Тунтикун çурхи илемлĕ уявсенчен пĕрне — Мартăн 8-мĕшне паллă тăватпăр. Çак уяв хĕрарăмпа, çепĕçлĕхпе, ăшăлăхпа, хитрелĕхпе, чечексемпе, чĕрĕлекен çут çанталăкпа çыхăннă.
Паян хĕрарăм алли тума пултарайман ĕç çук: ача ÿстерет, вĕрентет, сиплет, çурт-йĕр тăвать, транспорт çÿретет, тĕнче уçлăхне тĕпчет…
Пирĕн районти сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче вăй хуракансен пысăк пайĕ — черчен те чипер, пултаруллă та ĕçчен хĕрсемпе хĕрарăмсем. Юлашки вăхăтра сиплевçĕсен тĕлĕнмелле йывăр та çивĕч тĕрĕслев витĕр тухма тиврĕ. Сăн ÿкерчĕкри тухтăрсемпе медсестрасем пандеми вăхăтĕнче коронавирус чирĕпе ырми-канми кĕрешрĕç тесен пĕрре те йăнăш пулмасть. Район больницинче ĕçленĕ ковид-центрта шур халатлă çак ĕçченсем 900 яхăн çынна сыватса кăларнă. Эмелпе кăна мар, чун-чĕре ăшшипе те сип-ленĕ вĕсем.
Канаш енри мĕнпур хĕрарăм тухтăра, медсестрасене, вĕсемпе пĕрле районта пурăнакан мĕнпур хĕрарăма Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, ырă та телейлĕ пурнăç, çирĕп сывлăх сунатпăр!