Любовь КОНДРАТЬЕВА,
Канашри автовокзалăн генеральнăй директорĕ:
— Конституцире çынсен право тата социаллă гарантийĕсене çĕнĕлле хаклакан тÿрлетÿсем пирĕншĕн питех те пĕлтерĕшлĕ. Патшалăх пулăшăвĕ адреслă пулмалла, кун пек чухне общество çирĕп аталанма пултарать. Çавăнпа та Конституцири тÿрлетÿсем тавра пуçарнă сасăлава пурин те хутшăнмалла тесе шутлатăп, эпĕ хам та айккинче юлмăп.
Çак тĕп саккунра пирĕн çĕршывăн никĕсĕ упранать, вăл пирĕн малашлăхри аталану çул-йĕрне палăртĕ. Тÿрлетÿ патшалăх влаçĕн шалти институчĕн полномочийĕсене çĕнĕлле пăхса тухма май парĕ. Çавна май вырăнти хăй тытăмлăхпа патшалăхăн влаç органĕсем халăх интересĕсене шута илсе тата та тачă çыхăнса ĕçлеме пултарĕç.