Вырăнти пуçару мелĕпе районта юлашки çулсенче чылай ырă улшăну пулса иртрĕ. Ялсенче çулсем такăрланаççĕ, йăла çурчĕсем капăрланаççĕ, урамсенче ача-пăча валли ятарлă вырăнсем йĕркеленеççĕ тата ытти те.
Нумаях пулмасть Уçырма ял тăрăхĕнче черетлĕ ача-пăча площадки хута кайнă. Ялта çакăн йышши ятарлă вырăн пурри ачасене тĕрĕс-тĕкел аталанма пулăшать, шăпăрлансене пĕр вырăна пуçтарса контроллесе тăма май парать. Çак лапамсенче ачасем выляççĕ, пĕр-пĕринпе хутшăнма вĕренеççĕ, тус-юлташ тупаççĕ.
Çĕнĕ ача-пăча площадки Уçырма ялĕнчи Дружба урамĕнче хăйĕн вырăнне тупнă. Унта качели, ярăнса анмалли «çÿллĕ ту», карусель тата балансир вырнаçтарнă. Ял тăрăхĕн администрацийĕ Дружба урамĕнче пурăнакансене ача-пăча валли ятарлă вырăн хатĕрлеме пулăшнăшăн тав тăвать.
Çакăн пек пĕлтерĕшлĕ çитĕнÿсене вырăнти влаç ял халăхĕпе тачă çыхăнура пулсан кăна тивĕçме пулать.