Понедельник, 4 ноября, 2024
Главная > Публикации > Çĕнĕ йышши библиотека пулать

Çĕнĕ йышши библиотека пулать

Чăваш Ен «Культура» наци проектне пурнăçлас ĕçе хастар хутшăнать. Ку проекта виçĕ наци проекчĕ кĕрет, вĕсенчен пĕри — «Культура хутлăхĕ». Унпа килĕшÿллĕн библиотекăсенче хăтлă условисем йĕркелеççĕ.

     Маларах йышăннă планпа кăçал икĕ çĕнĕ саманари икĕ вулавăш уçăлмалла пулнă. Раççей Культура министерстви 2021 çулта тĕслĕх библиотекăсем тăвассипе ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш Енри пилĕк библиотека çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Вĕсенчен пĕри — Канаш районĕн тĕп библиотеки. Конкурса çĕршывăн 60 регионĕнчен 154 учреждени хутшăннă пулнă.
     Канаш районĕн тĕп библиотеки чăваш поэчĕ Çеçпĕл Мишши вĕреннĕ (1914-1917) шкул çуртĕнче вырнаçнă. Ку çурт регионăн культура еткерлĕхĕ шутланать. Библиотекăна çĕнĕлĕх кĕтет. Малашне вăл ахаль вулавăш çеç мар, «Çеçпĕл» пултарулăхпа ăс-хакăл центрĕ пулать. Унăн тĕллевĕсем, паллах, халăхăн вулав тата социаллă культурине аталантарасси, пултарулăх шайне ÿстересси пулса тăраççĕ.
     Республикăн культура министрĕ Светлана Каликова каланă тăрăх, проектсене Раççей Федерацийĕн Правительствин резерв фондĕнчен укçа-тенкĕпе тивĕçтерме палăртнă. Пилĕк культура учрежденине çĕнетме 40 млн тенкĕ уйăрнă. Вĕсене пурне те 2021 çул вĕçĕччен туса пĕтермелле. Çапла майпа вара кăçал пирĕн республикăра çĕнĕ вăхăтри 7 тĕслĕх библиотека уçăлать. 2020 çулта уçнисене шута илсен вара 2022 çул пуçламăшĕ тĕлне çакнашкал 11 библиотека ĕçлемелле.
     Библиотекăсем районта пурăнакан пур çыншăн та çитме майлă пулмалла, çав шутра сусăрсемшĕн те. Кĕнеке фондне çĕнетни, мультимедиллĕ хатĕрсем туянни, хăтлă, майлă тата кăмăллă хутлăх йĕркелени — çаксем пурте вулавăша хальхи вăхăтри ĕç меслечĕсемпе усă курма, вулакансен йышне ÿстерме май параççĕ.
     Светлана Каликова палăртнă тăрăх, «Культура» наци проектне пула çĕнĕ самана библиотекисем Чăваш енре тата ытларах та пулма пултараççĕ. Район администрацийĕсен заявкăсем хатĕрлессипе ĕçлемелле. 2023 çулхи плана кĕрес тесен документсене халех хатĕрлеме пуçламалла.
«Республикăри тĕслĕх библиотекăсенчен чи пĕрремĕш- сенчен пĕри пирĕн районта уçăлнишĕн питĕ хавас эпĕ. Вăл шăхасансемшĕн кăна мар, çывăхри ялсенче пурăнакансемшĕн те юратнă кану вырăнĕ пулса тăрасса шанатăп. Çамрăк ăру та библиотека енне çул такăрлаттăрччĕ, пĕлÿ патне ăнтăлтăрччĕ. «Чăваш поэчĕ Çеçпĕл Мишши вĕреннĕ шкул» регион пĕлтерĕшлĕ культура еткерлĕхĕн объектне курма килекенсем музея кăна мар, библиотекăна та кĕрсе курччăр», — тет район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *