Понедельник, 4 ноября, 2024
Главная > Публикации > Çемье вăй илеслĕхĕ кăшт каярах юлса пырать

Çемье вăй илеслĕхĕ кăшт каярах юлса пырать

Владимир Петрович МАЛОВ, Маяк ялĕнчи хурт-хăмăр ăсти:
— Кăçалхи хĕл, ытти çулхипе танлаштарсан, самай ăшăрах пулчĕ. Юр сахал çунипе çĕр пичĕ çинче вăл нумай вăхăт хушши тытăнса тăмарĕ. Çавна май çуркунне питех те ир килнĕн туйăнчĕ. Хурт-хăмăр ăстисем çунатлă ĕçченсене хĕллехи ыйхăран вăратса вĕсен вĕллисене утар картишĕсене кăларса лартма тытăнчĕç. Эпир те айккинче юлмарăмăр.
Анчах та вĕлле хурчĕсене ирĕккĕн вĕçме ăшă кунсем сахал пулчĕç. Çемье вăй илеслĕхĕ, иртнĕ çулсемпе пăхас пулсан, кăшт каярах юлса пырать. Мĕншĕн тесен вĕллене чечек тусанĕ сахал кĕрет. Вăл — белок, хурт-хăмăра аталанма чи кирлĕ компонент шутланать.
Шĕшкĕ çурнă вăхăтра унăн чечекĕн тусанне кăштах йăтса ĕлкĕрчĕç-ха, кайран йăмра çине вĕçрĕç. Анчах та йăмра чечекĕ кăçал хăвăрт типсе кайрĕ. Халĕ вĕлле хурчĕсем кукша пуç çинче чечек тусанĕ пухаççĕ, сад пахчинчи çеçкене ларнă улма йывăççисем çинче тĕрмешеççĕ. Маларах вĕрене пылне илсе килчĕç, вăл вĕллери рамăсем çинче йăлтăр курăнать.
Халĕ хурт-хăмăр ăстисем утарта вĕлле хурчĕсене çĕнĕ карас тăстарассипе ĕçлеççĕ. Çĕнĕ рамăсем çинче чир-чĕр çук, тăснă карас куçĕсенчен сывă тата шултра хуртсем тухаççĕ. Çакăн пек карас çине хунă пыл та лайăх упранать. Çавăнпа та утарçăн пур ĕçе те вăхăтра пурнăçласа пымалла, унсăрăн каю шăтас хăрушлăх та пур.
Пирĕн тăрăхра хурт-хăмăрçăсен чи пысăк шанăç çăка чечекĕ çинче. Вăл лайăх пыллансан вĕлле хурчĕсене хăйсене çимелĕх те, пире валли те пыл пулĕ. Çăка утă уйăхĕн пуçламăшĕнче çеçкене ларать, унччен çемьесем вăй илсе йĕркене кĕрессе шанатăп. Ытти йăлтах Турă тата çут çанталăк аллинче.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *