Воскресенье, 17 ноября, 2024

Аннушка

     — Эпĕ Вăрăмпуç шкулĕ çумĕнчи ача садĕнче ĕçлеме пуçланăранпа 18 çул çитрĕ ĕнтĕ, — тет Пĕршенертен кунта ĕçе çÿрекен Анна Васильевна Иванова.
     — Анна Васильевна, сире тăван ялта хисеплесе, юратса, пĕтĕм кăмăлтан Аннушка тесе чĕнеççĕ. Паянхи калаçура та çавăн пек чĕннишĕн эсир кăмăлсăрланмăр-и?
     — Çук ĕнтĕ. Пирĕн ача сачĕ малтан «Гномик» ятлăччĕ. Пĕр икĕ-виçĕ çул каялла пире шкулпа пĕрлештерчĕç те халĕ эпир шкул çумĕнче шутланса тăратпăр.
     — Ача нумай çÿрет-и садика?
     — Малтанхи çулсенче нумайччĕ. Çирĕм иккĕрен те иртетчĕ. Халĕ икĕ ялĕпе те ача сахал çуралать. Çамрăксем ялтан хулана тухса каяççĕ те çемье унта çавăраççĕ. Пирĕн ушкăнта 9 ача, иккĕмĕш хутра тата тепĕр ушкăн — унта 13 ача çÿрет. Садика килме черетре тăракансем те пур-ха, анчах ку пепкесем çулталăк çура çитеймен.
     — Аннушка, эсир ĕçлеме пуçланă вăхăтри ачасем халĕ мăшăрланчĕç те пулĕ?
     — Çапла, вăхăт шăвать. Хăшĕ- пĕри ача-пăчаллă та пулнă. Урамра тĕл пулсан пĕр-икĕ сăмах калаçса та илетпĕр. Хальхи çамрăксем ытлашши сăмах ваклама юратмаççĕ вĕт.
     — Аннушка, тата çакна ыйтса пĕлем-ха. Сирĕн çинчен икĕ ялĕпе те питĕ ырă хыпар çÿрет, сире питĕ пултаруллă ал ĕç ăсти теççĕ. Хă- вăрпа пĕрле эсир çыхнă япаласем чылай илсе килнĕ. Çыхма юрататăр пулас?
     — Ку ĕçе эпĕ чунтан юрататăп. Тĕрĕссипе каласан эпĕ 7-8 çултах ку ăсталăхпа интересленме пуçланă. Пирĕн кукамайпа пĕр тăван Наçтук аппа питĕ çыхма юрататчĕ. Эпир аппапа иксĕмĕр пĕрмаях ун патне çÿреттĕмĕр те ăна кукамай тесе чĕ-неттĕмĕр. Унта пир тĕртмелли станок та пурччĕ. Унпа пир те тĕртсе пăхаттăмăр аппапа иксĕмĕр. Кукамай тĕрлĕ тĕслĕ çипсенчен урайне сармалли çаврашка кашмасем çыхма вĕрентетчĕ. Кайран шпулька çиппипе, ирис çиппипе чĕнтĕрсем çыхма пуçларăмăр.
     Пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухне Александра Марковна ĕç урокне йĕппе çип илсе килме хушнăччĕ. Урок пуçлансан вăл пире йĕпе, çипе мĕнле тытмаллине кăтартма пуçларĕ. Эпĕ парта хушшине кĕрсе лартăм та тÿрех çыхма пикентĕм. Учительница ман пата пычĕ те тĕлĕннипе «аяй» та «аяй» теме пуçларĕ. Унтанпа çулĕ нумай иртрĕ пулин те манăн пĕрремĕш учительница кашни курмассерен çавна аса илет: «Аяй, эсĕ хăв та пĕчĕк çеçчĕ, шакăртаттарса çыхса лараттăн», — тет. Кайран, аслă классенче вĕреннĕ чухне, Вăрăмпуç шкулĕнче пирĕн класс ертÿçи Алевтина Михайловна çыхма вĕренмелли кружок уçнăччĕ. Çавăнта эпир пуçласа кофта çыхма вĕрентĕмĕр. Улттăмĕш класра эпĕ хама валли кофта çыхса тăхăнтăм. Кайран, çемьеллĕ пулсан, мăшăра ăшă тумтир çыхса пама тытăнтăм. Хунямана та, вăл пурăннă чухне, кофтăсем çыхса параттăм. Вăл юратсах тăхăнатчĕ. Ун чухне лавккасенче çип-мĕн пулман. Сурăх çăмне Канаша кайса таптарса килеттĕм те, хуняма ăна яка та питĕ хитре арласа паратчĕ. Çав çипрен эпĕ тем те пĕр çыхаттăм. Хĕрача çуралсан ăна кофта, юбка çыхса параттăм.
