Çак статьяра эпĕ Хусан хÿтĕлев чиккине тума хутшăннă кукаçи Головлев Иван Софронович тата унăн хĕрĕ, ман анне Головлева Любовь Ивановна çинчен каласа парас тетĕп.
Иван Софронович хăйĕн пурнăçĕ çинчен, çамрăк-лăхран пуçласа пенсие тухичченех, питĕ тĕплĕ, документсемпе çирĕплетекен асаилÿ çырса хăварнă. Эпĕ, унăн мăнукĕ – Иванова Альвина Аркадьевна, çав сведенисемпе усă куратăп.
Кукаçи Головлев И.С. 1897 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче Анат Сурăм ялĕнче çирĕп хресчен çемйинче çуралнă (вăл вăхăтра ял Хусан кĕпĕрнин Çĕрпÿ уесĕн Энтрияль вулăсне кĕнĕ). Вăл Шăхалĕнчи 5 класлă земство шкулне питĕ лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Совет влаçĕ вăхăтĕнче ветеринар-фельдшер дипломне алла илнĕ.
Вăл Аслă Октябрь революцийĕ хыççăн ялта çĕнĕ пурнăç пуçарса яма активлă хутшăнакан, тĕрлĕрен общество йĕркелекен, колхоз тăвакан тата унăн пĕрремĕш председателĕ (1931 çулхи мартăн 3-мĕшĕнче суйланнă) пулнă. Колхоз «Чармак» ятлă пулнă.
Чи малтанах вĕсем 1918 çулта ялти потребительсен обществине йĕркеленĕ (ЯПО), вăл суту-илÿпе ĕçленĕ. 1927 çулта кукаçи радио туяннă, ăна йышăну станцине вырнаçтарнă. Унпа агитаци вăйлă ирттернĕ, нумай çын ЯПОна кĕнĕ. Кашни çул общество ячĕпе ял çыннисемпе демонстраци ирттернĕ, урампа ялавсемпе, купăспа юрласа пынă. Кукаçи çак радиоприемника 14 çул ĕçлеттернĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан обществăна парса хăварнă. Çакăн хыççăн колхоз йĕркелениччен тата темиçе общество та уçăлнă.
Кукаçие ĕçлеме çăмăл пулман. Çĕнĕ пурнăçпа килĕшменнисем, колхоза хирĕççисем, ура хураканнисем тупăннă. Ăна пушарпа хăратнă, çĕрле алăкран шакканă. Пĕрре унпа çакăн пек ĕç пулса иртнĕ (хăй аса илнинчен):
«Пĕррехинче март уйăхĕнче каç енне ял урамĕпе пыратăп. Сасартăк чÿречерен шакканине илтетĕп, пăхатăп, аллипе мана киле кĕме чĕнет. Кĕретĕп. Сĕтел хушшинче пиччĕшĕпе шăллĕ лараççĕ, эрех ĕçеççĕ, килĕнче никам та çук, манпа чăкрашасшăн. Пĕри хăвăрт алăк патне пычĕ, тепри ман пуç тăрринчен кăшт çÿлерех темскер персе ячĕ, стенана лекрĕ, ÿкрĕ, пăхатăп – 3 кĕренкеллĕ кире пуканĕ. Питĕ хăвăрт кире пуканне çĕклерĕм, вăйпа алăка уçрăм та сиксе тухрăм… Никама та, арăма та, çакăн çинчен каласа памарăм».
1930 çулта Шупашкар — Канаш çула тунă чухне Анат Сурăм ялĕнче кансĕрлет тесе пĕр киле куçармалла пулнă. Головлев И.С. вĕсене урăх план сĕннĕ – вăрман витĕр çул уçмалла. Хăй те унта тăрăшнă. Йывăçсене касса, кăкласа çул тунă, вăл 1933 çулта хута кайнă.
1941 çулта кукаçи колхозра ветфельдшер тата ферма заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Вăрçă пынă. Тăшман Мускав патне çитнĕ. Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккине тумалла. Кукаçие «Красное Сормово» колхозран окоп чавакансен тата вăрман турттаракансен бригадирĕ пулма лартнă. Тăвайĕнче вĕсем ĕçе 1941 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче пуçланă, 1942 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче вĕçленĕ. Бригадирсемшĕн питĕ çирĕп дисциплина пулнă: ниçта та пăрăнма юраман. Вăл хăйĕн тивĕçне лайăх пурнăçланă. Ĕçе пĕтерсен ăна стахановецсен слетне чĕннĕ, тав тунă, пальтолăх пусма парнеленĕ.
Головлев Иван Софронович виçĕ вăрçă участникĕ: Пĕрремĕш тĕнчен (май 1916 ç. — 1917 ç.), Граждан (1918 – 1921), Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи (1942 – 1945 çç.). 3 вăрçă ветеранĕ пур вăрçăра та артиллери полкĕнче çапăçнă, 2 хут аманнă, пĕрне Воронежа хÿтĕленĕ çапăçура.
Çак медальсене тивĕçнĕ: «За отвагу» (19.03.1945), «За освобождение Варшавы», «За взятие Берлина», «За Победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг.» тата Сталин Верховнăй Главнокомандующи панă икĕ Тав хучĕ, юбилей медалĕсем те пур.
Вăрçă хыççăн Иван Софронович колхозра ветфельдшер тата ферма заведующийĕ пулса ĕçленĕ. 1961 çулта колхоз правленийĕн йышăнăвĕ- пе килĕшÿллĕн колхозниксенчен килти ĕнесене фермăна памалла тунă. Кукаçи хăйсен ĕнине фермăна леçнĕ, анчах унăн тĕслĕхне никам та йышăнман. Кукамай хытă кулянатчĕ ĕнешĕн. Кукаçин те сĕт илме Шăхальне çÿреме тиветчĕ: ĕнесене Сурăмран кунта куçарнăччĕ.
Головлев И.С. çинчен нумай ырă сăмах калама пулать. Вăл колхоза йĕркелесе тата аталантарса пыраканĕ, 3 вăрçă ветеранĕ терĕмĕр, вăл рационализатор, активлă общественник, дружинник та пулнă. «Правда» колхозăн çĕр, ялсен планне тăваканĕ те вăлах. Вăлах плакатсемпе лозунгсене çыраканĕ, купăсçă, 1924 çулта пĕрремĕш спектакль лартаканĕ те. Телевизор та ялта пĕрремĕш вăл илнĕччĕ.
Кукаçи, совет влаçне чунтан парăннăскер, яланах çĕнĕлĕхсене малтанах йышăнса пыраканскер, вĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшнă. Хăй яланах сывă пурнăç йĕркине тытса пыратчĕ. Виличченех çулла велосипедпа, хĕлле йĕлтĕрпе çÿретчĕ. Шел, 1974 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче унăн пурнăçĕ татăлчĕ.
Кукаçипе кукамай 8 ача çуратнă, анчах та тăваттăшĕ вăл вăхăтра алхасакан инфекци чирне пула пĕчĕклех вилнĕ. Ытти ачасем ÿссе тĕрлĕ профессие алла илнĕ, çĕршыва кирлĕ çынсем пулса тăнă. Юлий кукка Чулхулара çул тунă çĕрте автогрейдеристра ĕçленĕ.
Анне, Головлева Любовь Ивановна, 1924 çулхи ма-йăн 13-мĕшĕнче Анат Сурăм ялĕнче çуралнă. Малтан ялти пуçламăш, унтан Кăшнаруйĕнчи 7 çул вĕренмелли шкулта ăс пухнă, вăтам пĕлĕве вара Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк шкулĕнче илнĕ.
1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Аннене Тăвай районне окоп, траншея чавма Шăхасан районĕнчи «Красное Сормово» колхозран янă. Вăл урисем хытă шăннипе кайран та ыратни çинчен каланине астăватăп.
Вăрçа учительсем нумаййăн кайнипе шкулсенче вĕрентекенсем çитмен. Аннене Тури Сурăм шкулĕнче пуçламăш класс вĕренекенĕсемпе ĕçлеме хушнă. 1945 çулта вăл Канашри педагогика училищине экстерн майпа пĕтернĕ. Çавăн хыççăн мĕн пенсие тухичченех Анат Сурăмăн пуçламăш шкулĕнче ĕçленĕ.
1946 çулта вăрçă участникĕпе Кольцов Аркадий Павловичпа пĕрлешнĕ. Аттен вăрçă награди нумайччĕ, вăл шутра Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, икĕ медаль «За отвагу», «За освобождение Варшавы», «За взятие Берлина», «За победу над Германией» тата юбилей медалĕсем.
Аннепе атте 5 ача çуратса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ панă. Руфина – врач, Çĕрпÿ хулинче ĕçлерĕ. Эпĕ – Альвина — учитель, Николай шăллăм та учительччĕ, Вырăскас Пикшихре математика вĕрентетчĕ, анчах чире пула 42 çултах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Людмила – зоотехник, Константин Ямбургра автоматика енĕпе пысăк разрядлă слесарь пулса ĕçлерĕ. Халĕ эпир пурте тивĕçлĕ канура.
Анне илемлĕ пултарулăх коллективне те, политкружока та çÿреме ĕлкĕретчĕ, çÿретчĕ. Хăй яланах икĕ класа вĕрентетчĕ. Вăл каланă тăрăх, вĕсем ĕçленĕ вăхăтра килте выльăх-чĕрлĕх нумай усрама юраман, уроксене хатĕрленме вăхăт сахал юлать тенĕ.
Анне вĕрентнĕ çĕр-çĕр ача çĕршывăн пур кĕтесĕнче те тĕрлĕрен специальноçпе ĕçленĕ. Вăл ырă кăмăллă, ĕçчен, сăпай, такампа та пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Унăн вĕренекенĕсем Любовь Ивановна çинчен юратса ырăпа асăнаççĕ.
Коля кукка Шупашкарта проектпа конструктор бюро- вĕнче инженер. Кукаçин кĕçĕн хĕрĕ Маргарита Ивановна та ашшĕ çулĕпе кайса выльăх фельдшерĕнче Шăхаль ферминче ĕçлеме пуçлать те пенсие унтанах тухать. Пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Хальхи вăхăтра пĕр тăвансенчен Коля куккапа Рита пурăнаççĕ.
Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе çĕршыва, тăван ене аталантарма вăй-халне шеллемесĕр ирĕн-каçăн тăрăшнă тăвансен ырă тĕслĕхĕ ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн асра юлĕ.
Альвина ИВАНОВА,
ветерансен канашĕн председателĕ
Шăхаль ялĕ