Чăваш халăхĕн пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вĕсене хакланă май чăваш чунĕ яланах хитрелĕх патне туртăннине курма пулать. Çавăнпах пирĕн асатте-асаннен кил-çуртне тĕрленĕ, йывăçран касса эрешленĕ, хăваран авнă, тăмран ăсталанă япаласем илем кÿнĕ.
Чăвашсем хушшинче тĕрĕ ăсталăхĕ вара уйрăмах вăйлă аталаннă пулнă. Халăхăн шухăш-ĕмĕчĕ тата кун-çулĕ шăпах çак искусствăра палăрнă. Тĕрĕ эрешĕпе тумтире çеç мар, пÿрт ăшчиккипе хапхана та илемлетнĕ.
Ямаш ялĕнчи Николай Семенов йывăçран тĕрлĕрен хатĕр касса кăларма ăста. «Авалхи эрешсене пĕтерме парас марччĕ», — тет вăл. Николай Николаевич юрă-ташăпа та туслă, пушă вăхăт тупăнсанах Ямаш клубĕ çумĕнчи «Ямаш ен» фольклор ушкăнне васкать.
Людмила КОНСТАНТИНОВА,
ялти культура çурчĕн
заведующийĕ
Автор
сăн ÿкерчĕкĕсем