Суббота, 2 ноября, 2024
Главная > Публикации > Уй-хир ĕçĕсем вăй илеççĕ

Уй-хир ĕçĕсем вăй илеççĕ

Сивĕ тата çумăрлă çанталăк çурхи уй-хир ĕçĕсене кăштах чарса тăчĕ. Хĕвеллĕ ăшă кунсем вăй илнĕ май вĕсен хăвăртлăхĕ те палăрмаллах ÿсрĕ.

Çур акине тухăçлă тата вăхăтра туса ирттерме районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пĕтĕмпе 3100 тонна вăрлăх хатĕрленĕ. Ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем тĕрĕслеве тăратнă мĕн пур вăрлăх кондицие ларнине çирĕплетнĕ. Вăрлăхсен 25 проценчĕ — элита.

Хальхи вăхăт тĕлне районти мĕн пур хуçалăх кĕрхи культурăсене апатлантарнă (5940 гектар), çавăн пекех нумай çул ÿсекен курăксен анисем çине удобрени хывма пуçланă. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене 3113 гектар çинче акнă (планăн 26,1 проценчĕ), вăл шутран тулă — 986 га, урпа — 1692 га, сĕлĕ — 250 га, пăрçа йышши культурăсем 185 га йышăннă. Техника культурисене 672 гектар çинче акнă, çавăн пекех пĕр çул ÿсекен (190 га) тата нумай çул ÿсекен (200 га) курăксен анисем çине те вăрлăх хывма тытăннă.

Районта çур акине Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕ чи малтан вĕçленĕ. Çурхи ĕçсен планне «Пионер» агрофирма тата Петров фермер та кĕске вăхăтра пурнăçланă. Хальхи вăхăтра çурхисене акассипе «Канмаш», Киров ячĕллĕ, «Путь Ленина» хуçалăхсем тата Протасовпа Лукиянов хресчен-фермер хуçалăхĕсем пысăк хастарлăх кăтартаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *