Çак кунсенче Вăтапуç салинче пурăнакан Семеновсем патĕнче хăнара пултăм. Пирĕн тăрăхра вĕсем килте пысăках мар зоопарк йеркеленипе палăрса тăраççĕ. Тĕрлĕрен тĕлĕнтермĕш чĕр чунпа кайăк-кĕшĕке туристсене явăçтарма мар, хăйсен чун киленĕçĕ валли усраççĕ.
Кил хуçисем, Надежда Андреевнăпа Виталий Михайлович тата ывăлĕ Семен, вĕсемшĕн темĕн тума та хатĕр. Çирĕп, сывă çитĕн-ччĕр тесе тутлăхлă тата витаминсемпе пуян усăллă апат рационĕ хатĕрлеççĕ, тăтăшах пĕрле уçăлма тухаççĕ. Экзотика чĕр чунĕсен илемĕ кирек камăн чун-чĕрине те тыткăна илмесĕр хăвармĕ.
Семеновсем патĕнче хаскисем кĕтсе илчĕç, виççĕшĕ те манпа часрах çывăхарах паллашма вас-карĕç.
Çыртмаççĕ, мăнуксем килсен вĕсемпе тăтăшах выляççĕ. Сире те, акă, пĕрре курсах килĕштерчĕç, — терĕ Надежда Андреевна. Унтан Семенпа пĕрле вĕсене сăн ÿкерттертĕм. Пĕри, тем сăлтава пула, пирĕнпе хутшăнма кăмăл тумарĕ.
Семеновсен кил хуçалăхĕнче илемлĕ ултă турткăш ?павлин/, кĕмĕл тĕслĕ виçĕ фазан, хăмăр тата хăмăрпа шурă тĕслĕ кроликсем, вăтăра яхăн пĕчĕк путене, тĕрлĕ ăратлă чăх-чĕп тата кăвакарчăнсем пурăнаççĕ. Çавăн пекех экзотика чĕр чунĕсемсĕр пуçне картишĕнче килти ытти выльăх-чĕрлĕх те пур.
Кашни ушкăнăн хăйĕн хăтлă пÿлĕм. Фазансем патне кĕрсен Виталий Михайлович мана асăрхаттарчĕ: «Асту, хăшĕ-пĕри, уйрăмах ак çак шурри, хăвăн çине сиксе ларма та пултарать. Аллусене пытар, чавса илĕ тата», — терĕ. Телее, пĕри те тапăнмарĕç.
Çак илемлĕ кайăк-кĕшĕкпе Семен ĕçлет. Турткăшсене ултă çул каялла илсе килчĕ. Ун хыççăн кăвакарчăнсемпе фазансем пирĕн патăмăрта пурăнма пуçларĕç. Кушакĕсем те ахаллисем мар, таçта куç тĕлне пулмарĕç-ха, — калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Семеновсем – манăн çывăх туссем. Надежда Андреевна ал ăстисен кружокне çÿрет, тĕрлеме, çыхма ăста, спектакльсенче те вылять. Килĕнче хăй аллипе ăсталанă çемçе теттесем, стена çине çакмалли картинăсем те сахал мар. Семенов- сем патне хăнана килес тесессĕн курса тĕлĕнмелли кайăк-кĕшĕк читлĕхĕсенче кăна мар, кил хуçисен пÿртĕнчи хăтлă пÿлĕмĕсенче те пур.
Виталий Михайлович хурт-хăмăр ăсти те, хăй вăхăтĕнче «Çамрăк утарçă» кружока ертсе пынă. Унта пуçламăш опыт илнĕ утарçăсем халĕ хăйсен ĕçне ăнăçлă малалла тăсаççĕ. Эппин, туристсем Семенов- сем патĕнче хăйсене валли чылай çĕнĕлĕх илсе кайма пултарĕç.
Юрий НИКИТИН,
общество корреспонденчĕ