Медицина ĕçченĕсем ку таранччен тĕл пулман амакпа тĕнчипех кĕрешеççĕ пулин те коронавирус инфекцийĕ парăнма шутламасть-ха. Статистика кăтартăвĕн цифрисем кунсерен тенĕ пекех хушăнса пыраççĕ. Чирлĕ çынсен йышĕ ÿссе пынă чухне килте юлмалли режимăн пĕлтерĕшĕ пысăк, аслă ÿсĕмри çынсемшĕн вара — уйрăмах. Енчен те апат-çимĕç, эмел туянма каймалла пулсан мĕн тумалла-ха? Калăпăр, коммуналлă тÿлевсен парăмĕ те уйăхсерен ÿссе хушăнсах пырать.
Ялти ватă тата тухса çÿреймен çынсене пулăшу кÿме районта волонтер активистсен ушкăнне йĕркеленĕ. Вĕсем кинемейсемпе мучисен пурнăçĕпе кăсăклансах тăраççĕ, адрес пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Уçырма ял тăрăхĕнче Екатерина Алексеевăпа Ирина Махминова çак кунсенче Раиса Павловăпа Раиса Васильева патĕнче пулнă, аслă ÿсĕмри хĕрарăмсене апат-çимĕç, пахча çимĕç вăррисем туянса килсе панă, коммуналлă тÿлев квитанцийĕсене тÿленĕ.
Сухайкасси ял тăрăхĕнчи волонтер Олеся Васильева ялта пурăнакан Иван Павлова, Галина Маргидантовăна тата Галина Алексеевăна аптекăран эмелсем килсе панă. Ватăсем волонтер активист- сен пулăшăвне хапăл туса йышăнаççĕ. Вĕсен пĕр-пĕринпе çыхăну тытма телефон номерĕсем пур, заявкăсене шăнкăравласа пĕлтереççĕ.
Волонтерсем ватăсем патне пырса çÿренĕ чухне хăрушсăрлăх ыйтăвне пысăк тимлĕх уйăраççĕ, медицина маски тăхăнаççĕ, аллисенче — перчетке, çумра — антисептик. Коронавирус инфекцийĕ алхаснă тапхăрта харпăр хăй гигиенине çирĕп пăхăнмаллине кинемейсемпе мучисене те асăрхаттараççĕ.
Хальхи вăхăтра волонтерсем районти ватă тата тухса çÿреймен 97 çынна пăхса, пулăшса тăраççĕ. Сире те пулăшу кирлĕ пулсан «хĕрÿ линие» 8-800-200-34-11 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.
Алина ПАВЛОВА,
районти волонтерсен юхăмĕн ертÿçи