Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Çĕнтерÿшĕн пурте çапăçнă хĕрÿ

Çĕнтерÿшĕн пурте çапăçнă хĕрÿ

Вун-вун çул иртсен те пирĕн телейлĕ пурнăçшăн пуç хунă миллионшар çыннăн, тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне манма юрамасть пирĕн. Вăрçă чарăннăранпа мĕн чухлĕ çĕнĕ ăру çитĕннĕ. Вĕсемшĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи — тахçанхи истори, апла пулин те фронтра çапăçса вилнĕ, çĕнтерÿпе таврăнса юхăннă çĕршыва ура çине тăратнă паттăрсем çинчен каласа памалла, астăвăма ăруран-ăрăва парса пымалла.

     Майăн 1-мĕшĕнче «Канаш ен» тата «Канаш» хаçатсен парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ çăмăл атлетика эстафетине Аслă Çĕнтерÿ 76 çул тултарнине халалланă.
     Совет халăхĕн вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхне асра тытса районти Ача-пăча искусствăсен шкулĕ «Çĕнтерÿ чÿречи!» патриот акцине хутшăннă. Вĕренекенсемпе педагогсем кантăксене Çĕнтерÿ символĕсемпе капăрлатнă. Сăн ÿкерчĕксене социаллă страницăсенче #Окна_Победы хештегпа вырнаçтарнă.
     Майăн 6-мĕшĕнче шăхасанти «Импульс» физкультурăпа спорт комплексĕнче СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн, Европа, тăватă хутчен тĕнче чемпионĕн, 22-мĕш Олимп вăййисен призерĕн, Халăхсен туслăхĕн орденĕн кавалерĕн Сергей Корнилаевăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен республикăри турнирĕ иртрĕ. Çамрăк спортсменсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ.
     Майăн 6-мĕшĕнче Ăвăс- пÿрт Кипеч ял тăрăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă тата Çĕнтерÿпе таврăннă паттăрсене асăнса Астăвăм аллейи уçнă. Вăрçăра пулнă кашни ентеш ячĕпе ĕмĕр ешĕл тумлă чăрăш хунавĕсем лартнă. Ăвăспÿрт Кипечрен вăрçа 350 çын тухса кайнă, 142-шĕ фронтра пуç хунă.
     Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе тĕрлĕ çулта тĕрлĕ çĕрте пуç хунисене асăнса майăн 8-мĕшĕнче Канашри Афганецсен скверĕн-че митинг ирттересси йăлана кĕнĕ. Интернационалист воинсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен мухтавлă çулне тăсакансем пулча тăчĕç тесен те тĕрĕс. Афган вăрçин участникĕсем, Кавказра террористсене хирĕç йĕркеленĕ операцисене хутшăннă çынсем, вĕсен тăванĕсем çак кун сквера пухăнчĕç, палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
     Аслă Çĕнтерÿ 76 çул тултарнине халалланă митинг майăн 9-мĕшĕнче Шăхасанти Çĕнтерÿ аллейинче иртрĕ. Уява район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Сергей Шернепе Владимир Степанов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Кияметдин Мифтахутдиновпа Виталий Иванов, Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Виталий Барышов, «ЭКРА» компанисен ушкăнĕ» ООО директорĕн право ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Артем Владимиров, район депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ĕç коллективĕсен представителĕсем, райадминистраци ĕçченĕсем, ял çыннисем хутшăнчĕç.
     — Паян пĕтĕм çĕршыв аслă уява — Çĕнтерÿ кунне паллă тăвать. Паян эпир пире ирĕклĕ пурнăç туса парассишĕн пуç хунă паттăрсене пуç таятпăр. Вĕсене пула лăпкăн ĕçлеме, кашни çĕнĕ кунпа киленме, пĕр шикленмесĕр ыранхи çинчен шутлама, малашлăха тĕллевсем палăртма пултаратпăр. Аслă ăру çыннисем туптанă Çĕнтерÿ йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса малалла ăнтăлма пулăшать.
     Канаш районĕнчен вăрçă хирне 12971 çын (шута илнĕ цифра) тухса кайнă. Вĕсенчен çурри каялла таврăнайман.
     Эпир хамăр районта çуралса ÿснĕ мухтавлă ентешсемпе, Совет Союзĕн Геройĕсемпе Антон Петрович Петровпа, Владимир Александрович Ивановпа мăнаçланатпăр. Вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене тав тăватпăр, — текен шухăша палăртрĕç тухса калаçакансем.
     Митинга пуçтарăннисем Астăвăм стени умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.
     Районти культура çурчĕ умĕнче уяв концерчĕ пулчĕ. Кунтах ял тăрăхĕсен админис- трацийĕсем хатĕрленĕ çар техникин макечĕсен куравĕ ĕçлерĕ. Сиккасси ял тăрăхĕн По-2 самолечĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Кÿлепипе чăннипех те вăрçă вăхăтĕнчи самолета сăнлакан макет умĕнче сăн ÿкерттерекенсем те йышлăн пулчĕç.
     Çак кунах Сухайкасси, Катек ялĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асăнса лартнă çĕнĕ палăксене уçрĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *