Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Пахча çимĕçпе тимлесси кăткăс, анчах та рентабеллĕ ĕç

Пахча çимĕçпе тимлесси кăткăс, анчах та рентабеллĕ ĕç

Пахча çимĕç туса илессипе районта Шпаков хресчен-фермер хуçалăхĕ кăна ĕçлет. Олег Васильевич пахча çимĕç уйĕсене çулсерен ÿстерсе пыма тăрăшать. Енчен те иртнĕ çулта купăстана 6 гектар çинче çитĕнтернĕ пулсан, кăçал унăн лаптăкне 12 гектара çитересшĕн.

— Пахча çимĕçпе ĕçлесси питĕ кăткăс, анчах та рентабеллĕ ĕç», — палăртать фермер. Олег Шпаков хунав валли купăстан «Муксума» пахалăхлă вăрлăхне туяннă. Вăл кая юлса пулакан сорт. Ял хуçалăхĕнче тупăша кĕркунне шутлаççĕ, унччен, паллах, çĕр ĕçне хăвăн укçуна хывма тивет. Купăста вăрри 205 пин тенке кайса ларнă.

Пахча çимĕç уйĕсем пĕчĕкех мар, çавăнпа та ĕççи вăхăтĕнче фермера ял халăхĕ пулăшма тухать. Олег Васильевич кăнтăрла вĕсене вĕри апатпа тивĕçтерет. Çанталăк условийĕсене шута илсе купăста лартас ĕçе çĕртме уйăхĕн пуçламăш кунĕсенче вĕçлеме палăртать.

Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра çĕр ĕçченĕсем пĕр çул ÿсекен курăксен, кукуруз, çĕр улми тата техника культурисен анисем çинче ĕçлеççĕ. Çавăн пекех шăтса тухнă калчасене сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăран хÿтĕлессипе тата çум курăкран тасатассипе тимлеççĕ.

 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *