк пулăшу пулĕ.