     — Аннушка, халĕ эсир тумтир кăна çыхмастăр вĕт-ха.
     — Интернет тем тума та вĕрентет. Çипрен хăлха çакки, алă çыххи, мăй çыххи çыхма вĕрентĕм. Вĕсене кайран желатинпа е крахмалпа хытармалла.
     — Эсир кунта хăвăра валли çыхнă кофтăсене илсе килнĕ. Мĕн вăхăт хушши çыхатăр пĕр кофтăна?
     — Кунĕпех ларсан пĕр кунта çыхса пĕтерме пулать. Эпĕ ĕçрен таврăнса выльăх-чĕрлĕхе пăхса кĕрсен, килти ĕçсене туса пĕтерсен вырнаçса ларса тин алла йĕппе çип тытатăп.
     — Ку шурă кофта кама валли? Хĕрĕр валли мар пулĕ те?
     — Шăпах çавна валли. Вăл çемьеллĕ, мăшăрĕпе хĕрпе ывăл ÿстереççĕ. Малтан ялта пурăнчĕç, кунта ĕç çуккипе Шупашкара куçса кайрĕç. Мăнук çуралсан савăннипе утиял çыхса патăм. Хĕрĕм (вăл Оля ятлă) питĕ савăнчĕ. Иртнĕ хĕл кунĕсенче ăна çулла тăхăнса çÿреме 3-4 кофта çыхрăм.
     — Сирĕн хĕр те ал ĕç ăсти тенине илтнĕ…
     — Вăл ытларах вĕтĕ шăрçапа ĕçлет. Оля хăлха çаккисем, мăй çаккисем нумай çыхнă. Çекĕлпе çыхма ÿркенмест. Халĕ ĕçе тухнă та вăхăчĕ сахалрах.
     — Сирĕн ĕçсене выставкăсене те янă тенине илтнĕччĕ.
     — Хамăр ялтан та ыйтаççĕ, Вăрăмпуçĕнчен те. Пур çĕре те парса янă.
     — Ялти ал ĕç ăстисем пĕрле хамăр клуба пухăнмаççĕ-и?
     — Пĕр темиçе çул каялла пĕрле пухăнаттăмăр. Кайран, теме пула, пухăнма пăрахрăмăр. Манăн инке, шкулта чăваш чĕлхи вĕрентнĕ Ольга Леонтьевна, питĕ ыйтать: «Мĕншĕн пуçтарăнмаççĕ-ши?» — тет. Вăл çыхма юратать, мĕн пĕлменнине манран ыйтать. Çынсене питĕ пулăшас килет. Мĕн ыйтнине пĕтĕмпех каласа ăнлантарас килет. Хам мĕн пĕлнине çынсем те пĕлччĕр тетĕп. Шкулта ĕçлекен техничкăсем ыйтаççĕ те йăлт ăнлантарса паратăп. Халĕ завхозра ĕçлекен Ираида Александровăна та çыхма вĕрентрĕм. «Мĕншĕн эпĕ сана пĕр 10 çул каялла тĕл пулман-ши?» — тесе питĕ кулянать. Ватăлнă çемĕн алăсем те çыхланаççĕ, куç вăйĕ те чакать.
     Паян сире кăтартма илсе килнĕ япаласене курчĕç те учительсем: «Ачасене те çыхма вĕрентесчĕ», — теççĕ. Эпĕ хирĕç мар. Тата ялти клуба пухăнма тытăнасчĕ. Халĕ çулсем иртсе пыраççĕ, ватăлатпăр, ĕлĕк улаха пуçтарăннă пек пухăнса пĕрле калаçса ларас килет. Халĕ Пĕршенер клубĕнче, юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн, тамаша илемлĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *